Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта та кунта сухӑрлӑ турпассем, пӗтӗрӗнсе ункӑланнӑ сарӑ ҫункавсем, хӑмӑр тӗслӗ йӗпе пӑчӑкӑ кӗрпи куписем купаланса выртаҫҫӗ.Всюду лежали смолистая щепа, желтые кольца стружек, груды бурых сырых опилок.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӗсӗ ун пит сайра тӗл пулаканскер те кулӑшла тӗсчӗ: шӑши пек йӑлт хӑмӑр, купарчи ҫинче ҫеҫ ула, хурапа шурӑ пӑнчӑсем йӑрӑмланаҫҫӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗслӗ платье-и?
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Катьӑна хӑмӑр кӑвак тӗслӗ платье парнелерӗм…
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кирлӗ, ma tante, манӑн хӑмӑр кӑвак платьйӑна улӑштармалла, — тет Ольга, вара вӗсем пӗрле каяҫҫӗ, е: — Ҫук, инке, — тет Ольга: — эпӗ нумаях пулмасть пултӑм унта.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— А эсӗ ӑҫталла ҫак, Олеся? — мӑнукӗ пуҫӗ ҫине ҫӑмран ҫыхнӑ пысӑк хӑмӑр тутӑр васкаса ывӑтнине курса, сасартӑк ыйтрӗ Мануйлиха.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Захар тухрӗ, Обломов вара сӑрӑ хут ҫине шӗвӗ чернилпа ҫырнӑ, хӑмӑр сӑркӑчпа пичетленӗ ҫырӑва вулама тытӑнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫумӑр хыҫҫӑн кашнинчех, ман пӳрт умӗнчи пахчара талккӑшпе ӳсекен ҫап-ҫамрӑк сиренӗн йӗпеннӗ ачаш ҫулҫисене ялтӑркка пайӑркасемпе савӑнӑҫлӑн сапаласа, минутлӑха хӗвел пӑха-пӑха илчӗ; ҫемҫе те кӑпаш йӑрансем ҫинче ҫерҫисем хавассӑн кӑшкӑрашни вӑйлӑран вӑйлӑ илтӗне пуҫларӗ; ытларан та ытларах ярпайса реххетленчӗҫ тирексен лӑймакаллӑ хӑмӑр папакӗсем.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпир юр хыҫҫӑн типшӗрме ӗлкӗреймен иртнӗ ҫулхи хӑмӑр ҫулҫӑсем лапкипех витсе хунӑ ҫул хӗррипе пытӑмӑр.Мы шли обочиной дороги, сплошь покрытой бурыми прошлогодними листьями, еще не высохшими после снега.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫаврака сухалне кӗскетсе кастарнӑ, хӑмӑр куҫӗсем тӳррӗн, анчах кӑшт йӗкӗлтевлӗнрех пӑхаҫҫӗ.Круглая борода аккуратно подстрижена, карие глаза смотрят серьезно и чуть лукаво.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӑмӑр куҫӗсене кӑштах хӗссе йӗкӗлтенӗ пекрех пӑхнӑ вӑл.Крупные, энергичные черты лица, чуть прищуренные карие глаза, умные и насмешливые.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӑмӑр куҫӗсем ҫын ҫине сӑнаса пӑхаҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тухатмӑшӑн пӗркеленнӗ хӑмӑр пичӗ кӑмӑлсӑр пулса кайрӗ.Коричневое сморщенное лицо колдуньи собралось в недовольную гримасу.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Манӑн тункатаран тункатана сике-сике каҫма тиврӗ; урасем вӗсене хупласа илнӗ ҫӑра хӑмӑр мӑкра ҫемҫе кавир ҫинчи пекех путаҫҫӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӗкӗртен ун ҫине яштака пӳ-силлӗ, хумлӑн-хумлӑн выртакан тӗксӗмрех ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ каччӑ тинкерчӗ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кучер сакки ҫинче ҫӑра та хура сухаллӑ, хӑмӑр куҫлӑ, папаха тата казах бешмечӗ тӑхӑннӑ ҫӳллӗ арҫын ларнӑ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӑмӑр пысӑк куҫӗсемпе вӑл юлташӗ ҫине пӑхса илчӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн тӑрӑхла пичӗ-куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ курӑнать — ку турӑш авалхи пулнине пӗлтерет.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949