Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харпӑр сăмах пирĕн базăра пур.
харпӑр (тĕпĕ: харпӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп ҫакна ӗнентерсе каласшӑн: пирӗн хушӑра, ытларах коммунистсем пулнӑ пулсан та, харпӑр хӑйне, ҫумри юлташне, Тӑван ҫӗршывне, хӑйӗн партине сутакан тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ун йышшисем тӳрӗ чунлӑ, харпӑр хӑй тӗллӗн шухӑшлакан ҫынсене хӑй ҫумӗнче чӑтма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тухӑҫ кӗтиччен малтан мӗн чухлӗ вӑй хумаллине харпӑр хӑй ӗҫлесе курнисем кӑна ӑнланаҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Хӑшпӗр председательсем паян: «Агроном кирлех те мар. Эпир хамӑрах агроном та, председатель те», - теҫҫӗ те - ялхуҫалӑхра агрономӑн та, зоотехникӑн та, инженерӑн та харпӑр хӑй вырӑнӗнче пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ, хӑйсем алла илнӗ специальноҫсемпе харпӑр хӑйӗн ӗҫӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, ачи-пӑчине тӗрӗс воспитани пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Харпӑр хӑй ӗҫне пуҫласси пӗрре те ҫӑмӑл пек туйӑнмасть мана.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Харпӑр пурнӑҫӑр ҫинчен ыйтма юрать-и? — терӗ Каша хӗрӗ Нина Алексеева.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Харпӑр хӑй тӗллӗн сипленме юрамасть.

Нельзя лечиться самостоятельно.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«инвестор наукӑпа тӗпчев е сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫласан е тата харпӑр хӑй производствине техникӑпа ҫӗнетсе пуянлатсан, ҫав шутра асӑннӑ ӗҫе инвалидсем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвас тата (е) таварсем туса кӑларас, ӗҫсем пурнӑҫлас, пулӑшу ӗҫӗсем парас тӗллевпе производствӑн энергетика эффективлӑхне пысӑклатсан, е Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ саккунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнине чакарма пулӑшакан ӗҫ е ӗҫсем пурнӑҫласан;".

"проведение инвестором научно-исследовательских или опытно-конструкторских работ либо технического перевооружения собственного производства, в том числе направленного на создание рабочих мест для инвалидов и (или) повышение энергетической эффективности производства товаров, выполнения работ, оказания услуг, или осуществление мероприятия или мероприятий по снижению негативного воздействия на окружающую среду, предусмотренных пунктом 4 статьи 17 Федерального закона от 10 января 2002 года № 7-ФЗ "Об охране окружающей среды";".

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче инвестици ӗҫ-хӗлне патшалӑх пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2. Республика резервӗн шутне муниципалитетсем хушшинчи тата регион шайӗнчи чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва тата унӑн сиенӗсене пӗтернӗ чухне васкавлӑ ӗҫсене пурнӑҫлассине тата ял хуҫалӑх продукцийӗпе чӗр таварӗн тата апат-ҫимӗҫ рынокне ҫирӗплетессине тивӗҫтерме хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫ, апат-ҫимӗҫ чӗр таварӗн, медицинӑра усӑ куракан эмел хатӗрӗсен, медицина изделийӗсен, строительство материалӗсен, транспорт хатӗрӗсен, ҫыхӑнупа пӗлтерӳ хатӗрӗсен, топливо, харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли хатӗрсен запасӗсем тата ытти пурлӑх кӗреҫҫӗ.»;

2. В состав республиканского резерва входят запасы продовольствия, продовольственного сырья, лекарственных препаратов для медицинского применения, медицинских изделий, строительных материалов, транспортных средств, средств связи и оповещения, топлива, средств индивидуальной защиты и других материальных ценностей, предназначенных для обеспечения неотложных работ при ликвидации чрезвычайных ситуаций межмуниципального и регионального характера и их последствий и стабилизации рынка сельскохозяйственной продукции, сырья и продовольствия.";

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ку чи малтан харпӑр ҫуртсем патӗнче, хула ҫывӑхӗсенчи поселоксенче кулленхи каяша турттарассине халӗ те йӗркелеменнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫемье командисем те, харпӑр хӑй вӑйне тӗрӗслекенсем те хутшӑнчӗҫ тупӑшӑва.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ Элӗк районӗнчи 12 ял тӑрӑхӗнчи харпӑр хӑй хуҫалӑхӗн этнохуҫалӑхӗпе те хӑнасем кӑсӑкланса паллашнӑ.

Гости с интересом знакомились с этнохозяйствами личных подсобных хозяйств, 12 сельских поселений Аликовского района, приуроченными к Году человека труда.

Элӗксен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Вӗренӳрен пушаннӑ хушӑра ачасем тӗлли-паллисӗр ан ҫӳреччӗр, сывлӑхне ҫирӗплетчӗр, харпӑр хӑйӗн пултарулӑхне аталантарччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ кӑна мар, правительство та тӑрӑшать.

Не только родители, а также и правительство прикладывает усилие, чтобы дети в свободное от учебы время не ходили неприкаянными, укрепляли здоровье, развивали свои способности.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, харпӑр хӑй тирпейлӗ пулас тесе ҫӳп-ҫапа, ӑпӑр-тапӑра кил умне е анкарти хыҫне, е тата ытти ҫӗре, чылай чухне асфальтлӑ ҫул хӗррине миххи-миххипе кӑларса пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Кашниех, пӗчӗккинчен пуҫласа ватӑ ҫын таранах, харпӑр хӑй чунне савӑнтармалли мӗнле те пулин йӑпанӑҫ тупрӗ уявра.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

«Тӑвайри кооператив» потребобществӑн суту-илӗвӗпе обществӑлла апатлану коллективӗсем, уйрӑм предпринимательсем тата ыттисем сакӑр сехетрех харпӑр хӑйӗн вырӑнӗсене илемлетме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Хальхи ҫамрӑксем капла та харпӑр хӑй несӗл-йӑх пуҫӗсене пӗлсех каймаҫҫӗ.

Настоящая молодежь и так не очень хорошо знает основателей своих родов.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Унпа пӗрлех ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче Николай Григорьевич граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех