Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Мӗнрен тытӑнмалла-ха?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ кан ҫинче куҫӗсене хупмасӑр выртакан Сяо Сян.«С чего же тут начинать?» — мучительно спрашивал сам себя Сяо Сян, лежа на кане с открытыми глазами.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чӳрече патӗнчен ниҫталла пӑрӑнмасӑр шурӑ юрпа витӗннӗ вӑрмансем, хирсем, тӑмпа шуратнӑ пӳртсем, ҫӗнӗ стройкӑсем, заводсемпе фабрикӑсем ҫине куҫ хупмасӑр пӑхса пыратӑп.
18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Федоркӑпа амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн куҫ хупмасӑр ун умӗнче ларнӑ, ача сывалӗ тесе шутланӑ.Федорка и Марковна не спали над ним ночей и думали, что он поправится.
VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Эпӗ вӗриленсе тата аташса выртнӑ чух вӑл ҫӗрӗпех чӑлӑм куҫ хупмасӑр ман вырӑн патӗнче ларчӗ, халь, эпӗ ҫырнине пӗлсе, хӗрачасемпе пӗрле диванлӑ пӳлӗмре ларать, мана ҫывӑрмалли пӳлӗмрен хӗрачасене нимӗҫсен юмахӗсене каласа пани тата лешсем ӑна итленӗ май каҫса кайса кулни илтӗнет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Астӑватӑн пулӗ, Николай, Володя вӗри чирпе аптрасан, тӑхӑр кун куҫ хупмасӑр ун умӗнче лартӑм вӗт.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лира, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсенчен тытса лартса, пӗтӗм кӗлеткипе малалла карӑнса, куҫ хупмасӑр пӑхса ларать.Лира весь вытянулся, вцепившись руками в колени, и не мигая глядит на сцену.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чочой ҫемҫе пӑлан тирӗ ҫинче, янахне аллисемпе тӗревлесе, выртать, куҫне хупмасӑр Гоомо ҫинелле пӑхать, унӑн кашни сӑмахне тимлӗн итлет.
Гоомо таврӑнчӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шаман хӗрелсе кайнӑ пӗртен-пӗр куҫне мӑч хупмасӑр пӗр вырӑна пӑхать.Единственный, налитый кровью глаз шамана немигающе уставился в одну точку.
Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗрмери асапсем, лӑм куҫ хупмасӑр ирттернӗ ҫӗрсем, халтан кайичченех ишни — ҫаксем пурте пӗр тӗвве пухӑнчӗҫ, Бикмуш мучине аялалла туртрӗҫ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ильсеяр, ыйхӑпа кӗрешсе, Уметбаева куҫ хупмасӑр сӑнаса выртрӗ.А Ильсеяр лежала, борясь со сном, и все наблюдала за Уметбаевым.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Актуша, паллах, хӑйӗн йӑвинче выртма канлӗрех те пулнӑ пулӗччӗ, анчах ҫук, вӑл будка патӗнчен пӗр утӑм та пӑрӑнмарӗ, кунӗн-ҫӗрӗн куҫ хупмасӑр хуҫа пӳртне хуралларӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Бурмистров аллисене ҫурӑмӗ хыҫнелле тытнӑ, куҫӗсене мӑч хупмасӑр сӗтел ҫине пӑхса тӑрать, сӗтелӗ ҫине тӗрлӗрен тӗлӗнмелле япаласем питӗ типтерлӗн хурса-лартса тултарнӑ: сарӑ пӑхӑртан шӑратса тунӑ вӗшле йытӑ-кӗлетки, хурҫӑран тунӑ кубик, кӗске кӗпҫеллӗ хура револьвер, чеччерен ӑсталанӑ ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм, этем пуҫ-чашки евӗр шӑмӑ алтӑр, алтӑрӗнче — сигаретсем, сӗтел ҫинчех тата хутсем чиксе тултарнӑ темӗн чухлӗ папкӑсем выртаҫҫӗ, пуринчен те ҫӳлерех мрамор колонӑллӑ, тӑваткал абажурлӑ ҫӳллӗ лампа ҫӗкленсе ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ильсеяр часовойсене пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр сӑнаса ларчӗ.Ильсеяр, не отрываясь, до боли в глазах следила за часовыми.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ыйхӑ ҫукки, куҫ хупмасӑр асапланса ҫӗр каҫнисем, пуҫ пӗрмай ыратни хӑйсен ӗҫнех тунӑ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫамрӑк каччӑ алчӑраса кайнӑ куҫӗсене хупмасӑр ун ҫине пӑхать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫул ҫинче курнӑ Арчедӑпа Сталинградӑн ишӗлчӗкӗсем, уяр ҫанталӑкпа типсе ӗнсе кайнӑ Ставрополь уй-хирӗсем, Кубаньри станцӑсенчен пӗринче «ҫирӗм улттӑмӗш ҫулхи» текен станцире хӑйсен фронта каякан ывӑлӗсене, темиҫе талӑк хушши куҫ хупмасӑр тертленсе кӗтекен амӑшӗсем аса килсе кайрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Боец ман ҫине куҫне хупмасӑр пӑхать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Куҫ хупмасӑр эпир, Ҫӗр выртмасӑр эпир, Сталинград хулине хӳтӗленӗ.Как десятки ночей Не смыкали очей, Но врагу Сталинград не отдали.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Рабочисем пире хӑйсем ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр ӗҫлесе тунӑ хӑватлӑ хӗҫпӑшалсем ярса парса, халалланӑ пек, ҫапла ҫыраҫҫӗ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Казачка, пӗр вырӑнтах хытса тӑрса, аллисене кӑкри ҫинче хӗреслесе тытрӗ, актер питӗнчен пӗрре куҫ хупмасӑр пӑхса тӑчӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.