Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атте ним хускалмасӑр пуҫне усса ларать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл хӑй вырӑнӗнчех хускалмасӑр тӑратчӗ-ха, кӗрӗс-мерӗсскер, сухаллӑ, икӗ кӗрӗклӗ, туянакансем унӑн кӗрӗк аркине ҫавӑркаласа пахатчӗҫ, ҫухине пӑхатчӗҫ, хӑй вӑл вӗсем ҫине пӑхмасӑрах салхуллӑн кӗрӗк хакне пӗлтеретчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анне, яланхи пекех шуранкаскер, ним хускалмасӑр выртрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӗтел тӗлӗнче, маччара, табак тӗтӗмӗ ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑратчӗ, пурте тахҫанах тухса кайнӑ, тӑван мар атте урайӗнче ури-аллисене саркаласа ҫывӑрать.Табачный дым неподвижно висел над столом, все давно ушли, отчим спал на полу, раскинув руки и ноги.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька ним хускалмасӑр итлесе ларчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнпах та эпӗ тем чул вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр, хуйха-суйха пула хама хам пӗлмесӗр, пӗр сӑмах илтмесӗр выртрӑм.и несколько минут я лежал не двигаясь, не помня себя от горя и не слыша ни слова.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нумайччен эпӗ пӗр хускалмасӑр выртнӑ, куҫҫулӗме тытма тӑрӑшмасӑр татӑлса йӗтӗм, кӑкӑрӑм ҫурӑлать пуль тенӗччӗ; пӗтӗм вӑй-хӑватӑм, пӗтӗм хастарлӑхӑм тӗтӗм пек сирӗлчӗ; чунӑм халсӑрланчӗ, ӑсӑм шӑпланчӗ, ҫав самантра мана кам та пулин курнӑ пулсан, вӑл манран йӗрӗнсех пӑрӑннӑ пулӗччӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пуҫне кӑкӑрӗ ҫине уснӑ та хускалмасӑр ларать; хӑй умне сӗтел ҫине кӗнеке уҫса хунӑ, анчах унӑн пӗр вырантах тӑракан темӗнле тулли хуйхӑллӑ куҫӗсем пӗр страницӑнах ҫӗр хут вуласа тӳхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, шухӑшӗсем вара инҫетре…
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пӑрсем хушшинче пӗр хускалмасӑр тӑрать, тӗрӗссипе каласан, 1913 ҫулхи кӗркунне, эпӗ тухса кайиччен ҫапла тӑратчӗ вӑл.Она стоит спокойно среди ледяного поля, или, вернее, стояла с осени 1913 года до моего ухода.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн пит-куҫӗ ӑшӗ вӑрканипе шурса кайнӑ, аллине сӗтел ҫине шӑлкалать, хӑй кӑшт ҫеҫ палӑрмалла чӗтренкелесе илет, кӑкӑрӗ унӑн е ҫӳлелле хӑпарать е, сывлӑш питӗрӗннӗ пек пулса, хускалмасӑр тӑрать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй ман умра пӗр хускалмасӑр тӑрать, эпӗ унӑн сӑнарне пӑхкалама пуҫларӑм.Он стоял передо мною неподвижно, и я начал рассматривать черты его лица.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун ҫутинче эпӗ ҫыранран катара тӑракан икӗ карапа куратӑп, шупка пӗлӗт ҫинче вӗсен хура мачти урлашкисем, эрешмен карти евӗрлӗ, пӗр хускалмасӑр палӑраҫҫӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унта Петров ним хускалмасӑр ларнӑ, хӑй чӗп-чӗр юн пулнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эх, апӑрша, вӑл пӗр хускалмасӑр выртать, суранӗнчен пӗр чарӑнми юн юхать…Бедняжка, она лежала неподвижно, и кровь лилась из раны ручьями…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗненетӗр-и эсир, вӑл ҫапла ҫӗрлечченех, мӗн ҫӗр каҫичченех хускалмасӑр выртрӗ.Поверите ли, он так пролежал до поздней ночи и целую ночь?..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нумайччен хускалмасӑр тӑнӑ вӑл, юлашкинчен хӑйӗн ҫаннин хутламӗнчи хут тӗрки ҫине пӑхнӑ; хут тӗркине вӑл кӑларса салатнӑ, унӑн куҫне аллӑ тенкӗлӗх лӳчӗркеннӗ темиҫе хут укҫа курӑнса кайнӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ пӗр хускалмасӑр итлесе ларатӑп: ман пуҫа темӗнле хирӗҫле шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ.Я слушал его неподвижно; странные, противоположные чувства волновали меня.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кунта пире малалла ӳпӗнсе, алӑсемпе чӗркуҫҫисем ҫине тӗрӗнсе, ним хускалмасӑр пӑхса лартмастчӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тенкелсем ҫинче, малалла ӳпӗнсе, аллисемпе чӗркуҫҫисем ҫине тӗрӗнсе, ҫынсем ним хускалмасӑр, хӑйсем умӗнчи стена ҫине пӑхса лараҫҫӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Аслӑ пӳлӗм, ултӑ рет вӑрӑм тенкелсем, вӗсем ҫинче хускалмасӑр ларакан ҫынсем, ҫынсем умӗнче — экран евӗрлӗ ҫара стена.
Гестапон Панкрацри тӗрминче 1943 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953