Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ

Пай: Пусмӑрта –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.07 02:36

Пуплевӗш: 71; Сӑмах: 894

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Зли-долӑ тӑвӗ вӑл хуларан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, унӑн тӳпи ҫапӑҫу позицине йышӑнмалли чи меллӗ вырӑн. Унтан ҫӳллӗ ту таврара урӑх курӑнмасть те, кунтан Клисурӑпа Стрем айлӑмне ҫыхӑнтаракан ҫула асӑрхаса тӑмашкӑн пит аван… Ку тӳперен хӗвелтухӑҫ енне пӑхса тӑма та пит меллӗ — инҫетри сӑрт-тусен катрашкаллӑ ҫурӑмӗсем палӑраҫҫӗ, унта Клисурӑ ҫарӗн «йӗркисем» вырнаҫа-вырнаҫа тухнӑ.

Зли-долӑ патӗнче сыхӑра тӑракан ушкӑнсем чи йышли; вӗсен йышне Волав ертсе пынӑ пӑлхавҫӑсем те кӗреҫҫӗ, — халь ак вӗсем тӑшман хӑйсем патне тапӑнса кӗрессе хӗҫ-пӑшалпа хирӗҫ тӑма чи малтанхи хут кӗтсе тӑраҫҫӗ. Кунта вӗсем паян ытларах та ҫӗкленнӗ кӑмӑллӑн курӑнаҫҫӗ, пит-куҫӗсем хӗпӗртенӗ сӑнпа йӑлкӑшаҫҫӗ, пӑхасса вара хӑйсем тӑшман килессе кӗтнӗ енне мар, Клисурӑ вырнаҫнӑ айлӑмалла пӑхаҫҫӗ, ту хысакӗпе кукӑр-макӑр тӑсӑлакан сукмака куҫ сиктермесӗр тинкереҫҫӗ. Ҫав сукмакпа тем ҫӳллӗш пӑлхавҫӑ хӑпарать, хул пуҫҫи ҫине вӑл темле шурӑ тӑрӑхла чӑмӑр япала хунӑ. Ун хыҫҫӑн хресчен тумтирне тӑхӑннӑ кӗрнек кӗлеткеллӗ хӗрарӑм утать, ҫӗклемӗ ҫӑмӑл мар пуль ахӑртнех, вӑл пӗшкӗнерех пырать.

Ҫак ҫынсене тинкерсе пӑхаҫҫӗ те ӗнтӗ пӑлхавҫӑсем. Ара, курмалли те пур ҫав; вӗсем Зли-долӑна артиллери илсе килеҫҫӗ-ҫке.

Тӗрӗссипе каласан, артиллерийӗ пӗтӗмпе те черешня йывӑҫран тунӑ тупӑ кӑна ӗнтӗ.

Ҫак туппа вара улӑп пек ҫӳллӗ ҫын хул пуҫҫи ҫине хурса йӑтса килет.

Етре вырӑнне — тимӗр-тӑмӑр татӑкӗсем, пульӑсем — такан пӑтисем, ҫӗмрӗк такансем, вӗсене хутаҫпа хайхи хӗрарӑм ҫӗкленӗ.

Ҫакна курнӑ пӑлхавҫӑсем савӑнса кайрӗҫ, Зли-долӑна хӳтӗлекенсене пурне те чун кӗрсе ҫитрӗ тейӗн.

Акӑ тарласа йӑлт пӑшӑхнӑ улӑп Зли-долӑ тӳпине тупӑ ҫӗклесе хӑпартрӗ те.

— Мур илесшӗне! — терӗ вӑл, хӑрушӑ туппине ҫӗрелле антарса.

Пурте, йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑрса, туппа пӑхма тытӑнчӗҫ.

Малтанах палӑртса хунӑ укрепленисем валли кунашкал тупӑ ҫирӗме яхӑн туса хатӗрленӗ, анчах вӗсене халлӗхе хуларах хӑварнӑ-ха, кӑна вара вӑл мӗнле перет-ха тесе, етри инҫе каять-и тесе сӑнаса пӑхма илсе хӑпартнӑ. Туппа часах чи ҫӳлле вырӑна туртса улӑхтарчӗҫ, кунтан аслӑ ҫула та сӑрт ҫамкисене те персе тӑмашкӑн пит меллӗ, кӗпҫине пит тӑрӑшса етре тултарчӗҫ, савӑлсемпе ҫирӗплетрӗҫ, хыҫалтан тупӑ перекенсене пытанса тӑмалли хӳтлӗх пултӑр тесе, тем сарлакӑш шӑтӑк чавса хатӗрлерӗҫ.

Пӑлхавҫӑсем пӑлхарсен чи пирвайхи туппи кӗрӗслеттерсе персе ярасса чӑтаймасӑр кӗтсе тӑчӗҫ. Вӗсем ача-пӑча пек хӗпӗртерӗҫ, хавасланчӗҫ. Ытла савӑннипе хӑшӗ-пӗри куҫҫуль те кӑларчӗ.

— Тӑхтӑр, ачасем! Кӗҫех илтӗр акӑ Балкан арӑсланӗ мӗнле мӗкӗрсе янине… Вӑл султана персе антарса, Стара-планина ирӗке тухнине пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерӗ! — терӗ Зли-долӑри хурал пуҫлӑхӗ.

— Вӑл кӗрӗслетсен, Стрем айлӑмӗнчи ытти юлташсем те ҫӗкленӗҫ, вӗсем те хӑйсен тивӗҫне асне илӗҫ. Аллисене хӗҫ-пӑшал тытса вӗсем те хамӑр тӑшмана хирӗҫ тухӗҫ, — терӗ тепӗр пӑлхавҫӑ.

— Кунтан эпир пӗтӗм айлӑма хамӑр тытса тӑратпӑр… Хаяр тӑшман куҫа ҫеҫ курӑнтӑр, тусан шӑлса тӑкнӑ пек тасатӑпӑр! — каласа хучӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Чӗррӗн пӗрне те вӗҫертмӗпӗр, мур илесшӗсене! — мӗкӗрсе ячӗ Иван Боримечка, тарланӑ питне ҫӗлӗкӗпе шӑлкаласа.

Ҫавах пулчӗ ку! Ту ҫине тупӑ ҫӗклесе хӑпаракан улӑп, хамӑр лайӑх паллакан Боримечка; тупӑпа пемелли тимӗр-тӑмӑра ҫӗклекенӗ ун арӑмӗ пулчӗ. Уйӑх каялла вӗсем Клисурӑна ӗҫпе килнӗ пулнӑ та революци юхӑмне ҫакланнӑ.

Вут тивертекенни ӗҫе тытӑнма та хатӗрленнӗччӗ.

— Ан васка-ха, Делчо, арӑмсемпе ачасен сехрине хӑпартар мар. Вӗсене систерсе хумалла, — тесе чарчӗ ӑна Нягул Абаджня.

— Тӗрӗс калатӑн, — терӗ тепри. — Халӑха пӗлтерме хулана та ҫын ямаллаччӗ пуль, унта пирӗн йывӑр арӑмсем те пур-ҫке…

— Мӗнле майпа ярӑн-ха хулана! Вӑхӑта ирттерни кӑна пулать. Кам кунта пирӗн уҫӑ сасӑллӑ ҫын пур, ӑна кӑшкӑрса калама хушас та, пурте илтӗҫ.

— Боримечка! Боримечкӑна кӑшкӑрттарар! — терӗҫ темиҫен пӗр харӑс, ҫав паттӑрӑн сасси те паттӑр иккенне пӗлекенсем.

Боримечка ку ӗҫе тума хавхалансах килӗшрӗ. Вӑл мӗнле сӑмахсемпе кӑшкӑрмаллине ыйтрӗ те, сӑмахсене лайӑххӑн ас туса юлма тӑрӑшса, хуларан чи ҫывӑхри ту тӑррине улӑхса кайрӗ. Хӑйӗн паттӑрла пӗвӗпе ҫӗкленсе тӑчӗ, кӑкӑрне хӑпартса, пуҫне каҫӑртса тытрӗ те ҫӑварне карса вӑрӑммӑн кӑшкӑрса та ячӗ:

— Эй, халӑх! Итлӗр!.. Часах тупӑ пеме тытӑнать, вӑл мӗнле пенине тӗрӗслесе пӑхаҫҫӗ. Хӗрарӑмсемпе ачасем, эсир ан хӑрӑр, савӑнса тӑрӑр. Тӗрӗксем ҫук-ха… Курӑнмаҫҫӗ те ҫав ирсӗрсем!

Ҫак хыпара пӗр-икӗ минут хушши кана-кана темиҫе хут та кӑшкӑрса пӗлтерчӗ Боримечка. Ян кайнӑ сасӑ аслати хумӗ пек каялла ҫаврӑнса килет. Ку сасса хулара пур кӗтесре те илтрӗҫ.

Ҫак хыпара пӗлтерсе халӑха лӑплантарнӑ хыҫҫӑн часах ӗҫе тытӑнчӗҫ. Делчо вут ҫапса кӑларчӗ те хӗлхемпе тивекен пысӑк хӑю татӑкне чӗртсе ячӗ, ӑна вӑрӑм туя вӗҫӗпе тытса тупӑ кӗпҫин вут тивертмелли шӑтӑкӗ патнелле ҫывхартрӗ. Хӑю татӑкӗ ҫунма тытӑнчӗ, кӑвак тӗтӗм мӑкӑрланса сывлӑшра ҫаврӑнать. Кӗрӗслетнинчен сыхланса хӑшӗ-пӗри аяккалла чупса тарчӗ, ыттисем нимӗн те курас мар тесе, окопсене кӗрсе пытанчӗҫ, персе янӑ сасса илтес мар тесе, ҫынсем хӑлхи шӑтӑкӗсене пӳрнисене чикрӗҫ, куҫӗсене те хӗсрӗҫ. Ҫапла вӗсем темиҫе минут хушши ҫакӑн пек хӑраса ларчӗҫ, хӑю кӑвак тӗтӗмӗ йӑсӑрлансах тӑчӗ, анчах мӗн тивмелли ҫаплах тивмерӗ. Кашниннех чӗри сиксе тухас пек тапать, ҫынсем чӑтса тӑрайми пулчӗҫ. Унтан акӑ тинех фитиле пӗчӗк ҫулӑм явса илчӗ. Вӑл тӗтӗмпе карӑнса илчӗ кӑна, ҫав самантрах ӳсӗрсе янӑ пек сасӑ та илтӗнсе кайрӗ е типӗ хӑма хуҫӑлнӑ пек чашлатрӗ, туппа вара йӑлтах тӗтӗм карса илчӗ.

Ҫапла ӳсӗрнӗ пек сас пулнӑ чух тупӑ ҫурӑлса кайнӑ иккен, тимӗр ванчӑкӗсем ҫаплах тухса ӳкнӗ, вӗсем тупӑран ик-виҫ утӑмран ытла та сирпӗнмен. Окопра ларакансенчен нумайӑшӗ тупӑ пенине илтмесӗрех юлчӗҫ.

Тупӑпа пенӗ сасса Иван Боримечка яланхи пек ятлаҫни пулмарӗ-ши, тесе шӳтлеме те пӑхрӗ тахӑшӗ.

Пӑлхавҫӑсен артиллерийӗ ытла начаррине кӑтартрӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ытти тупӑсене йӗркелесе ҫитерме васкарӗҫ, — вӗсене тимӗр кӑшӑлпа тепӗр хут кӑшӑллатрӗҫ, вӗренпе яваласа ҫыхрӗҫ, хӑш-пӗр туппине шалтан шӑвӑҫпа та тыттарчӗҫ. Ҫав кунах укрепленисене икшер тупӑ турттарса килсе, вӗсене пит вӑйлӑн авӑрларӗҫ, ҫӗре чавса урапа ҫине лайӑххӑн ҫирӗплетсе лартрӗҫ, хыҫалтан тупӑпа перекенсене вырнаҫма шӑтӑксем чаврӗҫ. Кашни тупӑ пӗр хут кӑна пеме пултарать, ҫавӑнпа та ӑна пӗр тӗле тӗллесе пемелле турӗҫ.

Чи малтанхи тупӑ персе янӑ хыҫҫӑн хула халӑхне урӑхран систерме манса та кайрӗҫ. Ҫавӑнпа мӗскӗн карчӑксемпе ҫамрӑк арӑмсем тупӑ кӗмсӗртетнӗ сасса илтесрен хӑраса, хӑлхи шӑтӑкӗсене мамӑк чиксе, мӗн каҫ пуличченех кӗтсе ларчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех