Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпара (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пулма пултараймасть! — терӗ Соколов, илтнӗ хыпара шанмасӑр.

— Не может быть! — воскликнул Соколов, не веря своим ушам.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стоян хӗрачи иккенне палларӗ вӑл, ун аллинчи ҫыру мӗнле те пулин вӑрттӑн хыпара пӗлтерет пулмалла, тесе те тӗшмӗртрӗ.

Он узнал в девочке дочь деда Стояна и подумал, что записка, с которой она убегает, вероятно, содержит какую-то важную тайну…

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем унчченех шурса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак хыпара илтсен вара кӗл пекех пулса тӑчӗҫ.

Они и раньше были бледны, но теперь побелели, как стена.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑран вӑл икӗ хут тарса кайма хӑтланса пӑхрӗ, малтанласа Рахманлари ҫыннисене темле вӑрттӑн хыпар пӗлтерме васкатчӗ, ҫав хыпара пӗлтерме ӑна хулари конакра ӗҫлекен тӗрӗк хушнӑ пулнӑ; ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупассипе ҫеҫ айӑп тунӑ пулнӑ.

Он уже дважды пытался бежать из Клисуры и первый раз — с каким-то тайным поручением к рахманларцам от задержанного в городе турка из конака; за это он был наказан лишь строгим тюремным заключением.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хыпара пӗлтерсе халӑха лӑплантарнӑ хыҫҫӑн часах ӗҫе тытӑнчӗҫ.

После этого успокоительного предупреждения приступили к работе.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хыпара пӗр-икӗ минут хушши кана-кана темиҫе хут та кӑшкӑрса пӗлтерчӗ Боримечка.

Это сообщение он повторил несколько раз с перерывами в одну-две минуты.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов ҫак ирсӗр элеклӗ хыпара чӗркелесе тӑкрӗ, сурса хучӗ те пӳлӗмрен тухса кайрӗ.

Кандов изорвал в клочки этот мерзкий донос, плюнул и вышел из комнаты.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ах, турӑҫӑм, тупата, чӑтсах чӑтайӑп-ши эп ҫак хыпара, хӗпӗртенипе вилсе каяс марччӗ!

Ах, боже мои, неужели я выдержу, не умру от радости?

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗлмесӗр калаҫатӑр эсир! — студент ура ҫине тӑчӗ те ҫак хыпара мӗнле пӗлни ҫинчен хӗрсе каласа пачӗ.

— Глубоко ошибаетесь, господа! — И, выпрямившись, студент взволнованным голосом рассказал о том, что узнал случайно.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхав таҫта, Панагюриште таврашӗнче, вӑрмансемпе тусем хыҫӗнче хускалмалла тенӗ пек калаҫатчӗҫ-ха, Юрдан та илтсеччӗ ку хыпара, эппин пушарӗ те хӑй ҫуртӗнчен инҫетре пулать иккен-ха тесе шухӑшлатчӗ вӑл.

Но Юрдан считал, что восстание готовят где-то около Панагюриште, за горами и лесами, а значит, пожар будет далеко от его дома.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫак хаяр хыпара пӗлтерекен хаҫат номерне илсе чикрӗ те тухса кайрӗ.

Огнянов вышел, унося с собой номер газеты, таивший в себе такую зловещую угрозу.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Виҫӗм кунхине Георгий Измирлиев господин ҫав хыпара Янаки Дафнисран пӗлнӗ, вӑл К. хулинче аптекӑра ӗҫлет те, триестсен «Клио» хаҫатӗнче пӗтӗмпе ҫакӑн ҫинчен ҫырнӑ, тет.

Позавчера господин Георги Измирлия узнал от Янаки Дафниса, аптекаря в К., что все это было написано в триестской газете «Клио».

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо чорбаджи сӑмахне пурте хӗпӗртесе итлерӗҫ, вӑл пӗлтерчӗ-ҫке ҫак ырӑ хыпара.

Все навострили уши и с удовлетворением слушали чорбаджи Мичо, который сообщал такие радостные вести.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Любрбратичпа Божо Петрович темиҫе пин тӗрӗке аркатса тӑкнӑ, — терӗ Мичо бай, хаваслӑхне тӑсас тесе, хӑй илтнӗ хыпара вӑл пайӑн-пайӑн ҫеҫ каласа пама шутларӗ…

— Любобратич и Божо Петрович ухлопали несколько тысяч турок, — ответил Мичо, решив сообщать новость по частям, чтобы продлить удовольствие.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хӑлхасӑр ҫын та ҫав хыпара илтнӗ, пӗртен пӗр эс кӑна пӗлместӗн.

— И глухие об этом слышали, один ты не знаешь.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджи инкепе эпир Юрдан пиччӗшӗ патӗнчех паллашнӑччӗ-ха, вӑл тесен, чӑн-чӑн элек ӑсти, хулари кирек мӗнле вӑрттӑн хыпара та чи малтан шӑршласа тупать.

Госпожа Хаджи Ровоама, с которой мы познакомились у ее брата Юрдана, слыла заядлой сплетницей, мастерицей вынюхивать городские тайны.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак хыпара вӑл каҫса кайса пӗлтерчӗ, хӑй енчен те тем те пӗр хушса каласа хучӗ.

Все это Ганко рассказывал с большим воодушевлением, сдабривая свою повесть множеством всяких нелепостей.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӗ ҫеҫ пӗлнӗ хыпара пула пӑшӑрханнӑ Марко вӗсене чарса тӑмарӗ.

Новость встревожила их тоже.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Анчах епле йышӑнӗ вӑл ку хыпара?

— Но как он примет это?

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл Верочкӑна ашшӗпе амӑшӗ патне чӗннӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах хозяйка поварӗн арӑмӗ патне чупса кайрӗ те: «Сирӗн барин пирӗн барышньӑна ҫураҫнӑ», — терӗ; хозяйкӑн кӗҫӗн горничнӑйне чӗнсе илчӗҫ, эсӗ хӑвна туслӑ ҫын пек тыткаламастӑн, пире ку таранччен те нимӗн те каламан, тесе ӳпкелеме пуҫларӗҫ: кӗҫӗн горничнӑй хӑйне мӗншӗн ятланине ниепле те ӑнланаймарӗ — вӑл нихҫан та нимӗн те пытарса курман; ӑна каласа пачӗҫ — «эпӗ хам та нимӗн те илтмен», — пытарнӑ тесе ахалех ятланӑшӑн унтан каҫару ыйтрӗҫ; кӗҫӗн горничнӑй ҫӗнӗ хыпара пӗлтерме аслӑ горничнӑй патне чупрӗ, аслӑ горничнӑй «Апла эппин, эпӗ нимӗн те илтмен пулсан, вӑл ӑна амӑшӗнчен вӑрттӑн тунӑ ӗнтӗ, Анна Петровна мӗн пӗлнине эпӗ пурне те пӗлекенччӗ-ҫке», — терӗ те барыня патне пӗлтерме кайрӗ.

Как только она позвала Верочку к папеньке и маменьке, тотчас же побежала сказать жене хозяйкина повара, что «ваш барин сосватал нашу барышню»; призвали младшую горничную хозяйки, стали упрекать, что она не по-приятельски себя ведет, ничего им до сих пор не сказала; младшая горничная не могла взять в толк, за какую скрытность порицают ее, — она никогда ничего не скрывала; ей сказали — «я сама ничего не слышала», — перед нею извинились, что напрасно ее поклепали в скрытности; она побежала сообщить новость старшей горничной, старшая горничная сказала: «значит, это он сделал потихоньку от матери, коли я ничего не слыхала, уж я все то должна знать, что Анна Петровна знает», и пошла сообщить барыне.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех