Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫасем (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак Соломон сӑмахне пурнаҫласан, ылтӑн укҫасем шӑкӑринех урайне тӑкӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене чакаласа хӑвӑллатнӑ патак ӑшне пытарнӑ пулнӑ; патша ӑслӑлӑхӗнчен шалт тӗлӗннӗ вӑрӑ вара чӑтса тӑрайман, ун тронӗ умне лапкипех тӑсӑлса ӳкнӗ те хӑй тунӑ ирсӗр ӗҫне пӗтӗмпех йышӑннӑ.

И когда воин исполнил повеление Соломона, то посыпались на пол золотые монеты, потому что они были спрятаны внутри выдолбленной палки; вор же, пораженный мудростью царя, упал ниц перед его троном и признался в своем преступлении.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑйӗн маттурлӑхӗ ҫителӗклине вӑл ӗненнӗ, ҫакна пула вӑл, куҫне чарса пӑрахса, кӗсйине хут укҫасем кӗрсен, ыран ирех епле ӗҫме тытӑнасси ҫинчен ӗмӗтленчӗ.

Он был уверен, что ловкости хватит у него, и, щуря глаза, мечтал о том, как загуляет завтра поутру, когда в его кармане явятся кредитные бумажки…

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Тен, ӑнланакан ҫын ҫеҫ вӑл-ку картина ҫине, ӗлӗкренпе сарӑхса кайнӑ пӗр-пӗр кӗнеке ҫине, кивӗ фарфор е чулсемпе укҫасем ҫине ӑмсанса пӑхнӑ пулӗччӗ.

Разве глаза знатока загорелись бы не раз огнем жадности при взгляде на ту или другую картину, на какую-нибудь пожелтевшую от времени книгу, на старый фарфор или камни и монеты.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Алӑ пуснӑ чух Обломов ку укҫасем тӑлӑх ачасемшӗн пулӗҫ тенӗччӗ, анчах кайран, тепӗр кунне, урӑлса ҫитсен, ҫак ӗҫе вӑтанса аса илчӗ те манма тӑрӑшрӗ, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗпе тӗл пуласшӑн пулмарӗ, Тарантьев кун пирки сӑмах тапратсан, Обломов хваттертен тухса каяссипе, яла куҫассипе хӑратрӗ.

Обломов, подписывая, утешался отчасти тем, что деньги эти пойдут на сирот, а потом, на другой день, когда голова у него была свежа, он со стыдом вспомнил об этом деле, и старался забыть, избегал встречи с братцем, и если Тарантьев заговаривал о том, он грозил немедленно съехать с квартиры и уехать в деревню.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вунӑ пуспа пилӗк пуслӑх укҫасем алла илсе тӑма тытӑнсан, табак та илеймӗн, кумана та нимӗнпе хӑналаймӑн!

Как не приберешь гривен да пятаков к рукам, так и табаку не на что купить, и куму нечем попотчевать!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ванна пӳлӗмне питӗрӗнсе ларса, вӑл ҫӗҫӗ вӗҫӗпе банка ӑшӗнчи укҫасене пӗтӗмпех кӑларчӗ, унта кӗмӗл те пӑхӑр укҫасем пӗтӗмпе хӗрӗх виҫӗ пус пулнӑ.

Запершись в ванной, он столовым ножом извлек из коробки все сбережения — сорок три копейки медью и серебром.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тен, ку чӳречесенчен пӑхӑр укҫасем сахалтарах пӑрахнӑшӑн пулчӗ пулӗ?

Может быть, потому, что слишком мало падало из окон медяков.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Укҫасем манӑн Савельич аллинчеччӗ.

Деньги мои были у Савельича.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗсен урисем айӗнче, шурӑ уйӑх ҫути ҫутатнӑ ҫӗр ҫинче, кӑмрӑк пек хура мӗлкесем хускалса пычӗҫ, унта та кунта сапаласа тӑкнӑ ылтан укҫасем пек, кӗркунне майӗпе тӑкӑннӑ малтанхи ҫулҫӑсем йӑлтӑртатрӗҫ.

Под ногами у них, на земле, залитой пятнами белесого лунного света, шевелились угольно-черные тени и то здесь, то там, как разбросанные золотые монеты, сверкали первые листья осени.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Ме-ха сана, «патша тӑхӑнса ҫӳремелли протезсем» тунӑшӑн кайса ӗҫ! — Старик аллине вӑл пӗр ывҫӑ шултра хут укҫасем хурса пачӗ.

 — На-ка вот, выпьешь по случаю «царских»-то протезов! — И он сунул в руку старику комок крупных кредиток.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пытарнӑ укҫасем ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине тӗпчесе пӑхсан, акӑ мӗн палӑрчӗ: пытарса хунӑ укҫа шутӗнче пӗр ывӑҫ пӑхӑр укҫа тата пӗр купа урӑх темӗнле укҫа — нихҫан пырса тивмелле мар, тӗтреллӗн ҫеҫ курӑнакан асамлӑ укҫа купи.

Если бы спросить его, как он представляет себе клад, то оказалось бы, что для него это горсть настоящих серебряных монеток и целая гора волшебных, блестящих, не дающихся в руки долларов.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том нихҫан та пӗр тӑрукӑн аллӑ доллар та курман-ха; пуян мар ҫемьесенче пурӑнакан ытти арҫын ачасем пек, вӑл та ҫапла шухӑшлать: «Ҫӗрсем» тата «пинсем» ҫинчен калаҫнисем ҫеҫ, чӑннипе илсен, тӗнчере ун пек пысӑк укҫасем пулмаҫҫӗ те».

До сих пор он никогда не видел даже пятидесяти долларов сразу и, так же как и другие мальчики его лет и небольших достатков, полагал, что все разговоры насчет «сотен» и «тысяч» — это только так, для красного словца, а на самом деле таких денег не бывает.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Укҫисем ылтӑн укҫасем.

Это было золото.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шупашкар хули 200 тата 2000 тенкӗлӗх хут укҫасем валли символ тупас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ 25 хула шутне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех