Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №54 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 15:21

Пуплевӗш: 96; Сӑмах: 1761

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Ҫурт-йӗр

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче хула строительствин ӗҫ-хӗлне йӗркелесси ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи обществӑлла тӗрӗслев ҫинчен» саккунӗн 14 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче хула строительствин ӗҫ-хӗлне йӗркелесси ҫинчен» 2007 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2007, 73 №; 2008, 77 №; 2009, 80 №; 2010, 85 №; 2011, 91 №; 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2014, 12 №; 2015, 9 №; 2016, 3, 12 №-сем; 2017, 7, 11 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 3 статьяра:

1-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1) Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсене, Чӑваш Республикин территорине планламалли документсене туса хатӗрлессине, ҫавӑн пекех вӗсене улшӑнусем кӗртессине йӗркелесси тата ҫирӗплетесси;»;

7-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче Чӑваш Республикин территорийӗ е территорийӗн пайӗсем тӗлӗшпе туса хатӗрленӗ Раҫҫей Федерацийӗн территорине планламалли схемӑсен проекчӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли схемӑсен проекчӗсем пирки килӗшсе татӑлассине;»;

11-мӗш пунктӑн 1-мӗш ҫум пунктне «планламалли» сӑмах хыҫҫӑн «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн, территорине планламалли схемӑпа» сӑмахсем хушса хурас;

2) 4-мӗш статьяра:

1-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1) саккунсемпе палӑртнӑ йӗркепе Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсен, Чӑваш Республикин территорине планламалли документсен, хула строительствине проектла-малли республика нормативӗсен проекчӗсене хатӗрлессине, ҫавӑн пекех вӗсене улшӑнусем кӗртессине, вӗсем пирки килӗшсе татӑлассине тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ҫирӗплетме тӑратассине тивӗҫтерет;»;

ҫакӑн пек ҫырса 21-мӗш пункт хушса хурас:

21) Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсен проекчӗсем пирки федерацин полномочи панӑ ӗҫ тӑвакан власть органӗпе, Чӑваш Республикипе чикӗленекен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан чи аслӑ органӗсемпе тата асӑннӑ проектсене вӗсен территорийӗсем е территорийӗсен пайӗсем тӗлӗшпе туса хатӗрленӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе килӗштерессине тивӗҫтерет, енчен те ҫавнашкал проекта хатӗрлесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн пуҫарӑвӗпе тунӑ пулсан;»;

4-мӗш пунктра:

«а» ҫум пункта «Раҫҫей Федерацийӗн планламалли,» сӑмахсем хыҫҫӑн «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсене, территорине планламалли документсене» сӑмахсем хушса хурас;

«ӑ» ҫум пунктӑн иккӗмӗш абзацне «планламалли» сӑмах хыҫҫӑн «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн, территорине планламалли схемӑпа» сӑмахсем хушса хурас;

ҫакӑн пек ҫырса 72-мӗш пункт хушса хурас:

«72) харпӑр хӑй валли ҫурт-йӗр строительствин объекчӗсем, сад ҫурчӗсем тунӑ тата вӗсене юсаса ҫӗнетнӗ чухне Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗн 511 статйин 7-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗпе, 8-мӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗпе тата 55 статйин 19-мӗш пайӗн 5-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ пӗлтернисене ярса парать;»;

ҫакӑн пек ҫырса 82-мӗш пункт хушса хурас:

«82) хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене туса хурассине тата ӗҫлеттерессине, ҫав шутра ҫавнашкал информаци тытӑмӗсене хула строительствин ӗҫ-хӗлне икӗ е ытларах муниципаллӑ районсен, хула округӗсен территорийӗсенче пурнӑҫланӑ чухне тытса пырассине тивӗҫтерет;»;

91-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«91) полномочиллӗ орган йышӑннӑ, ҫирӗплетнӗ, панӑ документсемпе материалсене, вӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе килӗшӳллӗн (проект докуменчӗсен экспертиза заключенийӗсемсӗр тата (е) инженери тӗпчевӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемсӗр, ҫӗнӗрен туса лартнӑ, юсаса ҫӗнетнӗ капиталлӑ строительство объекчӗ проект докуменчӗн требованийӗсемпе килӗшсе тӑни ҫинчен патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлакан органӗсем тунӑ заключенисемсӗр, федерацин патшалӑх экологи надзорне пурнӑҫлакан органӗн заключенийӗсемсӗр пуҫне) хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене вырнаҫтармалла, е хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене вырнаҫтармалли сведенисене, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗн 57 статйин 21-мӗш тата 3-мӗш пайӗсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсемсӗр пуҫне, асӑннӑ документсемпе материалсене вӗсен территорийӗ тӗлӗшпе йышӑнакан, ҫирӗплетекен, паракан, муниципаллӑ пӗрлӗхсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене (ҫав шутра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли пӗрпӗтӗм тытӑмпа тата ун ҫумне ҫыхӑнтаракан регионӑн ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли тытӑмӗсемпе усӑ курса) ярса парать;»;

3) 5 статьяра:

3-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса 51-мӗш пункт хушса хурас:
«51) энергетика;»;

7-мӗш пайра:

1-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1) Раҫҫей Федерацийӗн стратегилле планлас ӗҫӗн отрасль докуменчӗсем ҫинчен, макрорегионсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегийӗ ҫинчен тата Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн вӑрах вӑхӑтлӑх тата вӑтам вӑхӑтлӑх тапхӑрсен прогнозӗсене шута илсе Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегийӗ ҫинчен калакан сведенисем;»;

4-мӗш пунктра «каяшсене, ҫав шутра коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас тӗлӗшпе территорири схемӑсенче» сӑмахсене «Чӑваш Республикин территорийӗнче каяшсене тыткалас, ҫав шутра коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас тӗлӗшпе территорири схемӑра» сӑмахсемпе улӑштарас;

8-мӗш пайӑн 2-мӗш пунктӗнче:

«а» ҫум пункта «Раҫҫей Федерацийӗн территорине планламалли документсемпе,» сӑмахсем хыҫҫӑн «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсемпе,» сӑмахсем хушса хурас;

«д1» ҫум пункта «, Чӑваш Республикин территорийӗнче» сӑмахсем хушса хурас;

4) 7 статьян 7-мӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗн «а» ҫум пунктне «Раҫҫей Федерацийӗн территорине планламалли документсемпе,» сӑмахсем хыҫҫӑн «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсемпе,» сӑмахсем хушса хурас;

5) 10 статьяра:

ҫакӑн пек ҫырса 61-мӗш пункт хушса хурас:

«61. Поселени е хула округӗ тытӑмне кӗрекен халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисем (ҫав шутра йӗркеленекен ял-хула чиккисем) ҫинчен калакан сведенисем тӗп план ҫумне хушса хуни пулса тӑраҫҫӗ, вӗсенче халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисем вырнаҫнӑ вырӑнсене Куҫман пурлӑхӑн пӗр пӗтӗм патшалӑх реестрне тытса пыма ҫирӗплетнӗ координатсен системинче сӑнласа паракан точкӑсен координачӗсен переченӗ, ҫав чикӗсен вырӑнӗн тӗлне ӳкерсе кӑтартни пулмалла. Поселенин, хула округӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫавӑн пекех халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисем вырнаҫнӑ вырӑнсене тӗплӗн ҫырса кӑтартнине туса хатӗрлеме пултараҫҫӗ.»;

8-мӗш пайра:

2-мӗш пунктра «тытса тӑракан сведенисене,» сӑмахсене «патшалӑхӑн информаци тытӑмӗнчи сведенисене, документсене, материалсене» сӑмахсемпе улӑштарас, «асӑннӑ информаци тытӑмӗсем, ҫавӑн пекех патшалӑх фончӗ тытса тӑракан инженери тӗпчевӗсен материалӗсене тата даннӑйӗсене» сӑмахсене «хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли информаци тытӑмӗсем» сӑмахсемпе улӑштарас;

4-мӗш пункта «Раҫҫей Федерацийӗн территорине планламалли документсемпе,» сӑмахсем хыҫҫӑн «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсемпе,» сӑмахсем хушса хурас;

6) 11 статьяра:

3-мӗш пайра «халӑхпа итленин пӗтӗмлетӗвӗсене» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫӗн е халӑхпа итленин пӗтӗмлетӗвӗсене» сӑмахсем хушса хурас;

8-мӗш тата 9-мӗш пайсене ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«8. Тӗп плана туса хатӗрленӗ чухне обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе е халӑхпа итленине Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ йӗркепе туса ирттереҫҫӗ.

9. Обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе е халӑхпа итленине йӗркелесе ирттернӗ чухне обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнакансене е халӑхпа итленӗ ҫӗре хутшӑнакансене пӗр тан майсемпе тивӗҫтерес тӗллевпе халӑх пурӑнакан вырӑн территорине пайсем ҫине пайлама пултараҫҫӗ.»;

13-мӗш пайра «уҫӑ итлевсене» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе е халӑхпа итленине» сӑмахсемпе улӑштарас;

7) 12-мӗш статьяра:

ҫакӑн пек ҫырса 34-мӗш пай хушса хурас:

«34. Енчен те поселенин, хула округӗн тӗп планӗсене поселенисен, хула округӗсен коммуналлӑ инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программисене, поселенисен, хула округӗсен транспорт инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программисене, поселенисен, хула округӗсен социаллӑ инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программисене кӗртмен вырӑнти пӗлтерӗшлӗ объектсем тӑвассипе тата юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ улшӑнусем кӗртнӗ пулсан, асӑннӑ программӑсене поселенисен, хула округӗсен тӗп планӗсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртнӗ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑх хушшинче поселенисен, хула округӗсен тӗп планӗсемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла.»;

4-мӗш пайра «ҫавӑн пек программӑсемпе йышӑнусене территорине планламалли асӑннӑ документсене ҫирӗплетнӗ кунран пуҫласа икӗ уйӑх хушшинче вӗсемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла» сӑмахсене «территорине планламалли документсене федераци пӗлтерӗшлӗ объектсем, республика пӗлтерӗшлӗ объектсем, вырӑнти пӗлтерӗшлӗ объектсем вырнаҫтармалли пайра улшӑнусем кӗртнӗ пулсан, ҫавнашкал программӑсемпе йышӑнусене вӗсене ҫирӗплетнӗ, улшӑнусем кӗртнӗ кунран пуҫласа икӗ уйӑх хушшинче территорине планламалли документсемпе килӗшӳллӗн улӑштармалла» сӑмахсемпе улӑштармалла;

8) 15 статьян 32-мӗш пайӗн 5-мӗш пункчӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

9) 16 статьян 5-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«5. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн комисси ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсен проектне туса хатӗрлес ӗҫе йӗркелессине, унта улшӑнусем кӗртессине, муниципалитет пӗрлӗхӗн вырӑнти администраци пуҫлӑхне йышӑнусем тума ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсене парассине тивӗҫтерет. Комисси ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсен проектне, ҫав правилӑсене улшӑнусем кӗртессине обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе е халӑхпа итленине йӗркелесе ирттернӗ чухне йӗркелӳҫӗ пулма пултарать.»;

10) 18 статьяра:

4-мӗш пайра:

«объекчӗсен)» сӑмах хыҫҫӑн «вӑрман хуҫалӑх регламенчӗн, уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсем ҫинчен калакан положенийӗн» сӑмахсем хушса хурас;

«проектламалли» сӑмах хыҫҫӑн «ҫул ҫӳреве йӗркелемелли комплекслӑ схемӑсемпе, Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче ҫул ҫӳреве йӗркелесси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 443-ФЗ №-лӗ саккунӗн 11 статйин 1-мӗш пайӗнче асӑннӑ ҫул ҫӳреве йӗркелес ӗҫ ӑнӑҫлӑхне тивӗҫтермелли требованисемпе,» сӑмахсем хушса хурас;

5-мӗш пайра «Чӑваш Республикин территорине планламалли схемӑпа,» сӑмахсене «Раҫҫей Федерацийӗн икӗ е ытларах субъекчӗн территорине планламалли документсемпе, Чӑваш Республикин территорине планламалли схемӑпа» сӑмахсемпе улӑштарас;

11) 211 статьяра:

5-мӗш пайӑн 2-мӗш пунктӗнче «халӑхпа итлени» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени» сӑмахсемпе улӑштарас;

6-мӗш пайра «Халӑхпа итлени» сӑмахсене «Обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени» сӑмахсемпе улӑштарас;

7-мӗш пайра «халӑхпа итлени» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени» сӑмахсемпе улӑштарас;

8-мӗш пайра «Халӑхпа итленине ирттересси ҫинчен пӗлтерни» сӑмахсене «Обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени пуҫланни ҫинчен пӗлтерни» сӑмахсемпе улӑштарас;

9-мӗш пайра «Халӑхпа итленине ирттересси ҫинчен пӗлтерни» сӑмахсене «Обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени пуҫланни ҫинчен пӗлтерни» сӑмахсемпе улӑштарас;

10-мӗш пайра «халӑхпа итлени» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени» сӑмахсемпе улӑштарас;

11-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«11. Ҫак статьян 6-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ обществӑпа сӳтсе явас ӗҫе е халӑхпа итленине туса иртермелли срока муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе тата (е) вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн представительлӗ органӗн нормативлӑ право акчӗсемпе обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени пуҫланни ҫинчен пӗлтернине пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа ҫавнашкал обществӑпа сӳтсе явас ӗҫӗн е халӑхпа итленин кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвне пичетлесе кӑларнӑ кунччен палӑртаҫҫӗ тата вӑл пӗр уйӑхран ытла пулма пултараймасть.»;

12-мӗш пайра «халӑхпа итлени» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени» сӑмахсемпе улӑштарас;

19-мӗш пайӑн 2-мӗш пунктӗнче «халӑхпа итленин статйисем» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫӗн е халӑхпа итленин статйисем» сӑмахсемпе улӑштарас, «ҫавнашкал халӑхпа итленине туса ирттерме хутшӑнакан ҫынсен,» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явнӑ е халӑхпа итленӗ ҫӗре хутшӑнакансен» сӑмахсемпе улӑштарас;

22-мӗш пайра «халӑхпа итлени» сӑмахсене «обществӑпа сӳтсе явас ӗҫ е халӑхпа итлени» сӑмахсемпе улӑштарас;

12) ҫакӑн пек ҫырса 71 сыпӑк хушса хурас:

«71 сыпӑк. Хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсем

212 статья. Хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсем

1. Хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене туса хурассине тата ӗҫлеттерессине, хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене тытса пырассине тата патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсенчи сведенисене, документсене тата материалсене парассине Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗн 57 статйипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикинче хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмне хула строительстви енӗпе полномочисем пурнӑҫлас ӗҫе информаципе тишкерӳ ӗҫӗсене автоматланӑ мелпе пурнӑҫласа пулӑшмалли майпа, ҫав шутра ҫак документсене туса хатӗрлеме, килӗшсе татӑлма, ҫирӗплетме пулӑшакан майпа туса хума пултараҫҫӗ:

1) ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсене;

2) территорине планламалли проекта;

3) территорисене чикӗлемелли проекта;

4) ҫӗр лаптӑкӗн хула строительствин планне;

5) капиталлӑ строительство объекчӗсене тума, юсаса ҫӗнетме ирӗк панӑ чи пысӑк виҫесенчен пӑрӑнма ирӗк панине;

6) ҫӗр лаптӑкӗпе е капиталлӑ строительство объекчӗпе условлӑ ирӗк панӑ тӗспе усӑ курма ирӗк панине;

7) капиталлӑ строительство объектне тума ирӗк панине;

8) патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлакан органӗн (патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлассине пӑхса хӑварнӑ чухне) туса лартнӑ, юсаса ҫӗнетнӗ капиталлӑ строительство объекчӗ проект докуменчӗсен требованийӗсемпе, ҫав шутра энергетика тухӑҫлӑхӗн требованийӗсемпе тата капиталлӑ строительство объектне усӑ куракан энергетика ресурсӗсене шута илмелли хатӗрсемпе тивӗҫтермелли требованисемпе килӗшсе тӑни ҫинчен тунӑ заключенине;

9) капиталлӑ строительство объектне хута яма ирӗк панине;

10) ытти документсене, вӗсене Раҫҫй Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсем, вӗсене пӑхӑнса тӑракан патшалӑх учрежденийӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем туса хатӗрлессине, килӗшсе татӑлассине, ҫирӗплетессине тата (е) парассине Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ.».

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи обществӑлла тӗрӗслев ҫинчен» 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 86 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2016, 12 №) 14 статйин 2-мӗш пайӗнче «хула строительствин ӗҫ-хӗлне,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас.

3 статья

1. Ҫак Саккун, ҫак статьяпа урӑх вӑхӑтра вӑя кӗртме палӑртнӑ положенисемсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 10-мӗш пункчӗн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш абзацӗсем 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

3. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 2-мӗш пункчӗн вун пӗрмӗш – вун тӑваттӑмӗш абзацӗсем, 5-мӗш пункчӗн пиллӗкмӗш абзацӗ, 10-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗ, 12-мӗш пункчӗ 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех