Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку укҫасем Булгаков парса хӑварнисенчен пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӗрре ҫеҫ мар Павка сӗтел ҫинче хут укҫасем выртнине курнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Шуррисем-тӗк, кунта вара урӑххи кирлӗ: «Ӗлӗк пулнӑ тенкӗсем, пулнӑ хут укҫасем», «пӗтрӗ Раҫҫей», ну, унтан вара, «Яблочко», ӑна ӗнтӗ икӗ майлӑ та юрлама пулать, сӑмахсене кӑна улӑштарса лартмалла.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
— Эпе кӑмӑлласах паратӑп… илӗр… — хыпаланса каларӑм та, кӗсйерен кошелёк туртса кӑларса, икӗ тенкӗ патӑм; ун чухне Руҫра кӗмӗл укҫасем ҫӳретчӗҫ-ха.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Лӳчӗркеннӗ хут укҫасем ҫине хресчен пӗр вӑхӑт нимӗн чӗнмесӗр пӑхнӑ, ассӑн сывласа илнӗ, унтан кӗререх тӗслӗ сарлака ал лаппипе укҫана сӗтел хӗрринелле тӗксе хунӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл кӗсйинчен лӳчӗркеннӗ хут укҫасем кӑларнӑ та таса турилкке ҫине пӑрахнӑ.Он выхватил из кармана смятые бумажки, бросил на чистую тарелку.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл васкамасӑр кӗсйинчен виҫ тенкӗлӗхсемпе пӗр тенкӗлӗхсем туртса кӑларчӗ те вӗсем ҫине тата вак укҫасем кӑларса хучӗ, вӗсене пурне те алӑ лаппипе пусса хупларӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ме акӑ, ил… анчах ман тӗле ан лек, вӗлеретӗп, — ассӑн сывласа илнӗ Тихӑн, Сашкӑна табак хутаҫҫинчен пӑхӑр укҫасем кӑларса тыттарса.— На вот… а под ноги не попадайся, а то убью, — говорил Тихон, вздыхая и вытягивая из кисета медяки.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Цирк таврашне эпӗ, унта ют кӗсьесене вӑлта ярса пӑхса, кӑшт-кашт вак укҫасем ҫаклатмасӑр нихҫан та ахаль ирттерместӗп.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Воронин пӑртманетне сарса унта пӗр тенкӗлӗхе чикрӗ, ун ӑшӗнчен вак укҫасем кӑларса, ултӑ вунӑ пуслӑхне илсе хӑй ывӑҫ тупанӗ ҫинчен Яковлев ывӑҫ тупанӗ ҫине хучӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл, чей ӗҫсе тӑрансан, Ванюшпа пӗрле япалисемпе чӑматансене куҫарса хучӗ, унтан ӑҫта мӗн выртнине — укҫасем ӑҫта тата мӗн чухлӗ иккенне, паспорт, ҫул хучӗпе лав хучӗ ӑҫтине пӗлсе, япаласем хушшине йӗркеллӗн, тӳррӗн те тирпейлӗн вырнаҫса ларчӗ, унтан ҫаксене пурне те лайӑх майласа вырнаҫтарнӑ пек курӑннипе хавасланса кайрӗ, вара вӑрам ҫул та уншӑн инҫетерех уҫӑлма тухнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Акӑ халӗ каютӑра куҫӑма пӗр пӗчӗк шкап курӑнса кайрӗ; шкапӑн икӗ ещӗк; пӗринче виҫӗ бритва, пӗр хачӑ тата вуннӑ ытла лайӑх ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем тупрӑм; тепринче укҫа сиксе тухрӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем — Европӑра ҫӳрекен, теприсем — Бразилире ҫӳрекен ылтӑнпа кӗмӗл укҫасем, пӗтӗмпе вӑтӑр ултӑ кӗрепенкке стерлинг таран пухӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Егорушка халӗ масар ҫинчи чие йывӑҫҫисем айӗнче ҫывӑракан асламӑшне аса илчӗ; тупӑкра унӑн куҫӗсем ҫине пилӗк пуслӑ пӑхӑр укҫасем хунӑччӗ, кайран, хуллине хупса, тупӑкне шӑтӑка антарнӑччӗ; вӑл тупӑк хуппи ҫине кӗмсӗртетсе ӳкекен тӑпра сассине те манман-ха…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Акӑ кӑна, хулӑнрах бумажникне, савнӑ аннем, эпӗ сире парнелеместӗп, мӗншӗн тесен унта хут укҫасем ҫук, унта пӗтӗмпех банк билечӗсемпе вексельсем ҫеҫ, тата кашни билечӗпе кашни вексель, савнӑ аннем, Марья Алексевна, эпӗ сире парнеленӗ бумажникрен чылай хаклӑрах тӑрать!»
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑн-чӑн пуянлӑх вӑл ман кӗсьере: акӑ, савнӑ анне, пӑхӑр-ха бумажнике, епле хулӑн вӑл, унта пӗтӗмпех 100 тенкӗлӗх хут укҫасем чиксе тултарнӑ, эпӗ, анне, ҫак бумажнике сире паратӑп, парне пултар, мӗншӗн тесен, пирӗншӗн пулсан, вӑл та нимӗн те мар!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун сӑмахӗсем хӑйӗншӗн мӗне пӗлтерни енчен илсен, урӑхла каласан, уроксемшӗн сахалрах тӳлесе укҫа перекетлесси енчен илсен, Марья Алексевнӑн ӗҫӗ вӑл хӑй ӗмӗтленнинчен ӑнӑҫлӑрах пулчӗ; тата икӗ урокран, Марья Алексевна вӗсем пуян ҫынсем пулманни; ҫинчен калаҫма пуҫласан, Дмитрий Сергеич хаклашма пуҫларӗ, нумайччен килӗшмесӗр тӑчӗ, нумайччен виҫӗ тенкӗрен катмасӑр тӑчӗ (ун чухне виҫӗ тенкӗлӗх укҫасем пулнӑ, урӑхла каласан, астӑватӑр пулсан, 75 пус тӑракан укҫасем), Марья Алексевна хӑй те унтан ытларах йӳнетессе шанманччӗ, анчах, кӗтмен ҫӗртенех, урокшӑн 60 пус таран каттарса ҫитерчӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яков Лукич хӑнасене кӗҫӗн алӑкран тухсах ӑсатса ячӗ, чунӗ ҫав тери ҫӑмӑлланса юлнине туйса, хапхине сӑлӑп хучӗ, сӑх-сӑхса илчӗ те Лятьевский парса хӑварнӑ хут укҫасене канӑҫсӑррӑн кӗсйинчен туртса кӑларчӗ, вӗсем миҫешер тенкӗлӗх пулнине пӗлме хӑтланса, тул ҫутӑлас умӗнхи ӗнтрӗкре чылайччен ҫав укҫасем ҫине тинкерсе тӑчӗ; кусем суя укҫасем мар-ши тесе, вӗсем епле кӑпӑртатнине хыпашла-хыпашла пӑхрӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать.Ларек со свечами опрокинули, пятаки посыпались, титор упал, шумит: «Граблють!..»
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эх, ҫав асран кайми вӑхӑтсенче, пурнӑҫ унӑн аллинче, асаматла кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан екатериновка текен хут укҫасем пекех, ҫутӑлса кӑпӑртатса тӑнӑ чухне, мӗнле кӑна тӗлӗксем куҫкӗретӗнех тӗлленмен-ши Яков Лукич!
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Патша ҫакӑншӑн ҫеҫ чӗннипе хӗпӗртенӗ купсасем вара хӗрарӑма ҫав хушӑрах чашки чӑп-тулли пуличченех кӗмӗл укҫасем пӑраха-пӑраха тултарнӑ — ваккисене те, шултрисене те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.