Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑмсӑр (тĕпĕ: уҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӑ вырӑнне темле уҫӑмсӑр ҫӑвар хуппи ӗнӗрлев ҫеҫ тӑрса юлать.

Вместо песни остается какой-то неопределенный мотив.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур-ши тата ҫав чее те уҫӑмсӑр хӗрачан?

Что за тайна у этой скрытной и лукавой девчонки?

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Шал енчен, аран-аран тенӗ пек, уҫӑмсӑр сасӑ илтӗнчӗ:

И из-за двери глухо, едва слышно донеслось:

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫак туйӑмсем унӑн пурте пулнӑ, анчах та вӗсем унӑн ӑшӗнчи кӑна уҫӑмсӑр сисӗм-туйӑмсем пулнӑ; пичӗ ҫинчен хӗрлӗ тӗс каймарӗ, чӗри те тапрӗ.

Все эти чувства были в нем, но в виде ощущений — и то неясных; а с лица не сходила краска, и сердце билось.

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Каллех мӗн пулас-килесси паллӑ мар малашлӑх уҫӑмсӑр телей сунса кӑчӑк туртать.

Снова призрачным счастьем манила ее неизвестность…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав уҫӑмсӑр та тунсӑха яракан кичем шӑршӑ тахҫан-тахҫанах иртсе кайнӑ, ҫапах та чуна ҫывӑх самантсене куҫ умне илсе тухать, уҫҫи-хупписӗр салху шухӑшсемпе ӑша вӑркаттарать…

Этот неясный и грустный аромат, как воспоминание о чем-то дорогом и давно минувшем…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗрӗшнӗ улӑмпа ирӗлнӗ хура тӑпра шӑрши ытла та ҫывӑх та ыррӑн туйӑннӑран вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе, тута вӗҫӗсемпе ейӗлсе кулчӗ; тӑри чепчеммӗн тӑрӑлтатнӑ юрӑ, таҫтан тӗтреллӗ ҫеҫенхиртен килсе илтӗннӗскер, унӑн ӑшӗнче уҫӑмсӑр тунсӑх вӑратрӗ.

Запах прелой соломы и оттаявшего чернозема был так знаком и приятен, что Аксинья глубоко вздохнула и улыбнулась краешками губ; незамысловатая песенка жаворонка, донесшаяся откуда-то из туманной степи, разбудила в ней неосознанную грусть.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аякран-аякран уҫӑмсӑр шав илтӗнет.

Издалека долетал глухой шум.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сӑртсен курпун тӳписем уҫӑмсӑр симӗс шевлепе ҫуталса темиҫе ҫекунт курӑнса тӑчӗҫ те, унтан каллех вӗсене март каҫӗн ҫилӗм пек тӑсӑлакан хура сӗмӗ витсе хучӗ, вара пушшех уҫҫӑн та тӑтӑшшӑн, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ евӗр, артиллери залпӗсем кӗрӗслетме тытӑнчӗҫ.

На несколько секунд стали видны озаренные зеленым, призрачным сиянием горбатые вершины гор, а потом снова вязкая темень мартовской ночи покрыла горы, и еще отчетливее и чаще, почти сливаясь, загремели артиллерийские залпы.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан Аксиньйӑн уҫӑмсӑр сӑмахӗсем пӑшӑлтатса кӑна тухакан пулчӗҫ.

Невнятная речь Аксиньи перешла в шепот.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн тепӗр темиҫе кунран Ильинична, ӗнисене шурӑмпуҫ ҫутинче суса, тӑкӑрлӑка хӑваласа тухрӗ, килне таврӑнма пуҫтарӑннӑччӗ ҫеҫ — темле вӑрӑммӑн кӗмсӗртетсе кайнӑ уҫӑмсӑр шав хӑлхине килсе илтӗнчӗ.

Несколько дней спустя Ильинична, подоив на заре коров, выгнала их на проулок и только что хотела идти во двор, как до слуха ее дошел какой-то глуховатый, осадистый гул.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Уҫӑмсӑр сасӑпа хӗнтӗртетет хӗвеланӑҫӗнче аслати.

Глухо погромыхивал на западе гром.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ҫывӑратӑп», — терӗ уҫӑмсӑр сасӑпа Григорий.

«Сплю», — глухо отвечал Григорий.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан ҫанталӑк уяртса ячӗ, хӗвелтухӑҫ ҫилӗ вӗрчӗ, ҫеҫенхирте каллех косилкӑсем халтӑртатма пуҫларӗҫ, хуралса кайнӑ купасенчен кӑвакарнӑ уттӑн пылакрах тутӑллӑ хӗрхӳ шӑрши сарӑлчӗ, ҫеҫенхир пӑспа витӗнчӗ; унтан вара сенкертерех тӗтре витӗр хурал куринкисен, тип варсен кӑвак васанӗсемпе инҫетри пӗвӗсем хӗрринчи симӗс ҫӗлӗклӗ йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫӳҫесен уҫӑмсӑр кӳлеписем кӑшт кӑна курӑнмалла палӑракан пулчӗҫ.

Потом установилось ведро, подул восточный ветер, в степи снова застрекотали косилки, от почерневших копен понесло сладковато-прогорклым запахом плесени, степь окуталась паром, а сквозь голубоватую дымку чуть-чуть наметились неясные очертания сторожевых курганов, синеющие русла балок и зеленые шапки верб над далекими прудами.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвелпе пиҫсе хуралман шурӑ питҫӑмартийӗсем кӑштах хӗстернӗ ясар куҫӗсене уйрӑмах палӑртаҫҫӗ, сӑрламан куҫ харшийӗсен вӗҫкӗнле кӗтеслентернӗ пӗкечисемпе уҫӑмсӑр кулӑ ирӗлтернӗ тути хӗррисенче вара темскерле чӑрсӑрлӑхпа намӑса пӗлми аскӑнчӑклӑх паллисем пур.

Не тронутые загаром бледные щеки резче оттеняли жаркий блеск прищуренных ищущих глаз, а в своевольном изгибе накрашенных бровей и в складке улыбающихся губ таилось что-то вызывающее и нечистое.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗленчере юлнӑ эрехе Степан стакансене пӗр пек тултарчӗ, темле уҫӑмсӑр тӗтре карса илнӗ куҫӗсене Григорий ҫинелле ҫӗклерӗ:

Оставшееся в бутылке Степан разлил поровну в стаканы, поднял на Григория задернутые какой-то дымкой глаза.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Секретев сӑмах каланӑ вӑхӑтра унӑн тути темиҫе хутчен те уҫӑмсӑр кулӑпа елпӗрсе ирӗлчӗ, куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ, ҫав самантра вӗсем йӑм-хура тӗслӗ пек курӑнса кайрӗҫ.

Во время речи Секретева губы его не раз складывались в неопределенную блуждающую усмешку, и тогда глаза темнели и казались совсем черными.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан пӗр вӑхӑт пеме чарӑнчӗҫ те, Аксиньйӑшӑн чуна эпеклесе ачашлакан ҫывӑх сасӑсен тӗнчи уҫӑлчӗ: каврӑҫсен аял енчен ҫӳхе шурӑ мамӑк витсе илнӗ ешӗл ҫулҫисемпе шӑратса кӑларнӑ пек эреш чӗнтӗрлӗ юман ҫулҫисем чӗтренчӗклӗн вӗлтӗртетсе чӑштӑртатрӗҫ; ҫамрӑк ӑвӑссен ҫӑра чӑтлӑхӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр кашланӑ сасӑсем юхса тӑчӗҫ; инҫетре-инҫетре, уҫӑмсӑр та салху сасӑпа, куккук такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене шутларӗ; кӳлленчӗк ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ мӑйракаллӑ текерлӗк хистевлӗн: «Чӗрӗ-и? чӗрӗ-и?» — тесе ыйтрӗ; Аксиньйӑран пӗр-икӗ утӑмра сӑрӑ кӑвак тӗслӗ темле пӗчӗк кайӑк, пуҫне каҫӑрта-каҫӑрта, куҫне евӗклӗн хӗстеркелесе, ҫул лупашкинчен шыв ӗҫрӗ; ҫемҫе мамӑклӑ, тӗссӗр сарӑ тӗкӗлтурасем нӑрлатса вӗҫрӗҫ; улӑх чечекӗсен ҫеҫкисем ҫинче хӑмӑртарах сарӑ вӑрман пыл хурчӗсем чӳхенсе ларчӗҫ.

Потом стрельба перемежилась, и мир открылся Аксинье в его сокровенном звучании: трепетно шелестели под ветром зеленые с белым подбоем листья ясеней и литые, в узорной резьбе, дубовые листья; из зарослей молодого осинника плыл слитный гул; далеко-далеко, невнятно и грустно считала кому-то непрожитые года кукушка; настойчиво спрашивал летавший над озерцом хохлатый чибис: «чьи вы, чьи вы?»; какая-то крохотная серенькая птаха в двух шагах от Аксиньи пила воду из дорожной колеи, запрокидывая головку и сладко прижмурив глазок; жужжали бархатисто-пыльные шмели; на венчиках луговых цветов покачивались смуглые дикие пчелы.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лешӗ чӑнах та ҫаплах ӑнланчӗ-тӗр: куҫ харшийӗсем айӗнче темскер туртӑнса илчӗ, пичӗ тӑрӑх темле уҫӑмсӑр мӗлке шӑвӑнса иртнӗ пек пулчӗ.

А он, вероятно, так и понял: что-то дрогнуло у него под бровями, и по лицу словно прошла тень.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн тери хаклӑ уншӑн хӑйӗн хутланчӑкӗсем хушшинче ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хӗр ӳчӗн утӑ шӑрши майлӑ уҫӑмсӑр шӑршине упракан ҫав пӗчӗкҫӗ тутӑр!

И крохотная утирка, три месяца хранившая в своих складках невнятный, как аромат сена, запах девичьего тела, была ему так несказанно дорога!

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех