Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харпӑр сăмах пирĕн базăра пур.
харпӑр (тĕпĕ: харпӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна мӗнле йӗркелесе хурасси ҫинчен шухӑшлама, калаҫма тытӑннӑ; чӑхпа чӗпписене шелленӗ, Илья Ильича галерея патне ҫывӑха та ямалла марри ҫинчен хытарса, майӗпен харпӑр хӑй вырӑнӗсене саланнӑ.

Начались заботы и толки, как поправить дело: пожалели о наседке с цыплятами и медленно разошлись по своим местам, настрого запретив подводить к галерее Илью Ильича.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем иккӗшӗ те пӗрпӗрине, юлашкинчен харпӑр хӑйне те ӑнланаймарӗҫ.

Оба они перестали понимать друг друга, а наконец каждый и себя.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Харпӑр хӑйӗн ӑҫта чарӑнмаллине кашниех пӗлет.

Каждый точно знал, где ему нужно остановиться.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Анчах пурте харпӑр хӑй ӗҫӗпе ларнӑ.

Но все вокруг были заняты.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл краҫҫына лавкаран, кӗрепенкине пӗрер пуса, харпӑр хӑй савӑчӗпе илнине пӗлнӗ.

Известно всем, что керосин покупается в лавочке на копейку кварта в собственную посуду.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унта — харпӑр хӑй валли ҫырса хатӗрленӗ ҫулталӑклӑх «гороскоп».

В нем была припрятана его личная, им самим для себя составленная «загадалка» на год.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.

Куҫарса пулӑш

Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html

Хуҫапа арӑмӗ макӑрса янӑ, анчах мӗн тӑвас тетӗн: харпӑр хӑйӗн ачи пӑчи тӗнчере темрен те хаклӑ.

Заплакали хозяин с хозяйкой, но что поделаешь: отцу и матери дети дороже всего на свете.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Спектакль пӗтнӗ хыҫҫӑн артистсем каллех харпӑр хӑй ӗҫне тытнӑ: хӑшӗ витене, хӑшӗ хӗрсен пӳртне, е выльӑх картине, е тимӗрҫӗ лаҫҫине таврӑннӑ.

После спектакля артисты шли снова работать на конюшню, в девичью, на скотный двор и в кузницу.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кайран, ыттисем харпӑр хӑй ӗҫне тытӑнсан, вӑл мана ятлама тытӑнчӗ.

Но когда все занялись своими делами, он стал меня ругать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Харпӑр килкартине тупа йӗтрисем пырса ӳкнине те ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ; Пугачев хула ҫине мӗнле тапӑна-тапӑна пынипе те интересленме пӑрахрӗҫ.

Жители привыкли к ядрам, залетавшим на их дворы; даже приступы Пугачева уж не привлекали общего любопытства.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл минтерӗ пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑрса хучӗ, пин таран, унтан каялла шутларӗ, хушамачӗсем «А» саспаллипе пуҫлакан хӑй палланӑ пур ҫынсене, унтан «Б» саспаллипе пуҫланакансене аса илсе выртрӗ, йӑсӑрланакан лампа ҫути ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӗ, анчах харпӑр хӑйне ҫывратса ямалли ҫӗр хут тӗрӗсленнӗ меслетсем паян пулӑшмарӗҫ.

Он перевертывал подушку, считал до тысячи и обратно, вспоминал своих знакомых, фамилии которых начинались на букву «А», потом — на букву «Б» и так далее, неотрывно смотрел на тусклое пламя коптилки, но все эти стократ проверенные способы самоусыпления сегодня не действовали.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫак сӑмахсене каласа, вӑл васкаса тухрӗ; эпӗр, Силвио патӗнче курнӑҫма килӗшсе, кашни харпӑр ҫӗрелле салантӑмӑр.

С сим словом он поспешно вышел; а мы, согласясь соединиться у Сильвио, разошлись каждый в свою сторону.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Харпӑр килне-ҫуртне, ҫӗрне, нумай ҫулсем хушши пухса тунӑ пурлӑхне, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, ҫӑра тӗтреллӗ тӗттӗм каҫ пурте ялтан тухса тарнӑ.

Ночью, бросив свои дома, землю, все свое годами нажитое добро, почти всю скотину, люди под покровом густых в этих краях ночных туманов бесследно исчезли.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсем ял халӑхне Германие харпӑр ирӗкӗпе яланлӑхӑ ӗҫлеме кайма вунпилӗк ҫын уйӑрса пама хушнӑ.

Жителям деревни было предписано выставить пятнадцать добровольцев, желающих ехать на постоянные работы в Германию.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«72) харпӑр хӑй валли ҫурт-йӗр строительствин объекчӗсем, сад ҫурчӗсем тунӑ тата вӗсене юсаса ҫӗнетнӗ чухне Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗн 511 статйин 7-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗпе, 8-мӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗпе тата 55 статйин 19-мӗш пайӗн 5-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ пӗлтернисене ярса парать;»;

«72) направляет уведомления, предусмотренные пунктом 2 части 7, пунктом 3 части 8 статьи 511 и пунктом 5 части 19 статьи 55 Градостроительного кодекса Российской Федерации, при осуществлении строительства, реконструкции объектов индивидуального жилищного строительства, садовых домов в случаях, предусмотренных Градостроительным кодексом Российской Федерации;»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.

Халӗ нимӗҫсен вӗсемпе аппаланма вӑхӑт ҫук, харпӑр хӑйӗн тирӗсене хӑтармалла.

Теперь немцам не до них, шкуру надо спасать.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫакӑнпа ӗнтӗ вӑл официальнӑй калаҫу пӗтнине, халӗ харпӑр хӑйне килти пек тытма юранине пӗлтерчӗ.

Давая этим понять, что официальный разговор кончен и теперь разрешается держать себя по-семейному.

11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Паллах, ӑмӑртӑва харпӑр хӑй куҫӗпе курнине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей чемпионатне йыхравлаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

74) Патшалӑх Канашӗн депутат ӗҫне-хӗлне яланхи йӗркепе професси шайӗнче пурнӑҫлакан депутачӗсен харпӑр ӗҫӗсене ҫырса пымалли йӗркене ҫирӗплетет;

74) утверждает порядок ведения личных дел депутатов Государственного Совета, осуществляющих депутатскую деятельность на профессиональной постоянной основе;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен статусӗ ҫинчен" саккунне йышӑннӑ май Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №3 от 13 февраля 2019 г.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех