Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ытлашши хĕвел те сиенлĕ

Автор: Эльвира КУЗЬМИНА

Ҫӑлкуҫ: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Хушнӑ: 2016.03.06 22:21

Пуплевӗш: 41; Сӑмах: 425

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Юлашки тапхӑрта Раҫҫейре ҫеҫ мар, Чӑваш Республикинче те меланома чирӗпе аптракансен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Меланома вӑл - чи хӑрушӑ шыҫӑсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ чир хӑвӑртах ытти органсене куҫса сиенлетме пултарнипе уйрӑлса тӑрать. Вӑл меланоцитсенчен, ҫыннӑн ӳт тӗсне палӑртакан пигментсенчен, аталанса пуҫланса каять. Асӑннӑ чир ыйтӑвӗсемпе районти тӗп больницӑн врач-дерматовенерологӗпе Инна Юрьевна НИКОНОРОВӐПА калаҫатпӑр.

- Чи малтанах меланома чирне аталанма пулӑшакан тӗп сӑлтавсене палӑртсамӑр.

- Хӗвелӗн УФ-пайӑркисем ӳте амантни. Юлашки вӑхӑтра хӗвел пайӑркисемпе пиҫсе кайни те меланома чирне пуҫаракан тӗп фактор пулма пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ача чухне хӗвелпе пиҫсе кайни те ҫулсем иртнӗҫемӗн чир сӑлтавӗ пулса тӑма пултарнине асӑрхаттараҫҫӗ.

Тур паллисене сиенлетни те чир пуҫламӑшӗ пулма пултарать. Ҫавӑн пекех меланома чирӗ пуҫланасси ҫине этем хӑш раса ҫынни пулни, хӑш ушкӑна кӗни те пысӑк витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ тӗрлӗ сӑнавсем. Уйрӑмах ҫутӑ ӳтлӗ, ҫутӑ кӑвак куҫлӑ ҫынсем асӑннӑ чирпе ытларах аптраҫҫӗ-мӗн. Ку чухне йӑх та пысӑк вырӑн йышӑнать. Енчен те ҫывӑх тӑвансенчен кам та пулсан меланома чирӗпе чирленӗ пулсан ку хӑрушлӑх темиҫе хут ӳсет. Ҫавӑнпа та кун йышши ҫынсен кварталта пӗрре дерматовенеролог патӗнче тӗрӗслевре пулмаллах. Кунсӑр пуҫне виҫесӗр эрехпе иртӗхни асӑннӑ чир патне илсе ҫитерме пултарать. Асӑннӑ чир уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче анлӑ сарӑлать.

- Меланома чирне мӗнле асӑрхаса пӗлме пулать?

- Малтанхи тапхӑртах усал шыҫӑ пуҫаракан меланомӑна ахаль куҫпа пӑхса асӑрхама май ҫук. Ку чухне вӑл хӑй ҫинчен нимӗнле те систермест, ыратнине те туймастӑн. Чирӗн юлашки тапхӑрӗнче вӑл ытти органсене куҫса сиенлетме пуҫласан температура хӑпарма, вӑй-хал чакма тата ҫын начарланма пултарать. Кун пек чухне ӳт тӗсӗ улшӑнать.

Ӳт ҫинче хӑмӑр е хура тӗслӗ пӑнчӑ, е ӳтрен мӑкӑрӑлса тӑракан тур палли тухать. Кун пек япаласене уйрӑмах ҫамрӑксенне асӑрхама пулать. Ҫийӗнчех тухтӑр патне килмелле. Ҫавӑн пекех унччен пулнӑ тур палли хӑйӗн виҫине, тӗсне улӑштарсан, юнланма пуҫласан, ун ҫинчех мӑкӑль тухсан та тимлӗхе ӳстермелле. Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.

- Асӑннӑ чиртен сыхланас тесе мӗн пӗлмелле?

- Уйрӑмах хӗвелтен хӳтӗленме тӑрӑшмалла. «А» тата «В» ультрафиолет пайӑркасем ӳт-пӳшӗн сиенлӗ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен сыхланас тесен хӗвелтен хӳтӗлекен кремсемпе усӑ курмалла. Вӗсене ӑмӑрлӑ ҫанталӑкра та кӗлеткен уҫӑ вырӑнӗсене, хӑлхасене, мӑйӑн хыҫалти пайне, тутана те сӗрмелле. Вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпепе, шӑлаварпа ҫӳрӗр. Тӗксӗм тӗслӗ ҫипуҫ ҫутӑ тӗслинчен ытларах хӗвелтен хӳтӗлет. Пуҫа, сӑмсана, хӑлхасене хӳтӗлекен бейсболка е шӗлепке тӑхӑнӑр. Ҫавӑн пекех куҫа ультрафиолет пайӑркасенчен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнмалла. Ультрафиолет пайӑркасенчен сыхланма ятарлӑ хими хутӑшӗпе усӑ курнӑ куҫлӑхсем ҫеҫ куҫшӑн усӑллӑ. Ҫу кунӗсенче хӗвел ҫав тери хытӑ хӗртнӗ вӑхӑтра та тулта ҫӳреме сӗнместӗп. Солярисене ҫӳрени те сиенлӗ пулнине асра тытмалла. Соляри сеансӗ вӑхӑтӗнче ультрафиолет пайӑркасем ӳте татах та шаларах кӗреҫҫӗ, ҫапла майпа ӳт ракне пуҫарас хӑрушлӑха ӳстереҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ йӗркесене аслисемпе танах ачасене те пӑхӑнмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех