Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакла сăмах пирĕн базăра пур.
хакла (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хакла ларать!

Дорого обойдется!

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Сире ку пит хакла ларӗ!

— Это вам дорого обойдется!

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хакла ларнӑ партизансене ҫӗнтерӳ.

Дорого далась партизанам победа.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах пит хакла ларчӗ партизансене ку хӑюллӑ вылазка.

Но дорого обошлась партизанскому отряду эта смелая вылазка.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах вӑл мана питех те хакла ларчӗ!

Зато и дорого же она мне обошлась.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах ҫак сӑнав мана питӗ хакла ларчӗ.

Но свой опыт я приобрел дорогой ценой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӑлхар юнӗн кашни тумламӗ сирӗншӗн пит хакла ларӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Дорого вы заплатите за каждую каплю болгарской крови!

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑнта вӑл хӑйӗн пурнӑҫне хакла пама шут тытрӗ.

Здесь он приготовился дорого продать свою жизнь.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!

Лопухов возвратился с Павлом Константинычем, — сели; Лопухов попросил ее слушать, пока он доскажет то, что начнет, а ее речь будет впереди, и начал говорить, сильно возвышая голос, когда она пробовала перебивать его, и благополучно довел до конца свою речь, которая состояла в том, что развенчать их нельзя, потому дело со Сторешниковым — дело пропащее, как вы сами знаете, стало быть, и утруждать себя вам будет напрасно, а впрочем, как хотите: коли лишние деньги есть, то даже советую попробовать: да что, и огорчаться-то не из чего, потому что ведь Верочка никогда не хотела идти за Сторешникова, стало быть, это дело всегда было несбыточное, как вы и сами видели, Марья Алексевна, а девушку во всяком случае надобно отдавать замуж, а это дело вообще убыточное для родителей: надобно приданое, да и свадьба сама по себе много денег стоит, а главное, приданое; стало быть, еще надобно вам, Марья Алексевна и Павел Константиныч, благодарить дочь, что она вышла замуж без всяких убытков для вас!

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Юсав пире хакла ларать.

Ремонт нам влезет в копеечку…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Турри мана ӑсран катӑкрах ывӑл пачӗ, вӑл мана пулӑшас ҫын мар, ҫынна тара тытас — хакла ларать…

Сына мне бог дал умом тронутого, он не пособник, человека нанимать — дорого…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хакла ларчӗ мана унта пулса курни!

Дорого мне стоило быть там!

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Питӗ хакла ларчӗ вӑл мана… ҫапла ҫав.

Дорого он мне стал… да.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Питӗ хакла ларатчӗ ку вӗсемшӗн.

Это им дорого стоило.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Вӑл ҫакна хакла хунӑ, хӑйне ҫакӑнта, шывпа сывлӑш хушшинче, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ шухӑш хӑйӗн ҫивӗчлӗхне, пурнӑҫ — хӑйӗн хакне ҫухатакан ҫӗрте, лайӑх ҫын пек курӑнма юратнӑ.

Он ценил это и любил видеть себя лучшим тут, среди воды и воздуха, где думы о жизни и сама жизнь всегда теряют — первые — остроту, вторая — цену.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Эсӗ хушса панинчен ытларах унта ҫӳресе атӑ ҫӗтни хакла ларать.

— Туда сапог больше изобьешь, чем ты прибавишь.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кун пек тусан вӗсем хакла лараҫҫӗ, вӑхӑчӗ те нумай иртет, тата, ку — чи кирли, вӗсене пысӑк пахалӑхпа пухса хатӗрлеме пултарӑпӑр-и?

Но ведь это будет стоить дорого, займет много времени и — самое главное — не всегда удастся собрать так, как это сделано на заводе.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Хакла ларать пулин те Арчибальд хӗрӗх ҫул ӗнтӗ ҫак сигарӑна ҫеҫ туртать.

И тем не менее вот уже сорок лет Арчибальд курил только эти сигары.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Хакла Петр Сергеевичӑм!

Дорогой мой Пётр Сергеевич!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна тӑвасси малтан шутланинчен нумай хакла ларнӑ.

Постройка оказалась гораздо дороже, чем он предполагал по смете.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех