Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗм тӗттӗм тӳпере тӑрна картисем, йынӑшса, таҫта чӗнсе, шуҫӑм киличченех шавларӗҫ, тенкел ҫинче пӗкӗрелнӗ Ҫӑрттан мучи шуҫӑм киличченех куҫ хупмасӑр, ассӑн сывласа, сӑх-сӑхса, макӑрса ларчӗ…
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан Мучи, хӑйӗн ватӑлла тирпейсӗрлӗхне пула, каҫхине пуссӑн виткӗҫне хупмасӑр хӑварнӑ пулнӑ, йытӑсем урса кайса хӑваланипе сехри хӑпнӑ ватӑ качака таки пусӑ урлӑ сикнӗ, анчах ватӑ чӗрнисем шуса кайнӑ курӑнать: вӑл аялалла персе аннӑ та путса вилнӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн типе пӗлмен куҫҫульне, кулленхи чӑрмавӗсене, куҫ хупмасӑр ҫӗр ирттернисене вилӗм ҫеҫ пӗтерме пултарӗччӗ пулин те, Агафья Матвеевна вилӗм ҫинчен аса илес пулсан, хӑраса ҫӳҫеннӗ пулӗччӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗскӗн Обломов е унчченхисене тепӗр хут каласа парать е илемлӗ гравюрӑсемлӗ ҫӗнӗ кӗнекесем илме кӗнеке магазинӗсене чупать, тепӗр чухне, ыран ирхине, ӑнсӑртран тенӗ пек, ӗнерхи ыйту ҫине, маннине аса илнӗн, пӗлсе ответ пама тесе, ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр чакаланать, вулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах, сӑмахран, чирлӗ улпутӑн пуҫӗ вӗҫӗнче ҫӗрӗпех куҫ хупмасӑр лармалла пулсан, улпучӗн сывлӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫакӑнтан килес пулсан, Захар пурпӗрех ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Команда ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр тӑвӑлпа кӗрешрӗ.Всю ночь напролет команда корабля боролась с разбушевавшейся стихией.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шуралса кайнӑ, пӗчӗккӗскер, вӑл куҫне хупмасӑр, кӑвак шӑлаварлӑ, йӑлтӑркка хура чӗн пиҫҫиххи ҫыхнӑ сарлака хулпуҫҫиллӗ офицер ҫине пӑхать.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Куҫ хупмасӑр
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗтӗм Мускав тапраннӑн туйӑнать, куҫа хупмасӑр явӑнса ҫӳрекен хура тӑшмана ҫӗр ҫӗмӗрсе хӑвалать.И казалось, вся Москва загрохотала выстрелами, гоня с неба невидимых летучих врагов.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саня хаяр ҫил-тӑман айне пулса самолетпа ҫӗр ҫине ларнӑ чух, юмахри пек мехелпе ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлса, унтан вара майӗпен шӑнса вилес марччӗ тесе виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши самолетрах куҫ хупмасӑр ларнине сӗметлеме те пултарайман ҫав эпӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртнӗ каҫа куҫ хупмасӑр ирттернипе пуҫӑм та кӑштах ыратать манӑн, хушӑран-хушӑран хӑлха чанлать, кӗрлесе-шавласа тӑрать, ҫапла хӑлха, чӑнах та, хӑлха чанлать, мотор тӗлӗнмелле лайӑх ӗҫлет те…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрӑм ҫӗрсене куҫ хупмасӑр ирттереҫҫӗ!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ ҫак хулӑм, сархайнӑ конвертлӑ ҫырӑвах илер, — кам пӗлет, тен, ҫак ҫырӑва кӗтсе кам та пулин куҫ хупмасӑр варӑм ҫӗрсене ирттернӗ пулӗ, вӗҫӗмрен ҫак ҫырӑва кӗтнӗ пулӗ?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ыйӑх килмест, эпӗ хӗсӗк диван ҫинче куҫ хупмасӑр выртатӑп.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Петька, ҫакӑн пек куҫ хупмасӑр ҫирӗм минут выртсан, кӑнтӑрла та уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ.Петька уверял, что если так пролежать минут двадцать не мигая, можно днем увидеть звезды и луну.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Тӳссе тӑр, «Рихтгофен!» — мӗкӗрсе илчӗ те Алексей шӑл витӗр, тутине юн тухичченех ҫыртса, пур шӑнӑрӗсене хытарса, пӗр чӑмӑр пулса ларса, хӑй ҫинелле ыткӑнса пыракан тӑшман машини ҫине пӗрре куҫ хупмасӑр пыма пӗтӗм вӑйне пухрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кадрсен отделне заключени илме каяс кун умӗн Алексей хӑйӗн диванӗ ҫинче ҫӗрӗпех пӗрре те куҫ хупмасӑр выртрӗ.Ночь накануне явки в отдел кадров за заключением Алексей пролежал на диване с открытыми глазами.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Инкек пуласса сиснӗ пекех, вӑл Алексее тем пулсан та яланах санпа пӗрле пулатӑп, манӑн пӗтӗм пурнӑҫӑм — санта, сан ҫинчен кашни пушӑ минутрах шухӑшлатӑп, ҫав шухӑшсем ҫех мана вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫӑн йывӑрлӑхӗсене, заводри чӑлӑм куҫ хупмасӑр иртен каҫсене, пушӑ кунсемпе каҫсенче окопсемпе противотанковӑй канавсем алтнине тата — мӗн пытарса тӑмалли пур ӗнтӗ! — ҫурри выҫӑ пурӑннине те тӳссе ирттерме пулӑшаҫҫӗ, тесе ҫырнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексейӗн ҫакна питех те ӑнланас килчӗ, мӗншӗн тесен, хӑйне ӑна ыратнине лӑплантармалли наркотиклӑ эмелсем ытларах та ытларах парса пынӑ пулин те, вӑл каҫ-каҫ ҫывӑрма пултараймарӗ, хӑш чухне, йынӑшас мар тесе, одеялне шӑлӗсемпе ҫыртса лартса, ирчченех куҫ хупмасӑр выртрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950