Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуннӑмӗш сыпӑк

Пай: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 15:00

Пуплевӗш: 248; Сӑмах: 2564

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Робинзон тинӗсре ҫӗмӗрӗлсе арканнӑ карап ҫинчен япаласем кӑларать. — Утрава вӑл тӗплӗн пӑхса тухать. — Робинзон чирлет, тунсӑхлама тытӑнать

Майӑн 1-мӗшӗ. Паян ирхине, тинӗс шывӗ чакнӑ вӑхӑтра, эпӗ ҫыран хӗрринче темӗнле пысӑк япала куртӑм. Аякран вӑл пичке пек курӑнса выртать. Мӗн пулнине пӑхма кайрӑм та вӑл чӑнах та пичке пулнине пӗлтӗм.

Ҫавӑнтах тата карап ванчӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Вӗсене хумсем кӑларса пӑрахнӑ пулас. Тинӗселле пӑхрӑм та карап кӑшкарӗ ҫеҫ ларнине куртӑм. Вӑл мана шыв ҫийӗн ахаль чухнехинчен мӑкрӑларах тӑнӑн курӑнчӗ.

Пичкере тар пулнӑ, анчах вӑл пӗтӗмпех йӗпенсе хытса ларнӑ. Эпӗ пурпӗрех ӑна, хумсем тинӗселле юхтарса ан кайччӑр тесе, ҫӳлелле кӑлартӑм та, хам вара типсе юлнӑ ӑшӑх вырӑнпа карап патне, унта мӗн те пулин мана кирлӗ япала ҫук-ши тесе, пӑхма кайрӑм.

Ҫывӑхарах пырсан, карап малтанхинчен урӑхларах ларнине куртӑм. Карап хӳри тахҫанах татӑлса кайнӑ, халӗ ӑна хумсем аяккалла сирпӗтнӗ те вакласа-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Унӑн сӑмси, ӗлӗк хӑйӑр ӑшнех касса кӗнӗскер, халӗ сахалтан та ултӑ фут чухлӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Кунсӑр пуҫне, карап хӳри палуба енчен хӑйӑрпа витӗннӗ, ҫав тӗлтех тата ҫыран еннелле хӑйӑр хывса лартнӑ. Ҫапла вара, эпӗ карап ҫывӑхнех пыма пултартӑм. Ӗлӗк, вулакан астӑвать ӗнтӗ, ун патне кӗрес пулсан, манӑн ишме тиветчӗ. Карап мӗн пирки ҫавӑн пек улшӑнса ларнине эпӗ нумайччен ӑнланса илеймерӗм, кайран тин пӗлтӗм: ку ҫӗр чӗтренӗрен ҫавӑн пек пулнӑ иккен.

Ҫӗр чӗтрени карапа ҫӗмӗрсе-аркатса тӑкнӑ, ҫавӑнпа шыв хумӗпе ҫыран хӗррине кашни кунах карапӑн уҫӑ трюмӗнчен тӗрлӗ япаласем килсе выртаҫҫӗ.

Караппа ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртни мана нумай шухӑшлаттарчӗ. Эпӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ вырӑна куҫасси ҫинчен шухӑшлама та пӑрахрӑм. Тепӗр кунне кунӗпех карапӑн шалти пӳлӗмӗсене мӗнле кӗресси ҫинчен шухӑшласа ҫӳрерӗм. Ку — ҫӑмӑл ӗҫ мар, мӗншӗн тесен карапӑн пӳлӗмӗсене пурне те хӑйӑр кӗрсе тулнӑ. Ҫапах та ку мана хӑратмарӗ: халӗ ӗнтӗ эпӗ йывӑрлӑхсем умӗнче чакмастӑп, тем пулсан та хӑраса ӳкместӗп. Манӑн пурнӑҫра кирек мӗнле япала та усӑллӑ пулма пултарать тесе, эпӗ карапа сӳтсе ҫыран ҫине пайӑн-пайӑн кӑларма тытӑнтӑм.

Майӑн 3-мӗшӗ. Карап ҫине пӑчкӑ илсе кӗтӗм те унӑн хӳри вӗҫӗнчи тытӑнса юлнӑ пайӗсене касса татма хӑтланса пӑхрӑм, анчах ку ӗҫе пӑрахма тиврӗ, мӗншӗн тесен тинӗс тулма тытӑнчӗ.

Майӑн 4-мӗшӗ. Вӑлтапа пулӑ тытма кайрӑм, анчах ӑнӑҫлӑ пулмарӗ, тытнӑ пулӑсем пӗри те ҫиме юрамаҫҫӗ. Ку мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, киле кайма тӑнӑччӗ, анчах вӑлтана юлашки хут шыва ывӑтрӑм та, пӗр пӗчӗк дельфин ҫакланчӗ. Ҫакӑ мана питех те савӑнтарчӗ. Вӑлтине эпӗ хамах турӑм; ҫиппине кивӗ вӗрен сӳсӗнчен пӗтӗртӗм, вӗҫне пралук татӑкӗ кукӑртса лартрӑм. Вӑлтам чаплах мар пулин те, хӑш чухне пулӑ нумаях тытаттӑм, пуллине тӑраничченех ҫиеттӗм. Малтан пулӑсене хӗвел ҫинче типӗтеттӗм, унтан вара ҫиеттӗм.

Майӑн 5-мӗшӗ. Карап ҫинче ӗҫлерӗм. Бимса пӑчкӑпа касса татрӑм; палубӑран виҫӗ пысӑк чӑрӑш хӑма хӑйпӑтса илтӗм, вӗсене пӗрле ҫыхрӑм та, тинӗс тулсан, сулӑпа ҫыран хӗррине ишсе тухрӑм.

Майӑн 24-мӗшӗ. Халӗ те карап ҫинче ӗҫлетӗп.

Трюмри япаласем пӗр ҫӗре хӗсӗнсе ларнӑ; эпӗ вӗсене хӑйсен вырӑнӗсенчен лумпа сиктертӗм, хӑйпӑтса илтӗм. Тинӗсре шыв тулсанах, ҫав япаласем: темиҫе пичке, икӗ матрос арчи тата ыттисем те, — ҫӳле ҫӗкленчӗҫ. Анчах эпӗ вӗсене илсе тухаймарӑм, мӗншӗн тесен ҫил ҫыран енчен вӗрнипе вӗсем тинӗс варринелле юхса кайрӗҫ. Акӑ паян ҫил ҫаврӑнчӗ, тинӗс хумӗсем ҫыран хӗррине пӗр пысӑк пичке кӑларса пӑрахрӗҫ. Вӑл пичкере Бразилирен илсе килнӗ сысна какайӗ пулнӑ. Анчах вӑл ҫиме юрӑхсӑр иккен, мӗншӗн тесен пичкене тӑварлӑ шывпа хӑйӑр нумай кӗрсе тулнӑ.

Июнӗн 16-мӗшӗ. Ҫыран хӗрринче пысӑк тимӗр шапа тупрӑм. Ку вӑхӑтчен эпӗ кунта тимӗр шапа нихҫан та курманччӗ.

Июнӗн 17-мӗшӗ. Тимӗр шапана кӑвар ҫине пӑрахса пӗҫертӗм. Ун ӑшӗнчен утмӑл ҫӑмарта тухрӗ. Кун пек тутлӑ апат эпӗ хам ӗмӗрте нихҫан та ҫисе курман!

Тӗлӗнмелли те ҫук: паянччен эпӗ утрав ҫинче качака ашӗпе кайӑк-кӗшӗксемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫимен.

Июнӗн 18-мӗшӗ. Иртен тытӑнса каҫченех ҫумӑр ҫурӗ, эпӗ килтен ниҫта та тухаймарӑм. Мана кунӗпех шӑнтать. Кунта сивӗ ҫумӑр пулмасть пулсан та, мана темӗншӗн сивӗ пек туйӑнать, ҫӳҫентерсе илет.

Июнӗн 19-мӗшӗ. Ҫаплах сывалаймастӑп: сивӗпе чӗтретӗп, хӗллехи пек шӑнтать.

Июнӗн 20-мӗшӗ. Ҫӗрӗпех чӑлӑм куҫ хупмарӑм: пуҫ ыратать, сивчир тытать.

Июнӗн 21-мӗшӗ. Пӗтӗмпех йывӑрланса ҫитрӗм! Йӑлтах чирлесе ӳкесрен, халран кайса выртасран хӑратӑп! Чирлесе ӳксен вара мӗн тӑвас-ха?

Июнӗн 22-мӗшӗ. Мана паян ҫӑмӑл пек туйӑнать, анчах нумайлӑха-ши — пӗлместӗп.

Июнӗн 24-мӗшӗ. Паян чылай ҫӑмӑлрах туятӑп.

Июнӗн 25-мӗшӗ. Сивчир тем пекех хытӑ тытать. Ҫичӗ сехет хушши силлерӗ — темиҫе хутчен шӑнтрӗ, вӗрилентерчӗ. Кайран йӗп-йӗпе тара ӳкрӗм, пӗлми пулса выртрӑм
Июнӗн 26-мӗшӗ.
Паян мана ҫӑмӑлрах. Манӑн аш-пӑш пӗтӗмпех пӗтрӗ, ҫавӑнпа, чир хыҫҫӑн вӑй ҫук пулин те, сунара кайма тиврӗ. Качака персе вӗлертӗм, ӑна аран-аран киле сӗтӗрсе ҫитертӗм. Пӗр татӑк ашне кӑвар ҫине хурса пӗҫертӗм те ҫирӗм. Яшка пӗҫерессӗм килчӗ, анчах манӑн нимӗнле савӑт-сапа та ҫук.

Июнӗн 27-мӗшӗ. Каллех сивчир силлет, калама ҫук хытӑ силлет, эпӗ кунӗпех ним ҫимесӗр, ӗҫмесер выртрӑм. Тем пекех ӗҫес килет, анчах шыв ӑсма тӑрса каяймастӑп.

Июнӗн 28-мӗшӗ. Каҫхине шыв ӗҫес килнипе аптрарӑм, анчах палаткӑра та, ҫӗрпӳртре те шыв пӗр тумлам та пулмарӗ, ҫавӑнпа ирчченех асапланма тиврӗ. Ир еннелле ҫеҫ ҫывӑрса кайрӑм. Хама валли эмел — табак шывӗпе ром — хатӗрлерӗм. Ҫав эмеле ӗҫрӗм те, манӑн ӑш пӑтранса кайрӗ. Ҫапах та кӑштах ҫӑмӑл пек туйӑнчӗ.

Июнӗн 30-мӗшӗ. Паян хама хам сывӑ ҫын пекех туйса кун каҫрӑм. Шӑнтмарӗ. Пӑшалпа тухса ҫӳрерӗм, анчах нумай вӑхӑта мар: инҫе кайма хӑрарӑм. Кӑнтӑрлахи апат валли тимӗр шапа ҫӑмартисем хатӗрлерӗм, вӗсене питӗ юратса ҫирӗм.

Каҫхине хайхи хама пулӑшнӑ эмелех ӗҫрӗм.

Ҫапах та тепӗр кунне, июлӗн 1-шӗнче, эпӗ каллех сывмарлантӑм; ӗлӗкхи пекех йывӑр мар пулин те, мана татах шӑнтса пӑрахрӗ.

Июлӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа сивчир урӑх тытмарӗ. Ҫапах та эпӗ ик-виҫ эрнерен ҫеҫ сывалса ҫитрӗм…

Ҫапла пурӑнтӑм эпӗ ҫав кичем утрав ҫинче вунӑ уйӑх хушши. Вӑл пурнӑҫран хӑтӑлма нимӗнле май та ҫуккине эпӗ лайӑх ӑнланса ҫитрӗм, манччен малтан ҫак вырӑна никам ури те килсе пусманнине ӗненсех тӑтӑм.

Халӗ, килӗм тавра тӗреклӗ хӳме туса хунӑ хыҫҫӑн, эпӗ хам пурӑнакан утрава тӗплӗн сӑнаса тухма шутларӑм, унта мӗнле те пулин ҫӗнӗ чӗрчунсем, йывӑҫ-курӑксем пуррипе ҫуккине пӗлес терӗм. Вӗсем маншӑн усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ.

Июлӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утрава пӑхса тухма тытӑнтӑм. Чи малтан эпӗ хамӑн суллӑмсемпе чарӑннӑ, бухтӑна кайрӑм. Бухтӑна пӗр пӗчӗк ҫырма юхса кӗрет. Ҫак ҫырма тӑрӑх ҫӳлелле пӗр-ик миля кайсан, акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: кунта тап-таса ӗҫмелли шыв юхса выртать, ҫапла вара тинӗс ку тӗле, тулнӑ чух та, хӑпарса ҫитеймест. Хӑшпӗр ҫӗрте ҫырмари шыв типсе ларнӑ, — ку ӗнтӗ халӗ ҫанталӑк уяр тӑнинчен килет.

Ҫырма ҫыранӗсем лутра, шывӗ илемлӗ улӑх тӑрӑх юхса выртать. Йӗри-тавра ҫӳллӗ те ҫӑра симӗс курӑк ӳсет. Леререх, сӑрт айккинче, табак кашласа ларать.

Шыв ҫырантан тухса сарӑлса кайнӑ чух та кунтах ҫитеймест пулмалла, ҫавӑнпа та табак ытла та вӑйлӑ хунаса кайнӑ. Ҫак вырӑнта эпӗ урӑх курӑксем те тӗл пултӑм, вӗсене эпӗ ӗлӗк ниҫта та курман. Мӗне юрӑхлине пӗлнӗ пулсан, вӗсемпе усӑ курнӑ пулӑттӑм.

Эпӗ кассава йывӑҫҫине шырарӑм. Шӑрӑх ҫӗрте пурӑнакан индеецсем унӑн тымарӗнчен ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ. Ку йывӑҫа эпӗ тупаймарӑм. Ун вырӑнне алоэ курӑкӗпе сахӑр хӑмӑшӗ тупрӑм. Анчах алоэ курӑкӗнчен мӗнле те пулин апат хатӗрлеме пулнине пӗлмерӗм, ку сахӑр хӑмӑшӗнчен сахӑр тума ҫук иккен, мӗншӗн тесен вӑл хирте хӑй тӗллӗн, акмасӑрах ӳснӗ пирки унӑн сахӑр сӗткенӗ ҫук.

Тепӗр кунне, июлӗн 16-мӗшӗнче, эпӗ каллех ҫав вырӑнсенче пултӑм, улӑх вӗҫнех ҫитсе куртӑм. Унта эпӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ тупрӑм. Пуринчен ытла мӑн хӑяр (дыня) нумай тӗл пултӑм. Йывӑҫсем тавра иҫӗм ҫырли йывӑҫҫисем явӑнса ӳсеҫҫӗ, ҫӳлте пиҫсе ҫитнӗ ҫырла ҫупкӑмӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫимӗҫе курсан, эпӗ тӗлӗнтӗм те, савӑнтӑм та. Иҫӗм ҫырли питех те пылак иккен. Эпӗ ку ҫырлана ҫителӗклӗ таран пуҫтарас терӗм. Хӗвел ҫинче ҫакса типӗтес те апат-ҫимӗҫе хурса тӑмалли чӑланра упрас — типӗтнӗ иҫӗм сывлӑха та усӑллӑ, тути те аван!

Иҫӗм ҫырлин ҫупкӑмӗсене, май килнӗ таран ытларах пуҫтарса, йывӑҫсем ҫине ҫакса тухрӑм.

Ҫав кун эпӗ ҫӗр выртма киле таврӑнмарӑм. Манӑн вӑрманта юлас килчӗ. Тискер кайӑксем тапӑнасран шикленсе, эпӗ ку ҫӗре, ҫак утрав ҫинче пирвайхи каҫа ирттернӗ пекех, йывӑҫ ҫинче ларса ирттертӗм.

Ҫывӑрма тем пекех канлӗ ҫывӑртӑм, тул ҫутӑлсан вара малалла утрӑм. Эпӗ ӗнерхи пекех ҫурҫӗр еннелле ҫул тытрӑм, малалла тепӗр тӑватӑ миля таран кайрӑм. Ҫул вӗҫне ҫитсен, питех те лайӑх улӑха тухрӑм. Пӗр сӑрт тӑрринчен пӗчӗк шыв юхса анать, шывӗ таса та сивӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫнелле юхать.

Эпӗ улӑх тӑрӑх утрӑм. Икӗ аяккинче те сӑрт. Йӗри-тавра сип-симӗс ҫаран, темӗн чухлӗ чечек, вӗсен тутлӑ шӑрши таврана сарӑлнӑ. Эпӗ ҫын лартса ӳстернӗ пахчари пекех пыратӑп. Кашни тӗм, кашни йывӑҫ, кашни чечек тӗлӗнмелле паха тум тӑхӑннӑ. Кунта кокос пальмисем, апельсин, лимон йывӑҫҫисем нумай ӳсеҫҫӗ, анчах вӗсем ҫын лартса ӳстернӗскерсем мар — лартмасӑрах ӳсекенскерсем. Ҫимӗҫӗсем хӑшпӗр йывӑҫ ҫинче ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ. Эпӗ симӗс лимонсем татрӑм та кайран лимон сӗткенне шыв ҫине ярса ӗҫрӗм. Ҫак шыв ман ӑша питех те уҫӑлтарса ячӗ, сывлӑхшӑн усӑллӑ пулчӗ.

Виҫӗ кун иртсен ҫеҫ эпӗ киле таврӑнтӑм (халӗ ӗнтӗ эпӗ хамӑн палаткӑпа ҫӗрпӳртӗме «кил» тетӗп), ҫав тӗлӗнмелле илемлӗ улӑх ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм, унӑн паха вырӑнӗ ҫинчен, унти вӑрмансем, улма-ҫырла йывӑҫҫисем ҫинчен, ҫав улӑх сивӗ ҫилсенчен хӳтӗ вырӑнта пулни ҫинчен, унта мӗн чухлӗ таса та лайӑх ҫӑлкуҫӗсем пулни ҫинчен шухӑшларӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ акӑ мӗн куртӑм: пӳрт лартнӑ вырӑн утрав ҫинче чи начар вырӑн иккен. Ҫакна пӗлсен, эпӗ ҫав симӗс улӑха, улма-ҫырласем нумай ҫӗре пурӑнма куҫасси ҫинчен ӗмӗтленме пуҫларӑм. Ҫав улӑхра юрӑхлӑ вырӑн тупмалла, ӑна тискер кайӑксем тапӑнасран хӳтӗлемелле, терӗм хама хам.

Ку шухӑш мана нумайччен канлӗх памарӗ: паха улӑхри ешӗл-симӗс ӳсентӑран мана хӑй патне чӗнсех тӑрать. Ҫавӑнта куҫас ӗмӗт мана питех те хытӑ савӑнтарчӗ. Анчах, вӑл плана тӗплӗн тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн, кунта палаткӑран яланах тинӗс курӑнса тӑнине тата пурнӑҫӑм улшӑнасса кӑшт та пулин шанма май пулнине шута илсен, ҫакӑн пек шухӑшларӑм: пур енчен те сӑртсемпе вӑрмансем хупӑрласа тӑракан улӑха, тем пулсан та, каймалла мар, терӗм. Хумсем ман евӗр мӗскӗн ҫулҫӳрекене, тинӗсре инкек тӳсекене, ҫак утрав ҫине кӑларса пӑрахма пултараҫҫех, ҫав мӗскӗн кирек кам пулсан та, эпӗ ӑна чи ҫывӑх тус вырӑнне хурӑп. Паллах, ӗҫ шӑп ҫакӑн пек килсе тухасса шанма ҫук, анчах утрав варринче, тусемпе вӑрмансем хушшинче, тинӗсрен аякра, пурӑнни ӗмӗрлӗхех тӗрмере хупӑнса ларнипе, ирӗке тухас ӗмӗте мӗн виличченех манӑҫа хӑварнипе пӗрех.

Ҫапах та эпӗ хамӑн улӑха ҫав тери юратрӑм, июль уйӑхӗ вӗҫӗнче эпӗ пӗрмаях унта пурӑнтӑм, улӑхра пурӑнма тепӗр вырӑн турӑм. Улӑхра эпӗ ӳпле лартрӑм, ун тавра икӗ рет тӗкме тытса ҫын ҫӳллӗш хӳме турӑм, тӗкмесем хушшине ҫапӑсем тултартӑм. Шала кӗрсе тухма, малтанхи вырӑнти пекех, пусма турӑм. Ҫапла вара, эпӗ кунта та тискер кайӑксенчен хӑрамасӑр пурӑнтӑм. Ҫӗнӗ вырӑн мана питех те килӗшрӗ, хӑш чухне эпӗ унта темиҫе талӑк пурӑнаттӑм, ик-виҫ каҫ умлӑ-хыҫлӑн ӳплере ҫывӑраттӑм, кунта мана сывлама та ирӗкрехчӗ.

«Халӗ манӑн тинӗс хӗрринче пӳрт пур, вӑрман-та — дача», — теттӗм эпӗ хама хам. Ҫав дачӑна йӗркелес ӗҫ мӗн август уйӑхӗ пуҫланичченех пычӗ.

Ҫакса тухнӑ иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем пӗтӗмпех типсе кайнине эпӗ августӑн 3-мӗшӗнче асӑрхарӑм.

Халӗ вӗсене пухма тытӑнтӑм. Васкама тиврӗ, мӗншӗн тесен, вӗсене васкаса пухмасан, ҫумӑр йӗпетме пултарать, ҫумӑр йӗпетсен вара манӑн хӗл каҫма хатӗрленӗ ҫимӗҫ пӗтет. Иҫӗм ҫырли манӑн нумай — икҫӗр ҫупкӑм. Йывӑҫ ҫинчен иҫӗмӗн юлашки ҫупкӑмне илсенех хура пӗлӗтсем ҫӗкленсе тухрӗҫ те, вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ. Ҫумӑр пӗр чарӑнмасӑр икӗ уйӑх хушши ҫурӗ: августӑн 14-мӗшӗнче пуҫланчӗ те октябрӗн 15-мӗшчен пычӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тӗнчене шыв тулнӑ пекех туйӑнатчӗ, ҫакӑн чухне эпӗ темиҫе кун хушши ҫӗрпӳртрен тухмасӑр лартӑм.

Ҫак кунсенче, манӑн телее, килйыш хутшӑнчӗ. Кушаксенчен пӗри тахҫанах килтен тухса кайнӑччӗ. Вӑл таҫта ҫухалса ҫӳрерӗ. Эпӗ ҫав кушак вилнӗ пулӗ тесе пӑшӑрханса пурӑнаттӑм. Август уйӑхӗн вӗҫӗнче кушакӑм килчӗ кӗчӗ, хӑйпе пӗрле виҫӗ ҫӑвӑр ертсе килчӗ.

Августӑн 14-мӗшпе 26-мешӗ хушшинче ҫумӑр чарӑнмарӗ. Эпӗ килтен тухса ҫӳременпе пӗрех, мӗншӗн тесен сивчир хыҫҫӑн ҫумӑрпа йӗпенсе шӑнса пӑсӑласран хӑрарӑм. Ҫапла ҫӗрпӳртре ҫанталӑк юсанасса кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра манӑн апат-ҫимӗҫсем пӗтме пуҫларӗҫ. Ҫавӑн пирки вара икӗ хут сунара тухса ҫӳреме те хӑйрӑм. Малтанхи кунне эпӗ качака персе тытрӑм, иккӗмӗш кунне, августӑн 26-мӗшӗнче, питех те пысӑк тимӗр шапа тытрӑм, унӑн ашӗнчен апат пӗҫерсе ҫирӗм. Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ ун чухне ҫакӑн пек ҫисе пурӑнаттӑм: ирхи апат — ҫупкӑм иҫӗм ҫырли, кӑнтӑрлахи апат — качака е тимӗр шапа аш татӑкӗ (ашне эпӗ кӑвар ҫинче ӑшалаттӑм, мӗншӗн тесен манӑн савӑт-сапа таврашӗ ҫукчӗ), каҫхи апат вырӑнне — тимӗр шапа тунӑ ик-виҫ ҫӑмарта ҫиеттӗм.

Ҫав вуникӗ кун хушшинче, ҫумӑртан пытанса ҫӗрпӳртре ларнӑ вӑхӑтра, эпӗ кашни кунах ик-виҫ сехет хушши чаврӑм, мӗншӗн тесен тахҫанах ҫӗрпӳрте аслӑлатма шут тытнӑччӗ. Ҫӗре эпӗ пӗрмаях пӗр еннелле чаврӑм, юлашкинчен вара тула, хӳме тул енне, чавса тухрӑм.

Халӗ манӑн тӳрех тухмалли шӑтӑк пур. Кунта эпӗ вӑрттӑн алӑк турӑм. Ҫав алӑк витӗр пусма лартмасӑрах, ирӗккӗн кӗрсе тухма пулать. Ку, паллах, маншӑн лайӑх; анчах, ӗлӗкхипе танлаштарсан, хӑрушӑрах, ӗлӗк манӑн килӗм йӗри-тавра хӳмеччӗ, эпӗ тӑшмансенчен хӑрамасӑрах ҫывӑраттӑм; халӗ ун пек мар: манӑн пӳртӗме кӗме питех те ҫӑмӑл — кӗмелли ҫул уҫӑ! Сӑмах май калас-тӑк, мӗнле-ха эпӗ ун чухне ӑнланса илеймен, ҫак вырӑнта никамран та хӑрамалли ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ утрав ҫинче ку вӑхӑтчен те качакаран пысӑкрах чӗрчун тӗл пулаймарӑм.

Сентябрӗн 30-мӗшӗ. Паян чуна хурлантаракан кун: эпӗ утрав ҫине лекнӗренпе пӗр ҫулталӑк ҫитрӗ. Эпӗ юпа ҫинчи картасене шутласа пӑхрӑм та кунта шӑпах виҫҫӗр утмӑл пилӗк кун пурӑннине пӗлтӗм.

Ҫак тӗрмерен ирӗке тухма хӑҫан та пулин телей ҫитӗ-ши?

Нумаях пулмасть эпӗ тата акӑ мӗн асӑрхарӑм: манӑн чернил кӑшт ҫеҫ юлнӑ. Ӑна перекетлӗрех тыткаламалла пулать: ку вӑхӑтчен эпӗ дневника кулленех ҫырса пытӑм, унта пӗчӗк ӗҫсене те палӑртрӑм, малашне ӗнтӗ пысӑкрах ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ ҫырса пырӑп.

Эпӗ кунта ҫумӑр вӑхӑчӗпе уяр вӑхӑт мӗнле тӗрӗс улшӑнса пынине сӑнама ӗлкӗртӗм, ҫапла вара, хӑҫан ҫумӑр пулассипе хӑҫан уяртассине те малтанах пӗлекен пултӑм.

Анчах ҫак сӑнав мана питӗ хакла ларчӗ. Ун ҫинчен ҫав вӑхӑтра пулнӑ пӗр ӗҫ питех те лайӑх кӑтартса парать. Ҫумӑрсем иртсе кайсан, хӗвел ҫӗр чӑмӑрӗн кӑнтӑр пайне куҫсанах, эпӗ, тырпул акма чи лайӑх вӑхӑт ҫитрӗ пулӗ тесе, риспа урпана акрӑм. Акрӑм та кӗтме тытӑнтӑм. Анчах ҫумӑрсӑр кунсем пуҫланса кайрӗҫ. Ҫӗр типсе кайрӗ, пӗр пӗрчӗ те шӑтмарӗ. Юрать, эпӗ пӗрер ывӑҫ риспа урпа уйӑрса хӑварнӑччӗ. Ҫакӑн чухне хама хам ҫапла каларӑм: «Пӗтӗм вӑрлӑха тӳрех акмасан, лайӑхрах пулӗ, кунти ҫанталӑка эпе пӗлсе ҫитмен вӗт, ҫавӑнпа та хӑҫан тырӑ акмаллине, хӑҫан вырса пухмаллине те пӗлейместӗп пулмалла», — терӗм. Эпӗ хама ҫавӑн пек сыхлануллӑ пулнӑшӑн тем пекех мухтарӑм, мӗншӗн тесен ҫав акнӑ риспа урпа пӗтӗмпех пӗтнӗ пулӗ, теттӗм. Анчах мана ҫакӑ хытӑ тӗлӗнтерчӗ: темиҫе уйӑхран, ҫумӑр ҫума пуҫласанах, манӑн тырӑ пӗр пӗрчӗ юлмиччен тенӗ пекех шӑтса тухрӗ. Вӗсене халӗ ҫеҫ акнӑ тейӗн!

Акӑ тырӑ ҫитӗнсе пучаха ларнӑ вӑхӑтра эпӗ пӗр япала ҫинчен пӗлтӗм, кайран ҫакӑ мана сахал мар уса пачӗ.

Ҫумӑрсем иртсе кайса ҫанталӑк лайӑхлансанах, урӑхла каласан, ноябрь уйӑхӗнче, эпӗ хамӑн вӑрманти дачӑна кайрӑм. Эпӗ унта темиҫе уйӑх хушши пулманччӗ ӗнтӗ. Дачӑна ҫитрӗм те савӑнсах кайрӑм: кунти мӗнпур япала эпӗ мӗнле хӑварнӑ — ҫаплипех тӑрать. Ӳпле тавра тытнӑ карта ҫеҫ улшӑннӑ. Манӑн ӳпле тавра лартса тухнӑ икӗ рет тӗкӗ вӑрӑм туратсем кӑларса ем-ешӗл ҫулҫӑпа витӗнсе ларнӑ, тӑррине каснӑ ҫӳҫе евӗр ҫитӗнме пуҫланӑ. Мӗнле йывӑҫсем пулнине пӗлейместӗп. Ҫав ешӗл туратсене курсан, эпӗ ытла та хытӑ тӗлӗнтӗм. Манӑн хӳме сип-симӗс пулни маншӑн ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Пурне те пӗр тикӗс тӑвас тесе, эпӗ кашни йывӑҫ тӑрринех касса танлаштартӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн ман йывӑҫсем ытарайми илемлӗ ӳссе кайрӗҫ.

Манӑн дачӑн анлӑшӗ ҫирӗм пилӗк ярд таран пулнӑ пулсан та, ӑна йывӑҫсем (тӗкме юписене эпӗ халӗ ҫапла калатӑп) хӑйсен ҫӑра ҫулҫӑллӑ турачӗсемпе пӗтӗмпех хӳтӗлесе хучӗҫ, вӗсен сулхӑнӗнче яра кунах хӗвелтен пытанса ларма пулать. Ҫавӑнпа та эпӗ татах ҫавӑн пек тӗкмесем касса хамӑн кивӗ ҫуртӑм тавра лартса тухма шут тытрӑм. Эпӗ вара чӑнахах та ҫавӑн пек турӑм. Стенаран сакӑр ярд инҫерех ҫав тӗкмесене лартса тухрӑм. Вӗсем чӗрӗлчӗҫ те, манӑн вара часах симӗс карта пулса тӑчӗ. Вӑл мана малтан шӑрӑхран хӳтӗлесе тӑчӗ, кайрантарахпа вара мана тепӗр пысӑк усӑллӑ ӗҫ туса пачӗ.

Ҫак вӑхӑт тӗлнелле эпӗ акӑ мӗн тӗплӗн сӑнаса пӗлтӗм: манӑн утрав ҫинче ҫулталӑк хушшинче ҫуллахипе хӗллехи вӑхӑт мар, типӗ тата ҫумӑрлӑ вӑхӑт пулать. Ҫумӑрлӑ уйӑхсем типӗ уйӑхсемпе ҫакӑн евӗр ылмашӑнса тӑраҫҫӗ:
Февраль ҫурри Март.

Апрель ҫурри.

Ҫумӑрлӑ вӑхӑт. Хӗвел яланах тӳпере тӑрать.

Апрель ҫурри. Май. Июнь. Июль.

Август ҫурри.

Типӗ вӑхӑт. Хӗвел ҫурҫӗрелле сулӑнать.

Август ҫурри. Сентябрь. Октябрь ҫурри.

Ҫумӑрлӑ вӑхӑт. Хӗвел каллех тӳпере.

Октябрь ҫурри. Ноябрь. Декабрь. Январь.

Февраль ҫурри.

Типӗ вӑхӑт. Хӗвел кӑнтӑралла сулӑнать.

Ҫумӑрлӑ тапхӑр вӑрӑмрах е кӗскерех пуласси ҫил вӗрнинчен килет. Ҫумӑрлӑ тата типӗ уйӑхсен ылмашӑвне эпӗ тӗрӗсех палӑртрӑм, курӑнать. Ҫумӑрлӑ кунсенче тулта ҫӳреме юраманнине эпӗ майӗпенех чухласа илтӗм — ку сывлӑха сиенлӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра тула тухманпа пӗрех, килтех ларатӑп, ялан тенӗ пекех, апат-ҫимӗҫе маларах хатӗрлесе хуратӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех