Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.13 21:23

Пуплевӗш: 246; Сӑмах: 2235

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Гитлер ҫарӗ Мускава ҫавӑрса илес тӗллевпе Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче ҫӗнӗ «генеральнӑй» наступлени тума васкавлӑн хатӗрленет.

Анчах наступлени тума пуҫличчен, малтан, фронтсем патне пыракан ҫулсене пурне те тасатса тухмалла; юр шӑлса лартнӑ ҫулсемпе фронт патне резервра тӑракан ҫарсем те, боеприпассем те, апат-ҫимӗҫ те леҫсе тӑма ҫук. Ку Мускав патӗнчи ҫапӑҫусене вӑйлатас ӗҫе кансӗрлеме пултарать.

Пирвайхи ҫил-тӑман лӑплансанах, нимӗҫсем вуншар пин ҫынна ҫул тасатма хӑваласа тухрӗҫ. Хӗвеланӑҫ енчен фронт линийӗ патне тухакан аслӑ ҫулсемпе шоссесене кӗреҫесемпе юр тасатмалли хатӗрсем йӑтнӑ хӗрарӑмсем, хӗрсем тата ҫамрӑк чӑрӑшсем тиенӗ лавсем, ҫитӗнсе ҫитмен ача-пӑчасем пӳлсе лартрӗҫ. Вӗсем кун ҫути киличчен пуҫласа ҫӗрлеччен ӗҫлеҫҫӗ.

…Ольховка ҫыннисем, вӗсене Лозневойпа Чернявкин шурӑмпуҫ килсенех хӑвалама пуҫларӗҫ пулсан та, аслӑ ҫул ҫине кая юлса тухрӗҫ. Кутӑн та чее хӗрарӑмсене ним те тӑваймастӑн вӗт! Кӗреҫҫӗ полицайсем пӳрте — хӗрарӑмсем лӑпкӑн пӗр хирӗҫмесӗр ӗҫе кайма хатӗрленеҫҫӗ, полицайсем хапхаран тухсанах — ӑҫта килнӗ унта саланса пӗтеҫҫӗ: мачча ҫине, тӗпсакайне, сарайсене, нӳхрепсене… Никама та тупаймастӑн! Полицайсем ял тӑрӑх чупса халтан кайрӗҫ. Ӑҫта та пулин урамра тӗл пулсан, вӗсем аякранах вара, пӑшӑрханнӑ пек, аллисемпе сулкалаҫҫӗ, пӗрле пулсан — ӳпкелешеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ.

— Вӑт ылханлӑ йӑх! — кӑшкӑрать ҫутӑлнӑ ҫутӑлманах ӗҫме ӗлкӗрнӗ Чернявкин. — Ун пеккине курнӑ-и? Вӗсен сӑмахне ӗненсен, кӗрт тӑрӑх ишме те вӑй ҫитереес ҫук! Йӑлтах кӑпӑка ӳкрӗм.

Лозневой шӑппӑн, именсе калаҫать:

— Кун пеккине кӗтменччӗ… Ытла та кутӑнскерсем!

— Ҫав ылханлӑ хӗрарӑмсенчен темӗн те кӗтме пулать! — вӗрентет Чернявкин. — Эпӗ вӗсене пӗлетӗп ӗнтӗ! Ҫав шуйттансене килӗре тӳсен те ватаймастӑн, авӑ мӗнлескерсем вӗсем! Ҫапсан, калӑпӑр, каллех начар. Мӗн тумалла-ха?

Ҫак ӗҫе нимӗҫсем хӑйсем тытӑнсан ҫеҫ аран-аран комендатурӑна пӗр ушкӑн хӗрарӑм хӑваласа хупрӗҫ. Хӑйсен кӗреҫисемпе апат чикнӗ хутаҫҫисене пӗр хӗрлӗ ҫӳҫлӗ чее ача ҫуни ҫине хучӗҫ те ялтан тухса утрӗҫ.

Ефим Чернявкин малти лав ҫинче ларса пырать, — ӑна Ольховка ҫыннисем мӗнле ӗҫленине сӑнама хушнӑ. Чылайччен чупса ывӑннипе, тата пӗр курка ханша ытлашши ӗҫнипе, вӑл ыраш улӑм ҫине ларса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ, вӑранса каялла ҫаврӑнса пӑхсан, ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкрӗ: ҫуна хыҫӗнче Ольховкӑран тухнӑ хӗрарӑм ушкӑнӗнчен ҫурри кӑна тӑрса юлнӑ.

— Ах, выльӑхсем! — йынӑшса илчӗ те Чернявкин, сулӑнкӑ ҫапнӑ чух ывтӑнса юлнӑ пекех, ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ. — Мӗн хӑтланатӑр эсир, выльӑхсем, калӑр! Мӗн шухӑшлатӑр? — вӑл хӗрарӑмсем ҫывхарасса кӗтсе, ула алсишӗпе сулкаласа илчӗ. — Пӑлхав пуҫарма шутлатӑр-и? Тӑхтӑр-ха, эпӗ сире кӑтартатӑп! Лешсем, тарнисем, макӑрӗҫ-ха, эсир ман умра утайми пуличчен ӗҫлӗр! Мӗн калаҫатӑр? Ну-ка, иртсе кай, унсӑрӑн…

— Мӗн вара? — ҫавӑнтах чӗрре кӗме тытӑнчӗ ун ҫумӗнчен иртсе пыракан Ульяна Шутяева. — Мӗнле хаяр эсӗ! Ҫак хаярлӑх каҫа хирӗҫ пулсанччӗ!

— Ульяна, эсӗ луччӑ шӑплан! — юнаса хӑратрӗ ӑна Чернявкин. — Эпӗ сана алла илӗп-ха! Хӑвӑн чӗлхӳне чарманшӑн кайран ӳкӗнӗн!

Хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, хура арҫын кӗрӗкӗ тӑхӑннӑ Ульяна хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса тӑчӗ те Чернявкин ҫине чылайччен шӑтарас пек пӑхрӗ.

— Мӗн эсӗ… пӑшалпа тӗлленӗ пекех пӑхатӑн? — именчӗ Чернявкин. — Иртсе кай эс, чарса ан тӑр! Ут, ут! Епле вӑл ҫисе ярас пек пӑхать!

— Эх эс, Ефим! — сасартӑк ассӑн сывларӗ Ульяна. — Пӑхатӑп та сан ҫине, пӑхса тӑранаймастӑп: мӗн чухлӗ тислӗк санра, тӗлӗнмелле! Эпӗ мар, эсӗ ӳкӗнӗн, телейсӗр тӑмсай! Илтрӗн-и?

Вӑл кӗтмен ҫӗртен урипе ҫӗре тапрӗ те Чернявкина пӗтӗмӗшпех юр муклашкисемпе сирпӗтрӗ. Чернявкин ахлатса, куҫӗсене алсишӗпе хупӑрларӗ.

— Ну, тӑхта-ха, йӗксӗк!

Хӗрарӑмсене ирттерсе ярсан, Чернявкин шухӑша кайса хыҫалтан утрӗ. «Хыҫалтан пыма тивет, — шухӑшларӗ вӑл хурлӑхлӑн. — Вӑт выльӑхсем!»

Хӗвел ҫӳле хӑпарсан тин аслӑ ҫул ҫине ҫитрӗҫ. Ольховецсене юр тасатма вӑрман хӗрринчен пуҫласа, мӑрйисенчен халь тӗтӗм мӑкӑрлантарса ларакан пысӑках мар ял патӗнчи сӑрт тӑрринчен анаталла анакан ҫул патне ҫити уйӑрса хунӑ участок лекрӗ. Участока пӗтӗмпех кассӑн-кассӑн кӗрт хӳсе лартнӑ.

Хӗрарӑмсем хуйха ӳкрӗҫ:

— Эй, эй! Кунта шӑмшака ватмалӑх пур!

— Хӑҫан тасатса пӗтерен кунта? Мӗн вӑл, ухмаха ернӗ-и?

— Каҫчен тасатса пӗтермелле тет…

— Халтан каймалла-и? Мур шӑлса кайтӑр!

— Мӗнле пурнӑҫ патне ҫитсе перӗнтӗмӗр: нимӗҫсемшӗн пилӗк авмалла!

— Ан та кала: ҫакӑнса вилсен, ҫакӑнтан авантарах!

Ҫак кун пирвайхи хут тӳпе хура пӗлӗтсенчен тасалчӗ те сивӗ хӗвел ялкӑшса ҫутатма пуҫларӗ. Иртнӗ ҫулхи хӗл пуҫламӑшӗнчи пекех ҫилсӗр сивӗ тӑрать. Ҫара сӑртсем ҫинче, уҫӑ хире тухма хӑяймасӑр, тилӗ пек йӑпшӑнса, ҫӗр ҫумӗнчен юр вӗҫтерет. Вӑл шӑннӑ хыт-хура тунисене хуллен силлентере-силлентере илет. Ҫил-тӑман алхаснӑ вӑхӑтра чӑрӑш чӑтлӑхӗсенчен тухмасӑр ларнӑ ӑсан аҫисем йӳҫӗ папкасемпе тӑранма тата хӗвел ҫинче ӑшӑнма вӑрман хӗрринчи шурӑ хурӑнсем хушшине тухнӑ. Хӗрлӗ куҫхаршиллӗ, йӑлтӑркка хурҫӑран тунӑ евӗр ӑсан аҫисемпе хӑйсене типтерлӗ тытакан сӑрӑ амисем пасарнӑ ҫӳлӗ хурӑнсене сырса илнӗ. Вӗсем шӑршлӑ папкасене ҫӑткӑннӑн сӑха-сӑха илсе, туратсене турткалаҫҫӗ, ҫуначӗсемпе ҫапа-ҫапа шав тӑваҫҫӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫеҫҫӗ; вӗсем сӑрса илнӗ хурӑнсем ҫинчен тӑкӑнакан пас хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса тӑрать.

Ҫултан инҫех мар ҫунса кайнӑ нимӗҫ танкӗ ларать; ӑна ҫил вӗрекен енчен юр хӳсе лартнӑ, тепӗр енче вара — ҫил тивмен лӑпкӑ вырӑн пулса юлнӑ. Ефим Чернявкинӑн пурне те чухлакан куҫӗсем часах ҫак вырӑна кӑмӑлласа пӑрахрӗҫ. Вӑл хӗрарӑмсене вӑрмантан темиҫе ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарттарса килтерчӗ те ҫил тивмен вырӑна кӑвайт чӗртрӗ.

— Ӗҫе тытӑнӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл кӑвайт патӗнче пӗр минутлӑха чарӑнса тӑнӑ хӗрарӑмсене. — Вут умӗнче тӑма килтӗр-и эсир кунта?

Хӗрарӑмсем кӗпӗрленсе ҫул ҫинелле утрӗҫ, унта хӑш-пӗрисем ҫирӗпленсе ларнӑ юра йывӑҫ кӗреҫесемпе каса-каса аяккалла, ҫул хӗрринчи канавсен тепӗр енне, йӑтма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ефим Чернявкинӑн мухмӑра пула пуҫӗ ыратать, кӑмӑлӗ пӑтранать, ҫавӑнпа та пулас унӑн пуҫне хуйхӑллӑ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, мӗнле пурнӑҫ пултӑр-ха унӑн?

Ефим ашшӗ питех пуян мар, анчах Ольховкӑри чи ӑслӑ та чее кулаксенчен пӗри пулнӑ. Нэп ҫулӗсенче вӑл чи малта пыракан ҫынсен шутӗнче хисепленнӗ, агрономиллӗ журналсем ҫырӑнса илнӗ, машинӑсем туяннӑ, тырӑ акса тӗрлӗрен сӑнавсем туса ирттернӗ, машина юлташлӑхӗ йӗркелесе яма тытӑнса пӑхнӑ. Ҫав ҫулсенче никама асӑрхаттармасӑр пуйса кайнӑ та ӗнтӗ вӑл.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ та вара Ефим, — ун чухне вӑл каччӑ пулнӑ. Ашшӗ Ефима комсомола ҫырӑнма хушнӑ тата «унсӑрӑн лайӑх пурнӑҫ» кӗтме ҫукки ҫинчен ӑнлантарса панӑ, анчах Ефимӑн комсомола кӗресси килмен. Ҫав вӑхӑтра ялта мӗнпурӗ те виҫӗ комсомолец кӑна пулнӑ, пурте — ӗмӗрӗпех ҫук пурнӑҫпа пурӑнакан чухӑн килйышран; вӗсем начар тумланса ҫӳренӗ, улахсем вырӑнне кичем «пухусем» ирттернӗ тата хӗрупраҫсем те нумайӑшӗсем вӗсенчен кулнӑ, вӗсем ҫинчен мӑшкӑлласа юрӑсем юрланӑ. Ашшӗ хӑйне комсомола кӗме хушни ҫинчен Ефим хӑй шанчӑксӑр юратнӑ хӗре, Аннӑна каласа парсан, савнийӗ ӑна тӳрех:
— Халь те манӑн сан ҫине пӑхас килмест, комсомола кӗрсен — пӗр утӑм та ан ҫывхар! — тесе пӗлтернӗ.

Ҫавӑнпа та Ефим ашшӗ мӗн хушнине тума килӗшмен. Ашшӗ унӑн мӑнкӑмӑллӑ та хаяр ҫын пулнӑ. Вӗсем хушшинче тавлашу пуҫланса кайнӑ. Ҫак харкашу вара, ашшӗ пӗррехинче Ефима хушнине итлеменшӗн тата хӑй енчӗкӗнчен вунӑ тенкӗ укҫа вӑрланӑшӑн хӗнесе тӑксан, ывӑлӗ килтен тухса тарнипе вӗҫленнӗ.

Ефим виҫӗ ҫул хушши кӳршӗ ялта, хӑйсен хурӑнташӗсем патӗнче пурӑнса ирттернӗ, кайран Аннӑна хӑйне юраттарса, ӑна качча илес шухӑшпа ашшӗпе килӗштерме шутланӑ, — ашшӗ пулӑшмасӑр вӑл хӑйне валли хуҫалӑх йӗркелесе ярайман пулӗччӗ.

Ашшӗ ывӑлӗн сӑмахӗсене итлесе пӗтернӗ те хурлӑхлӑн хирӗҫ каланӑ:

— Кама хунӑ эсӗ, Ефим? Ухмах пулнӑ эсӗ, халь те ҫавах тӑрса юлнӑ! Тупнӑ хӑш вӑхӑтра килмеллине!

— Мӗн тата? — аптраса ыйтнӑ Ефим.

— Мана раскулачить тумалла, акӑ мӗн! — хирӗҫ тавӑрнӑ ашшӗ. — Е йӗри-тавра мӗн пулса иртнине курмастӑн-и? Кай-ха эсӗ, кая юлман чух, тӑван кил-ҫуртран аяккарах. Эсӗ тахҫантанпах уйрӑм тата кулак аҫупа хирӗҫӳллӗ пурӑнатӑн, вӗсем сана тивме тивӗҫлӗ мар. Акӑ сана манӑн юлашки сӑмах: пурнас килет пулсан — колхоза кӗр! Мӗн куҫна чарса пӑрахрӑн? Кӗр, унта мӗнле пурӑнмаллине ху курӑн.

Ашшӗне чӑнах та раскулачить туса Ҫӗпӗре ячӗҫ, Ефима Ольховкӑра хӑварса колхоза илчӗҫ. Часах вӑл Аннӑна качча илчӗ те хӑйӗн хуҫалӑхне йӗркелеме пуҫларӗ.

Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн пӗр ҫул маларах ашшӗ ссылкӑран таврӑнчӗ, — ватӑ, начарланнӑ. Вӑл хӑй чӗринче юхӑнса ҫитнӗ Ольховкӑна курасса шаннӑ, анчах ял унчченхинчен темиҫе хут пуян пурӑннине курнӑ. Никам кӗтмен ҫӗртен, вӑл пуҫтарӑннӑ та, пӗр тумлам куҫҫулӗ тӑкса, каялла Ҫӗпӗре тухса кайнӑ.

Ҫав вӑхӑтранпа Ефим яланах ашшӗ ҫинчен шухӑшлать, ӳкӗнсе ӑшне ҫунтарать, ҫакӑ вара унӑн ахаль те йывӑр та хурлӑхлӑ пурнӑҫне тата ытларах йывӑрлантарнӑ пек туйӑнать.

…Ефим ҫул ҫине ҫаврӑнса пӑхсан, тарӑхнипе хыпӑнса ӳкрӗ: хӗрарӑмсем пурте Ульяна Шутяева тавра пуҫтарӑннӑ та сӑмах ҫаптарса тӑраҫҫӗ. Чернявкин вара, сӑнчӑр вӗҫҫӗн тытса тӑракан йытӑ пек, хашкаса ҫул ҫине чупса тухрӗ, кӑшкӑрашса, ятлаҫса, хӗрарӑмсене хӑйсен вырӑнне хӑваласа ячӗ.

— Эпӗ сире пакӑлтаттаратӑп-ха! Эпӗ сире, выльӑхсене, кӑтартатӑп!

Хӗрарӑмсем текех пуҫтарӑнса тӑмарӗҫ, анчах Чернявкин асӑрхарӗ: вӗсем вӑй хурса ӗҫлемеҫҫӗ. Унӑн вара каллех ҫул ҫине чупса, каллех ҫав ылханлӑ хӗрарӑмсене мӗнпур вӑйран кӑшкӑрса вӑрҫмалла пулчӗ.

Ҫакӑн пек темиҫе хутчен те пулса иртрӗ. Ефим Чернявкин мӗн тумаллине те пӗлмерӗ; ҫула каҫчен тасатса пӗтерес ҫукки ӑна паллӑ ӗнтӗ. «Вӑт выльӑхсем! — тарӑхса шухӑшларӗ Чернявкин. — Комендант килсе тухсан мӗн пулать? Е хӑшне те пулсан хӗнесе илмелле? Хӗнесех пулать! Хӗнемеллех!»

Сасартӑк инҫетрен мотор кӗрлени илтӗнсе кайрӗ.

Хӗрарӑмсем ӗҫлеме пӑрахса хӗвелтухӑҫ енне ҫаврӑнчӗҫ, тӳпенелле пӑхма пуҫларӗҫ.

Чи малтан самолета Фая курчӗ, вара ача пекех кӑшкӑрашса, чӗркуҫҫи таран юр ӑшне путса сиккелеме пуҫларӗ.

— Авӑ, ав унта! Кунталла вӗҫет! Кунта!

Ҫулӑн кашни участокӗнчех хавасланса калаҫни илтӗнсе тӑчӗ. Ульяна Шутяева, кӳршисене ӗнентерсе, каларӗ:

— Тупа та туршӑн, ку пирӗн! Ӑна сассинченех уйӑрса илме пулать. Ӑҫта вӗҫет-ши вӑл? Чӑнах та, кунтах пулас!

Самолет аялараххӑн вӗҫсе пырать. Ку — разведчик. Ҫил-тӑман хыҫҫӑн пирӗн ҫарсем тӑшман йышӑннӑ вырӑна чылай шала кӗрсе, сывлӑшран сӑнас ӗҫе йӗркелесе янӑ: гитлеровецсем хӑйсен резервине передовоя мӗнле ҫитерсе тӑнине, тӗрлӗрен базӑсемпе складсене ӑҫта вырнаҫтарнине сӑнарӗҫ. Уйрӑммӑнах фронт енне пыракан ҫулсене сӑнаса тӑчӗҫ.

Самолет ҫул тӑрӑх вӗҫет.

Совет самолечӗ вӗҫнине курсан, Ефим Чернявкин хӑй вырӑнӗнчен тӑнсӑрланнӑ пек сиксе тӑчӗ те вӑрманалла тапса сикрӗ. Ульяна Шутяева, ҫав самантра ӑнсӑртран унталла ҫаврӑнса Чернявкин чупнине курсан, сӑран алсишӗсемпе хыттӑн шаплаттарса ҫупрӗ:

— Тыт ӑна, тыт! — кӑшкӑрчӗ вӑл шуххӑн.

Чернявкин чупса пынӑ ҫӗртех юр ӑшне тӑрӑнса ӳкрӗ. Ҫул ҫинчисем пӗр харӑссӑн кулса ячӗҫ, кӑшкӑрашрӗҫ, шӑхӑрса та илчӗҫ.

— Акӑ мӗнле пурнӑҫ патне ҫитсе тӑрӑнчӗ! — терӗ Ульяна Шутяева. — Хӑравҫӑ вӑл, ухмахран та ухмах! Пуҫӗпе шухӑшласа пӑхасчӗ: унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ те пирӗн ҫывӑхра ҫеҫ вӗт! Пире тивмеҫҫех ӗнтӗ!

Хыҫалта тӑракан хӗрсен сассисем янӑраса кайрӗҫ:

— Пӑх-ха! Пӑх!

— Листовкӑсем пӑрахать!

Хӗрарӑмсем шавлама пуҫларӗҫ, ҫул тӑрӑх чупкалама тытӑнчӗҫ. Самолет ҫул айккинчен вӗҫсе иртрӗ, вара шупка хӗрлӗрех листовкӑсем самолетран юлса, сывлӑшра вӗлтӗртетме пуҫларӗҫ. Сасартӑк ҫил хумӗ лекрӗ, листовкӑсене хӑвӑртраххӑн вӗлтӗртеттерме тытӑнчӗ те, вӗсем чайкӑсен ушкӑнӗ пек, ҫул ҫинелле вӗҫрӗҫ. Анчах вӗсем аялалла хуллен анчӗҫ. Хӗрарӑмсем пӑшӑрханма пуҫларӗҫ:

— Ай, вӗҫсе иртеҫҫӗ!

— Ҫил вӗҫтерет вӗт! Ай, мӗнле вӗҫтерет!

— Вӑрманалла, вӑрманалла анаҫҫӗ!

Чӑнах та: листовкӑсене ҫул енчен вӑрманалла вӗҫтерет. Ульяна Шутяевӑпа хӗрарӑмсем листовкӑсем анакан лапамалла чупрӗҫ.

Хӗрарӑмсене каялла килекен Ефим Чернявкин, вӗсем кулнипе вӑтаннӑскер, тарӑхнӑскер, хирӗҫ пулчӗ. Вӑл пӗр шарламасӑр Ульянӑна кӑкӑрӗнчен ҫапса ҫӗре ӳкерчӗ.

— Акӑ сана, выльӑх! Кӑшкӑрса тӑрантӑн-и? Тата кирлӗ-и? — тесе ыйтрӗ те, аллисене ҫӗклесе, хӗрарӑмсене хирӗҫ утрӗ. — Чарӑнӑр, йӗксӗксем, атту чунӑрсене тӑпӑлтарса кӑларатӑп! Каялла утӑр! Каялла, унсӑрӑн… Вулаттаратӑп эпӗ сире, выльӑхсем!

Виҫӗ листовка хӗрарӑмсенчен инҫех мар ӳкрӗҫ. Вӗсене ҫил юр шӑлса лартнӑ лапам тӑрӑх вӗҫтерет. Фая хӑйӗн тантӑшӗсемпе пӗр листовка хыҫҫӑн чупрӗ, анчах вӗсене Чернявкин кӑшкӑрса чарчӗ.

— Чарӑнӑр, йӗксӗксем! Каялла кайӑр!

Тепӗр листовкине ҫав хушӑра Марийка урипе пусса юр айне пытарчӗ. Ҫакна асӑрхаса юлнисем пурте хӗпӗртесе ӳкрӗҫ: тинех пулчӗ! Пурте вара, Чернявкина хӑйсем патнелле илӗртес тесе, пӗр харӑс калаҫма пуҫларӗҫ, анчах вӑл, Марийка ҫумӗпе иртсе пынӑ чух, сасартӑк ӑна хулпуҫҫипе тӗртсе ӳкерчӗ те, юр ӑшӗнчи листовкӑна, пӑхмасӑрах, лӳчӗркесе тӑкрӗ.

— Тутанса пӑхрӑр-и?

Вӑл, танк патне пырса, листовкӑна вутта пӑрахрӗ, Хӗрарӑмсем йывӑррӑн сывларӗҫ, Марийка вара кӳреннипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе:
— Ухмах эсӗ, Ефим! Тӗрӗслӗхе вут ҫинче ҫунтараймастӑн вӗт! — терӗ.

Пӗр сехете яхӑн ним шарламасӑр ӗҫлерӗҫ.

Ульяна Шутяева патне Паня Горюнова пырса тӑчӗ. Вӑл, танк патӗнче мӑкӑрланакан вут ҫине пӑхса, пӑшӑлтатрӗ:

— Пӗрне тытрӑм…

— Листовкӑна-и?

Паня Горюнова пуҫне сулса илчӗ.

— Паня, чунӑм, вӑт маттур! Мӗн ҫинчен ҫырнине пӑхса илеймерӗн-и?

— Сталин сӑмахӗ. Праҫникре каланӑ, парадра…

— Мускавра-и? Пытар! Никама та ан кала!

Ҫак секундсенче Ульяна Шутяева чӗри кӑварпа тулнӑ пекех пулчӗ. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ хыпарсем илтмерӗ пулӗ вӑл ҫак самантра! Мускав ӗмӗр мӗнле тӑнӑ ҫавӑн пекех тӑнине, Сталин Мускавра иккенне, Хӗрлӗ площадьре ҫар парачӗ пулнине пӗлчӗ вӑл… Хӑй мӗн пӗлнине мӗн тери каласа парасси килчӗ унӑн! Анчах шарлама юрамасть. Ҫула тасатса пӗтериччен шарламалла мар. Сталин Хӗрлӗ площадьре мӗн каланине килте, Ольховкӑра кӑна, пӗлме пулать… Анчах каҫ пулассине мӗнле кӗтсе илмелле-ха?

Ҫук, кӗтме хал ҫитмест. Пӗртен-пӗр май кӑна юлать: ҫула хӑвӑртрах тасатса пӗтермелле те киле таврӑнмалла. Ульяна вара, сывлӑш ҫавӑрма чарӑнсан, хӗрарӑмсене пуҫтарса, хыттӑн каларӗ:

— Акӑ мӗн, хӗрарӑмсем: айтӑр пикенерех ӗҫлер!

Хӗрарӑмсем шӑннӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене кӑшлама пӑрахрӗҫ.

— Ма тӗлӗнетӗр? — ыйтрӗ Ульяна. — Кирек мӗнле кутӑнлансан та, хамӑра уйӑрса панӑ участока тасатса пӗтермеллех! Паян мар-тӑк, ыран. Апла пулсан, айтӑр хӑвӑртрах ӗҫлесе пӗтерер те киле каяр. Ну, мӗн шутлатӑр?

Хӑйсем патне Ефим Чернявкин пырса тӑнине никам та асӑрхаса илеймерӗ. Вӑл Ульяна Шутяева мӗн каланине илтрӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан ҫӗнтерӳҫӗ пек мӑнаҫлӑн:
— Ӑхӑ, ӑнланса илтӗн иккен, ухмах тунката! Тахҫанах ҫапла кирлӗччӗ, — терӗ те, пуҫне мӑнкӑмӑллӑн каҫӑртса тата аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, айккинелле пӑрӑнса кайрӗ.

Васкарах ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Часах, вулӑс коменданчӗ Гобельман хушнипе, ольховецсен участокне ытти ялсенчен нумай халӑх хӑваласа килчӗҫ. Ҫак участок иртсе ҫӳреме чӑрмантарса тӑнӑ. Аслӑ ҫула хӗвел аниччен тасатса пӗтерчӗҫ.

Ҫак хушӑра вӑрман хӗрринче нимӗҫсен колонни курӑнса кайрӗ. Малта вӑрӑм аркӑллӑ ҫӳхе шинель тӑхӑннӑ салтаксем утаҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче обоз пырать; пьедесталсем ҫинчен антарнӑ евӗр кӑнттам, пасарнӑ лашасем тӑнкӑртатакан урапасене, чакӑртатакан ҫунасене тата тӗтӗм мӑкӑрлантаракан йывӑр кухньӑна туртса пыраҫҫӗ.

— Акӑ вӑт, вӗсем валли тасатса патӑмӑр, — пӑшӑлтатрӗ Марийка.

— Эсӗ кай-ха кунтан, — терӗ Ульяна Шутяева, ӑна чавсипе тӗртсе. — Айккинерех пӑрӑн, ан курччӑр…

— Мӗншӗн?

— Эсӗ сивӗре хитреленсе кайнӑ. Мӑкӑнь чечекӗ пекех ялкӑшса тӑратӑн, чӑнах! Пӑх-ха, мӗнлескерсем вӗсем…

Колхозницӑсен пысӑк ушкӑнӗ ҫулӑн икӗ айккине чакса тӑчӗ. Калаҫма чарӑнчӗҫ. Нимӗҫ салтакӗсем аттисемпе юра чӑкӑртаттарса икӗ енне уйрӑлса тӑнӑ хӗрарӑмсем хушшипе иртсе пычӗҫ. Нимӗҫсем, вӑрманти йывӑҫсем ҫине пӑхмасӑр иртсе килнӗ пекех, хӗрарӑмсем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ, — вӗсем кунӗпе походра пулса самаях ывӑнса ҫитнӗ, халь апат ҫиесси ҫинчен тата выртса ҫывӑрасси ҫинчен кӑна шухӑшланӑ.

Сасартӑк пӗр салтакӗ, хӑйне хыҫӗнчен шӑтарас пек пӑхнине туйса, хӗрарӑмсем ҫине пӑхса илчӗ, ун хыҫҫӑн тепри, виҫҫӗмӗш… Хӗрарӑмсем, кӗреҫисем ҫине тӗрӗнсе, стройри салтаксем пекех тӑраҫҫӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те хускалса илесшӗн е сӑмах чӗнесшӗн пулнине палӑртмасть. Ку аванах курӑнать, мӗншӗн тесен вӗсен пит-куҫӗсене анакан хӗвел ҫути лайӑх ҫутатать. Анчах вӗсем чӗмсӗрленсе тӑнинче тата тинкерсе пӑхнинче темӗн пур, ҫавна пула нимӗҫсем хӑракаласа таврана пӑхкалама пуҫларӗҫ. Колоннӑра харкашса команда панисем илтӗнчӗҫ, вара нимӗҫ салтакӗсем, автомачӗсемпе тата амуницийӗсемпе чӑнкӑртаттаркаласа, васкарах утма тытӑнчӗҫ. Малалла шӑвакан колоннӑна кӗтмен ҫӗртен шиклӗх пусса илни палӑрчӗ, ҫакӑн пек шиклӗх салтаксем передовой ҫывӑхӗнчи пӗлмен вырӑнсемпе ҫӗрлехи маршпа иртсе пынӑ чух кӑна пулкалать.

Хӗрарӑмсем вара, кӗреҫисем ҫине тӗрӗнсе, пӗр хускалмасӑр, нимӗҫсем ҫине шӑппӑн пӑхса тӑчӗҫ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех