Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупмасӑр (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микулапа Анук ку ҫӗре куҫ хупмасӑр ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ каҫ куҫ хупмасӑр ирттернӗ-ҫке-ха ҫын, ҫывӑрмасӑр мӗнле чӑтайӑн.

Еще бы: не спать двое суток кряду, кто такое выдержит?

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Салакайӑк куҫне хупмасӑр ӑна ҫӑварӗнчен пӑхать.

А Салагаик глядит ему в рот — ждет.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сахал-и ыйӑха курмасӑр, Эп сӑпкунтан самант хӑпмасӑр, Куҫа хупмасӑр, сиктерсе Ҫӗр каҫиччен-ҫке лӑплантарнӑ, Усалсенчен те хӳтерсе, Телейлӗ тӗлӗкпе кантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепӗр тесен вырӑнсӑр ҫуйкӑнланмасть-ши Черемисинов — воеводӑсем хӑйсене дьяксем, тӗрлӗ служилӑй ҫынсем куҫ хупмасӑр сыхласа-сӑнаса тӑнине ахаль те пӗлеҫҫӗ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр макӑртӑм…»

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Суд арҫынна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ.

Суд приговорил его к 3 годам лишения свободы условно с испытательным сроком на 2 года.

Полици уйрӑмне сирпӗтессипе хӑратнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32475.html

Аллисене хӑйсенчен вӑрӑм сӑнӑ тытнӑ хуралҫӑсем мӑрса пуянлӑхне куҫ хупмасӑр сыхлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлташӗсем тахҫанах хӗрсе ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӑл куҫа хупмасӑр выртать: пӗрех хутчен чун савни ҫинчен шухӑшласчӗ — ҫук ун халӗ никам та.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кунӗн-ҫӗрӗн тифпа чирлисен юн тымарне эп шутласа тӑни, алран шприц тухса ӳкиччен вӗсен ӳтне камфора ярса ҫӳрени, тӑна кӗреймесӗрех асапланса вилекенсем патӗнче куҫа хупмасӑр эп ларса ирттерни — саншӑн нимӗн те мар иккен, «артист»!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пек куҫа хупмасӑр Тенюков кравачӗ патӗнче ларнӑ, ӑна вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшнӑ, унӑн кӑмӑлне хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн Павлушӑн пырне темскерле чӑмакка пырса капланчӗ: вӑл ҫухалса кайнипе пӗр сӑмах та калаймарӗ, хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе, чылайччен куҫне хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виктӑр куҫ хупмасӑр вӑлта хулкки ҫине пӑхать, кӑшт кӑна шыв хумханнине курсанах, вӑлтине туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫар хатӗрӗсене килте упранӑшӑн ӑна тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ.

За хранение боевых патронов дома, ему назначили 3,5 года лишения свободы условно.

Килте 12 ҫул патронсем упранӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32063.html

Павлуш кӗрен пӑрахут икӗ тӗрлӗ саспа кӑшкӑртнинчен пит тӗлӗннӗ, куҫа хупмасӑр итлесе, трубинчен пӑс тухнине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ывӑлӗ нумайччен куҫа хупмасӑр шухӑшласа выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Икӗ ҫамрӑк чӗре — телейсӗр шӑпаллӑ пулнӑскерсем — куҫа хупмасӑр пӗр-пӗрин ҫине юлашки хут пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Микихвер куҫне хупмасӑр Елюк еннелле пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тул ҫутӑлса кайрӗ — Эльгеев куҫне хупмасӑр ҫӗр каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ача-пӑчасем куҫа хупмасӑр, сывламасӑр Сашша ҫине пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех