Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпара (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ хӗррипе курнипе е тем илтнипе мар, Тамара ҫак самантра пӗтӗм чунӗпе-кӗлеткипе ачипеччӗ: куҫӗсене, кӑкӑр ӗмекен тӑпӑлкка хитре тутисене сӑнатчӗ, мӑш-мӑш сывланине темле питӗ кирлӗ хыпара илтмесӗр юласран хӑранӑн тимлӗн-тимлӗн итлетчӗ…

Не то, что краем глаз увидела или услышала какой-то шорох, она в эти мгновения была полностью поглощена дочерью: всматривалась в её глаза и сосущую мамину грудь малюсенькие губки, внимательно слушала каждый её вдох-выдох, словно боялась пропустить какое-нибудь важное сообщение…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра кӑтарту 51 961 пуплевӗшпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» — 50 пин ытла куҫару // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22356.html

Чӑн малтанах савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтерем.

Сначала расскажу радостную новость.

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Эсӗ укҫасене кӑларса килейменнине эпӗ тӳрех тавҫӑрса илтӗм, ахаллӗн эсӗ ман пата та кӗрсе ҫав хыпара пӗлтерме май тупаттӑнч-чӗ, — урӑх никама та мар, мана ҫеҫ калаттӑнччӗ.

Я так и знал, что денег ты не нашел, а то дал бы как-нибудь знать мне, хоть и не сказал никому другому.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тома ҫӳллӗ вырӑна, судья тата ытти хисеплӗ ҫынсем ларнӑ ҫӗре, хӑпартса тӑратрӗҫ, начальство хӑй вара ҫав питӗ пысӑк хыпара пӗлтерчӗ.

Тома пригласили на возвышение, где сидели судья и другие избранные, и великая новость была провозглашена с кафедры.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав хыпара вулакансенсен пӗри Мускавран килекен самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнине пӗлтернӗ.

Один из подписчиков новости рассказал о том, что вылетевший из Москвы самолёт был вынужден сесть в Нижнем Новогороде.

Шупашкартан самолетсем вӗҫеймеҫҫӗ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/21684.html

Йытти вилнӗ хыпара илтсен вырӑн ҫинче выртакан Петӗр пичче малтан питӗ хурланчӗ, унтан ӑна ҫӑмӑл пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

– Мӗнле йышӑнтӑн хыпара, хӑратрӗ пуль?

— Как принял эту новость, напугало, наверное?

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ҫапла пӗлтӗмӗр ку хыпара.

Так узнали эту новость.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Вӗсен кӑмӑлне шута илсе юратнӑ «Хыпара» «Чӗререн чӗрене — чӳрече» рубрикӑпа интервью ярӑмӗ сӗнетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Анчах та ан васкӑр, «паша» вырӑнне суйласа лартнӑ ҫӗнӗ ректор икӗ эрнене яхӑн ҫеҫ ӗҫлесе ӗлкӗрет: «усал» хыпара илтсенех пӗр чӑмӑра пуҫтарӑннӑ хайхи ушкӑн, йӑвине патакпа пӑтратнӑ кӑткӑ йышӗ пек, кар! ҫӗкленчӗ тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Галина Зотова та хыпара хавхаланса ҫырса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ку начар хыпара Мускаври телевидени урлӑ та пӗлтернӗччӗ, «Канаш» хаҫатра та ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ку усал хыпара тӑванӗсем малтанлӑха пӗлмен те, вӑл академире ҫаплипех лекци вулать тесе шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем ҫӑпата е сӑран атӑ урара мелли таранах тупӑшса кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Тем тесен те «Хыпара», «Тӑван Ене» тата ытти хаҫатсене чӑвашла пӗлекен вулакансем ҫырӑнса илеҫҫӗ, ҫавна май пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарни вырӑсла ҫеҫ пӗлекенсен прависене нимӗн енчен те пӑсманнине палӑртаҫҫӗ хастарсем.

Как утверждают активисты, все же «Хыпар», «Тӑван Ен» и другие газеты выписывают читатели, знающие чувашский язык, поэтому размещение объявлений на чувашском языке не может нарушать права тех, кто знает только русский.

«Хыпарта» пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарттарасшӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12789.html

Атте ку хыпара йӗркеллех йышӑнчӗ.

Эту весть отец воспринял нормально.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Унта РФ вӗренӳ министрӗн Дмитрий Ливановӑн йышӑнӑвӗпе Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннипе тата министр пуканӗнчен хӑтарнипе пӗрлех (ку хыпара эпир пӗлтернӗччӗ) министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ректор тивӗҫне те пурнӑҫлӗ, Элтепере те пулӑшӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12445.html

Ытларахӑшӗ хаҫат-журналтан мар, пӗтӗм кирлӗ хыпара компьютертан илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Урӑхла пулма та пултараймасть, Николай Никольский чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне «Хыпара» йӗркелесе яраканӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех