Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лампа ҫутса чӳречен хӑрах енчи хуппине тайрӗҫ те, Копылов хыпалансах калаҫма тапратрӗ:Зажгли лампу, прикрыли створку окна, и Копылов торопливо заговорил:
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Служивӑйсем хыпалансах ура ҫине сике-сике тӑчӗҫ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл килне ҫитме ӗлкӗрнӗ те, чӑлана пытанса, хыпалансах урӑх тум тӑхӑнать; ҫири кӗпипе юбкине улӑштарса аппаланать.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинья лампа та ҫутмарӗ, курницӑна кӗнӗ-кӗмен арча уҫса темӗн шырарӗ, унтан, типӗ те вӗри аллипе Дарья аллине ярса тытса, унӑн пӳрнине хыпалансах ҫӗрӗ тӑхӑнтартрӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шумилински, Казански, Мигулински, Мешковски, Вешенски, Елански, Усть-Хопер станицисем те, хыпалансах сотньӑсем пуҫтарса, восстание ҫӗкленнӗ; Каргински, Боковски, Краснокутски станицӑсем куҫ кӗретех повстанецсем енне сулӑнни сисӗнет.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫил ездовойсем ҫухӑрашнӑ, пӑр шӑтӑртатса ҫурӑлнӑ тата лашасем, чӗрнисемпе пӑр ҫинче шӑва-шӑва кайса, хыпалансах ҫыран хӗрринелле тапаҫланнӑ сасӑсене хӑваласа килчӗ.Ветер донес крик ездовых, хруст крошащегося льда и торопкий, оскользающий перебор лошадиных копыт.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑна хыпалансах ҫул ҫине пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
…Хыпалансах кӗрӗк пиншаксем ҫӗлеҫҫӗ, ҫӑматӑсем хатӗрлеҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл, шинель, аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, хыпалансах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртрӗ; хӑраса сехри хӑпнӑ Листницкий вара ҫак самантра Горчаковӑн тути тӑрӑлтатса чӗтренине, пичӗ тӑрӑх тӗссӗр йӗпе йӗр йӑрласа аннине асӑрхаса юлчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Спиридонов казаксен нарячӗпе пӗрле хыпалансах лавкка еннелле утса кайрӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗлермелле приговор йышӑннӑ ҫынсене кашни каҫ, ҫур ҫӗр тӗлӗнче, грузовой автомобильпе хула хыҫне лартса тухрӗҫ, хыпалансах шӑтӑксем алтрӗҫ, ҫак ӗҫе персе пӑрахмалла тунисемпе пӗрле хӑш-пӗр хӗрлӗ гвардеецсем те хутшӑнчӗҫ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл хыпалансах атӑ кунчинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ те, унтан лӳчӗркенсе пӗтнӗ икӗ керенка силлесе илсе, вӑйпах Кошевоя тыттарма хӑтланчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нимӗҫсем ҫакӑнпа усӑ курса, унӑн алли айӗнчен шӑвӑнса тухнӑ та, хыпалансах хӗвеланӑҫ еннелле тарнӑ.И, воспользовавшись этим, немцы вышли из-под удара и поспешно убрались на запад.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Андрей ӑна питӗнчен чышса ҫӑварне хупласа лартрӗ, унтан вара хыпалансах, малтанах хатӗрлесе хунӑ тутӑр татӑкӗ чышса тултарчӗ.Андрей ударил его по лицу, зажал рот, а затем, торопясь, забил его заранее припасенной тряпицей.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗчӗк хуласемпе район центрӗсенче хыпалансах комендатурӑсемпе гарнизонсем вырнаҫнӑ.В городках и районных центрах торопливо размещались комендатуры.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лозневой батальонӗн оборонӑра тӑмалли рубежӗ хӑш тӗлерех пулма кирлине кӑтартса парас тесе, Волошин майор ҫав вӑхӑтрах пӗшкӗнсе ларчӗ те хыпалансах картӑ ҫинче куҫӗсемпе шырама пуҫларӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Подпоручик, ҫав вӑхӑтра кравать ҫинче выртнӑскер, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, хӗрелсе пынӑ май, тужуркин тӳмисене хыпалансах тӳмелеме тапратрӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑранипе чӗри ун хӗсӗнсе те сивӗнсе ларчӗ, вӑл вара хыпалансах кӗтес хыҫнелле чакса йӑпшӑнчӗ.У него от испуга сжалось и похолодело сердце, и он поспешно отпрянул за выступ стены.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл ӗнер тӗтреллӗн курнӑ пӑрахута, локомотива, сарлака шыва аса илчӗ те, пристань патне чупса кайса вӗсене курасчӗ тесе, хыпалансах тумланма тытӑнчӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эпӗ ӑна, шӑммипе тирӗ ҫеҫ юлнӑскере, ҫӗклерӗм те, вӑл хыпалансах пуҫне чӳрече витӗр тулалла кӑларса итлеме тытӑнчӗ, унӑн типсе хӑрнӑ урисем, стена ҫумне сӗртӗнкелесе, вӑйсӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.