Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хал сăмах пирĕн базăра пур.
хал (тĕпĕ: хал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дарьйӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, темиҫе кун ӗнтӗ, Наталья хӑйне темле усал тӗлӗк йывӑррӑн тӑвӑнтарса тертлентернӗ, анчах ыйхӑран вӑранма ниепле хал ҫитереймен пек асапланса пурӑнчӗ.

Несколько дней после разговора с Дарьей Наталья жила, испытывая такое ощущение, какое бывает во сне, когда тяжко давит дурной сон и нет сил очнуться.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗнӗрен килсе ҫапнӑ хуйхӑ ытла та кӗтмен ҫӗртен тата питӗ пысӑк пулнипе вӑл Дашӑна мӗн те пулин тавӑрса калама та хал ҫитереймерӗ, чун ыратса килнипе илемсӗрленнӗ питне пытарса, лав ҫинче тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ларчӗ.

Так неожиданно и велико было снова поразившее ее горе, что она не нашла в себе сил ответить что-либо Дарье и только отворачивалась, пряча свое искаженное страданием лицо.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл унӑн пурнӑҫӗ ҫийӗн, тулӑ пусси тӑрӑх ҫил-тӑвӑл ахӑрашса иртнӗ пек, асар-писеррӗн туллашса иртрӗ: анчах, тулӑ тесен, вӑл тӑвӑл хыҫҫӑн та ҫӗкленет, хӗвел ҫутинче хӑйӗн илемӗпе куҫа савса ачашлать пулсан, старик, ав, ура ҫине тӑма ниепле те хал ҫитереймерӗ.

Прошла она над его жизнью, как буря над деляной пшеницы, но пшеница и после бури встает и красуется под солнцем, а старик подняться уже не мог.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ пӑхма хал ҫитерейместӗп ун ҫине!

Я на нее глядеть не могу.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий хӑй тухса кайма та, кунтах юлма та хал ҫитерейменнине урӑ ӑс-тӑнпа ӑнланса, ку тӗлпулу мӗнпе вӗҫленессе кӗтнӗччӗ.

И, трезво оценивая всю двусмысленность своего положения, Григорий выжидал развязки.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗнӗ ҫулта та эпир хӑюллӑнах йывӑрлӑхсене хирӗҫ тӑма хал ҫитерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)

Сердобсксен роти вара Ягодин хуторӗ патӗнчи малтанхи ҫапӑҫурах повстанецсен атакине хирӗҫ тӑма хал ҫитереймерӗ; юланутлӑ казаксем ыткӑнса килнине асӑрхаса, окопсене пӑрахса тарчӗ.

А рота сердобцев в первом же бою под хутором Ягодинским не выдержала повстанческой конной атаки; завидя казачью лаву, бросила окопы.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кун пек кайма хал ҫитмест.

— Так ехать нету могуты!

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак ӑша лӗклентерекен чӗмсӗрлӗхе тек тӳсме хал ҫитереймесӗр, Иван Алексеевич, хӑйне те, ыттисене те айӑпа хурса, Маховсен килӗ тӗлӗнче тӳррӗн каласа хучӗ:

Шли молча; против моховского дома Иван Алексеевич, не выдержавший тошного молчания, казня самого себя и других, сказал:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нарыжнӑя хирӗҫ калас терӗм, анчах пултараймарӑм, хал ҫитмерӗ.

Хотел я не согласиться с Нарыжным, а не смог, духу не хватило.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юн юхса тулчӗ унта — чӑтма та хал ҫук!

Там кровищи натекло — страсть!

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шуйттан каллех мӑръене вӗҫсе кӗрсе кайрӗ; халь ӗнтӗ вӑл шӑнсах тӑрать: Чуб кумӗпе пӗрле килне таврӑнать те, кӗтмен ҫӗртенех тимӗрҫе тӗл пулать, хытӑ хӗнесе яраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем ӑна, хӗненӗ хыҫҫӑн Вакула кисточкӑ тытса шуйттана кӳрентерекен ӳкерчӗксем тума хал ҫитереймӗ, нумайччен ӗҫлеймӗ.

А черт улетел снова в трубу, в твердой уверенности, что Чуб возвратится вместе с кумом назад, застанет кузнеца и отпотчует его так, что он долго будет не в силах взять в руки кисть и малевать обидные карикатуры.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак кулӑ самантрах чӗрине те, юн тымарӗсене те хускатнӑ пек пулчӗ, анчах ҫав хушӑрах вӑл хӑйне хӑй те тарӑхрӗ: ҫав тери кӑмӑллӑ кулакан сӑн-питлӗ хӗре тытса чуптума хал ҫитмест иккен унӑн.

Смех этот как будто разом отозвался в сердце и в тихо встрепенувших жилах, и со всем тем досада запала в его душу, что он не во власти расцеловать так приятно засмеявшееся лицо.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах та хамӑрӑн тулӑх пурнӑҫра амӑшӗсем ачасен сывлӑхӗшӗн каллех ҫав тухтӑрсен айӑпне пула мӗн тери хыпӑнса асапланнине куратӑн та, вӗсене, пуян ҫемьере пурӑнакан амӑшсене, айӑплама хал та ҫитмест.

Но и осудить их, матерей достаточных семей, за этот эгоизм — не поднимается рука, когда вспомнишь все то, что они перемучаются от здоровья детей благодаря опять тем же докторам в нашей господской жизни.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫук, кӗтме хал ҫитмест.

Нет, ждать невозможно.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан та кунтан, ҫӗр айӗнчен, пӗчӗккӗн ҫеҫ тӗтӗм мӑкӑрланса тухма пуҫларӗ, — шӑнса кайнӑ боецсем, тӗттӗм пуласса кӗтсе илме хал ҫитереймесӗр, хӑйсен вӑрттӑн ҫӗр пӳрчӗсенче вучах чӗрте-чӗрте ячӗҫ.

Там и сям из-под земли течением воздуха потянуло дымки продрогшие бойцы разжигали камельки в своих тайных убежищах.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫҫульне чарма хал ҫитереймесӗр, ҫак сӑрт ҫинче чылайччен ларчӗ пулас вӑл, унтан вара хӑйӗн хӳшшине кӗрсе тухнӑччӗ пулас, унтан татах, ниҫта ларма-тӑма пӗлмесӗр, таҫта ҫапкаланса ҫӳрерӗ пулас.

Кажется, он долго сидел у воронки, не в силах сдержать слезы, потом был в своем шалаше, потом еще где-то бродил, не находя покоя и места.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ылтӑн тӗслӗн те сиввӗн йӑлтӑртатса ларакан вӑрмансем ҫине, чухӑнланса юлнӑ ҫара уй-хирсем ҫине Андрей лӑпкӑн пӑхма пултараймасть, пур ҫӗрте те усал кӗр вӑйӗ пуҫ пулса тӑрса савӑннине лӑпкӑн пӑхма хал ҫитмест унӑн.

Андрей не мог смотреть спокойно на сверкающие холодной позолотой леса, на голые, обнищавшие поля, смотреть и видеть, как всюду торжествует жестокая сила осени.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Малтан эпӗ вӑл тенкел ҫине улӑхмашкӑн хал ҫитереймерӗм, унтан вӑл мана сасартӑк ҫынна вырттарса хӗнемелли тенкел пек туйӑнса кайрӗ.

Взобраться на нее у меня не хватило духу, вдобавок я еще вспомнил скамью, на которой бьют палками, учиняя самосуд.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Надя хал ҫитнӗ таран аялалла штольньӑна чупрӗ, унтан аяккинчи коридора кӗрсе кайрӗ.

Надя что было духу помчалась в глубь штольни, свернула в боковой коридор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех