Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнӗсем (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрмантан ҫаплах тыткӑна лекнисен ушкӑнӗсем тухаҫҫӗ.

А из лесу все выходили и выходили пленные.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак ҫынсен ушкӑнӗсем вара пӗтӗмпех пасар еннелле туртӑнаҫҫӗ.

Весь этот люд направлялся к базарам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр кунӗнче вара, пӗрре тарӑн шывсем тавра ҫавӑрӑнса кайса, тепре шурлӑхлӑ вырӑнсене кӗре-кӗре ларса, юлашкинчен, пӗр сӗвек вырӑна аран-аран ҫитнӗ; унта ем-ешӗл курӑк ӳснӗ; камед йывӑҫҫисен ушкӑнӗсем тата темӗскерле сӳсленекен хупӑллӑ йывӑҫсем пулнӑ; сывлӑшра кӑвакалсем тата йӑваш чунлӑ шыв кайӑкӗсем кӗтӗвӗпех вӗҫсе ҫӳренӗ.

На следующий день, то идя в обход глубоких водоёмов, то увязая в топких трясинах, он выбрался, наконец, на плоскогорье, поросшее зелёной травой, группами камедных деревьев и каких-то деревьев с волокнистой корой; в воздухе носились стаи уток и пугливых водяных птиц.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кусем — хулана ыткӑнса кӗнӗ хӗрлисен малти ушкӑнӗсем.

Это первая цепь красных, ворвавшихся в город.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ун хыҫӗнче пехота ушкӑнӗсем курӑнаҫҫӗ.

За ним виднелись цепи пехоты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Гоголь столицӑра илемлӗ Невски проспекта ҫеҫ мар, ун тӑрӑх вӗҫӗмсӗр чаплӑ каретӑсем, вӗҫкӗнле тумланнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем иртнине ҫеҫ мар, унпа юнашар чухӑнсем пурӑнакан тӗттӗм урамсене, «пӗчӗк ҫынсем» ҫав тери асапланса пурӑннине, вӗсене Ковалевсемпе Пироговсем таптаса тӑнине, чинлӑ тата укҫаллӑ ҫынсем аскӑн пурнӑҫпа пурӑннине те курма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Анчах ун кӗлеткисем, ҫынсен ушкӑнӗсем пир ҫине ним йӗркесӗр ӳкрӗҫ.

Но, увы! фигуры его, позы, группы, мысли ложились принужденно и несвязно.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗрех вырӑнсене вырнаҫса тӑнӑ казаксем, хӗрлисене кӑнтӑрла ҫыран патнелле куҫма памасӑр, вӗсен Дон хӗрринелле тухакан ҫулсем ҫинче кӗпӗрленнӗ ушкӑнӗсем ҫинелле вут-хӗм тӑкса тӑчӗҫ; анчах ку участокри сотньӑсенче ҫапӑҫма юрӑхлӑ мар казаксем (стариксемпе вунҫиччӗрен пуҫласа вунтӑхӑр ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем) пулнӑ пирки, вӗсем хӑйсем те, хӗрлисене хӗссе пырса, сулахай ҫыран тӑрӑх наступлени туса каясшӑн тӑрӑшмарӗҫ, ҫавӑнпа Дон урлӑ каҫасшӑн та тимлемерӗҫ.

Казаки занимали господствующие над местностью прибрежные высоты, обстреливая скопления противника на подступах к Дону, не позволяя ему днем продвигаться к берегу; но так как казачьи сотни на этом участке состояли из наименее боеспособных формирований (старики и молодежь в возрасте от семнадцати до девятнадцати лет), то и сами они не пытались перейти Дон, чтобы оттеснить красных и двинуться в наступление по левобережью.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Дон хӗрринелле ҫывхарса пынӑҫемӗн беженецсен лавӗсем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ, пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксем ҫуркунне Донӑн сулахай ҫыранӗ енне чакса кайнӑ чухнехи ӗҫсемех пулса иртеҫҫӗ: ҫеҫенхир тӑрӑх пур еннелле те килти ӑпӑр-тапӑр япаласене тиенӗ урапасемпе кӳмесем тӑсӑлаҫҫӗ, выльӑхсен пысӑк ушкӑнӗсем мӗкӗре-мӗкӗре иртеҫҫӗ, сурӑх кӗтӗвӗсем, похода тухнӑ кавалери пек, тусан мӑкӑрлантарса куҫаҫҫӗ…

Чем ближе подвигался он к Дону, тем чаще встречались ему подводы беженцев, повторялось то, что было весной во время отступления повстанцев на левую сторону Дона: во всех направлениях по степи тянулись нагруженные домашним скарбом арбы и брички, шли табуны ревущего скота, словно кавалерия на марше — пылили гурты овец…

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Офицерсем ертсе пынипе, унта казаксен пысӑк мар ушкӑнӗсем темиҫе хутчен кӗрешӗве тухма хӑтланса пӑхаҫҫӗ.

Под руководством офицеров там произошло несколько выступлений незначительных казачьих групп.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кашни хутортах вӗсене ним шелсӗр хӗнесе асаплантаракан ҫынсен тискер ушкӑнӗсем хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗҫ.

Встречаемые на каждом хуторе толпами истязателей.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юланут хутора кӗрсе ҫухалчӗ те, тыткӑна лекнисем хӗрринчи килсем патне ҫитме те ӗлкӗреймерӗҫ — вӗсене хирӗҫ ҫынсен сапаланчӑк ушкӑнӗсем чупа-чупа тухрӗҫ.

Верховой скрылся в хуторе, и не успели пленные дойти до первых базов, как им навстречу уже высыпали толпы народа.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫпа виҫейми аслӑ тӳпен сенкер ытамӗнче, шурӑ пӗлӗт таткисенчен ирте-ирте кайса, тикӗш ушкӑнӗсем, нумай сасӑллӑн тӑрликлетекен тӑрна картисем ҫурҫӗрелле ярӑнса вӗҫрӗҫ.

По недоступному голубому разливу небес плыли, плыли, уплывали на север, обгоняя облака, ватаги казарок, станицы медноголосых журавлей.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗҫех сӑрт хӗррипе ҫынсен ҫӑра ушкӑнӗсем кӗшӗлтетсе анни курӑнчӗ.

Вскоре на кромке гребня появился и повалил под гору густыми толпами народ.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫулсем тӑрӑх — тыткӑна илнисен тусан витнипе виле пек хуралса кайнӑ ҫарамас ушкӑнӗсем.

По дорогам толпы раздетых, трупно-черных от пыли пленных.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инҫетре казаксен сапаланчӑк ушкӑнӗсем курӑнаҫҫӗ.

Вдали виднелись разрозненные кучки казаков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пысӑк станица урамӗсем тӑрӑх центр еннелле казаксен ушкӑнӗсем кӗпӗрленсе иртеҫҫӗ.

По улицам большой станицы шли к центру толпы казаков.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.

А на квадрате площади дыбились задранные оглобли повозок, визжали лошади, сновал разный народ; около пожарного сарая болгары-огородники торговали овощной снедью, разложенной на длинных ряднах, позади них кучились оравами ребятишки, глазея на распряженных верблюдов, надменно оглядывавших базарную площадь, и толпы народа, перекипавшие краснооколыми фуражками и цветастой россыпью бабьих платков.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутаҫсемпе тухнӑ хӗрсемпе йӗкӗт ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ.

Толпы парубков и девушек показались с мешками.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пирӗн шурлӑхсенче ҫаплах-ха кайӑк кӑвакал ушкӑнӗсем кӗшӗлтетеҫҫӗ; анчах вӗлтӗрен кайӑкӗсем асра та ҫук ӗнтӗ.

Стаи уток еще толпились на болотах наших, но крапивянок уже и в помине не было.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех