Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Раҫҫей чемпионатне йыхравлаҫҫӗ

Автор: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:51

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 198

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Спорт

Утӑ уйӑхӗн 24–27-мӗшӗсенче Чӑваш енӗн тӗп хулинче – Шупашкарта – Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсен 100-мӗш чемпионачӗ иртет.

Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвӗн тӗп информаци партнерӗ пулса федерацин «Матч ТВ» телеканалӗ хутшӑнать. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсен килӗшӗвӗн йӗркипе ҫӗршыв шайӗнчи чемпионата официаллӑ йӗркепе «Матч! Страна» телеканал трансляцилет. Палӑртнӑ планпа килӗшӳллӗн чемпионат ӑмӑртӑвӗсене 4 хутчен тӳрремӗн трансляцилеҫҫӗ, ҫапла пӗтӗм тӗнчери телекуравҫӑсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пулакан финалти стартсене пурне те курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ самантсемпе стартсене чемпионат иртнӗ кунсенче тата вӑл вӗҫленнӗ хыҫҫӑн та ҫичшер хут трансляцилеме палӑртнӑ.

«Матч! Страна» телеканалпа ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне ҫак вӑхӑтра тӳрремӗн Шупашкартан трансляцилеҫҫӗ: июлӗн 24-мӗшӗнче – 15.30–21 сехетсенче, июлӗн 25-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче тата 16.10 – 19 сехетсенче, июлӗн 26-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 16.10–19 сехетсенче тата 0.20 сехетрен тытӑнса, июлӗн 27-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 17.25 – 20.35 сехетсенче, июлӗн 28-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 12.45–14.55 сехетсенче тата 2.25 сехетрен тытӑнса.

Паллах, ӑмӑртӑва харпӑр хӑй куҫӗпе курнине нимӗн те ҫитмест. Ҫавӑнпа та ҫӑмӑл атлетикӑна кӑмӑллакансем ӑна Шупашкарти «Олимпийский» стадионта (Чапаев урамӗ, 17-мӗш ҫурт) пӑхма пултараҫҫӗ. Билетсене Пӑр керменӗн тата «Олимпийский» стадионӑн кассинче туянма май пур. Хакӗ – 50–100 тенкӗ ҫеҫ. Тӗплӗнрех – 8(8352)320-104 номерпе.

Чемпионат пынӑ кунсенче кашнинчех хаваслӑ кану мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Курма килнисене Чӑваш эстрадин чи лайӑх артисчӗсем савӑнтараҫҫӗ, ачасен зони тата фудкарт, спортпа интерактивлӑ площадкӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Кашни куракан лотерейӑна хутшӑнать, унта партнерсен парнисене тата Раҫҫей чемпионачӗн брендлӑ сувенир продукцине выляттарӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех