Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрех сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрех (тĕпĕ: тӳрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан парӑннӑ пек пулас, чухламан пек, кайран вара — тӳрех тӑрӑ шыв ҫине…»

Надо сперва поддаться, будто ничего не понимаешь, а после разоблачить…»

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Машина майӗпен малалла шуса иртрӗ, унтан сасартӑк ҫаврӑнса илсе, тепӗр еннелле кусса кайрӗ, тӳрех мана хирӗҫ ҫул тытрӗ.

Машина медленно прошла дальше, но вдруг повернула круто, быстро скользнула на другую сторону моста и пошла мне навстречу.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑш чухне, ҫакӑн пек шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑнах «наркӑмӑш» та темест, «ҫӑва» тет, шӳрпене тӳрех тӑкса ярать вара.

Случается, что, понюхав пар, он говорит не «отрава», а «могила» и выплескивает суп в кусты.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ав, пуҫне те мӑнаҫлӑн каҫӑртса тытать, чӗрӗ куҫӗсемпе ҫынна тӳрех куҫран, шӑтарас пек пӑхать.

Хотел бы я так выступать, как она, так гордо закидывать голову, так прямо смотреть в лицо темными живыми глазами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хулана ҫитнӗ-ҫитмен тӳрех генерал патне кайрӑм.

Прискакав в город, я отправился прямо к генералу.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ Белогорск крепӑҫӗнчен пынине пӗлсессӗн, сержант мана тӳрех генерал патне илсе кайрӗ.

Как скоро сержант услышал, что я еду из Белогорской крепости, то и повел меня прямо в дом генерала.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ пилӗк метр ҫӳлӗшӗнчен тӳрех аялалла пӗр парашютсӑр-мӗнсӗр ярӑнса антӑм.

Я полетел вниз по прямой, с высоты пяти метров, без парашюта.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ӑна илсе персе те пӑхнӑ пулсан (тарне те хатӗрленӗччӗ ӗнтӗ) Энск — Мускав — Ташкент маршручӗ вырӑнне ҫул та улшӑнатчӗ, хамӑр килтен тӳрех Спасск масарне лекеттӗмӗрччӗ.

Случись так, что мы купили бы это оружие и испытали его (а у нас уже и порох был заготовлен), вместо маршрута Энск — Москва — Ташкент мы отправились бы по маршруту наш двор — Спасское кладбище.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лавҫӑ, кӗпер ҫине кӗмелли ҫула хӑмасемпе, пӗренесемпе, кирпӗчсемпе картласа хунине курмӑш пулса ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех антарса лартрӗ, унтан чӑпӑрккине пуҫӗ ҫинче ҫавра-ҫавра лашине тӳрех кӗпер еннелле тытрӗ.

Надвинув пониже свою кепку и крутя над головой кнутом, кучер гнал лошадь прямо на мост, как будто не видя, что въезд перегорожен какими-то балками, досками, кирпичами.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара тӳрех ҫак куна, ҫуса тасатса тумлантарнӑ анне ҫӗре кӗнӗ куна, аса илтӗм.

и тотчас же вспомнил эти дни, когда обряжали, отпевали и хоронили мать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку мана тӳрех темле, ытти чухнехинчен пысӑкрах хыпар пӗлтерессе кӗтсе илме хатӗрлентерчӗ, мӗншӗн тесессӗн ку таранччен ҫырусене яланах анне ҫыраканччӗ, атте юлашкинчен ҫеҫ пӗр-икӗ йӗрке хушса хураканччӗ.

Это приуготовило меня к чему-то важному, ибо обыкновенно письма писала ко мне матушка, а он в конце приписывал несколько строк.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл, нимӗн курнӑҫланкаласа тӑмасӑрах, хӑй мана чӗререн кӑмӑллани ҫинчен тата ашшӗ-амӑшӗ те унӑн телейне хӗпӗртесех йышӑнма кирли ҫинчен тӳрех каласа пачӗ.

Она безо всякого жеманства призналась мне в сердечной склонности и сказала, что ее родители, конечно, рады будут ее счастию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тӳрех комендант патне илсе пыма хушрӑм та, тепӗр минутран пирӗн кибитка йывӑҫ чиркӳ ҫывӑхӗнчи ҫӳлӗ вырӑнта ларакан пӗр йывӑҫ пӳрт умне пырса чарӑнчӗ.

Я велел ехать к коменданту, и через минуту кибитка остановилась перед деревянным домиком, выстроенным на высоком месте, близ деревянной же церкви.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Оренбурга ҫитсессӗн, эпӗ тӳрех генерал патне кайрӑм.

Приехав в Оренбург, я прямо явился к генералу.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ир ҫинче, чылаях кая юлса вӑраннӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӳрех урамалла пӑхрӑм.

Проснувшись поутру довольно поздно, я сразу посмотрел в окно.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Турӑ пулӑшрӗ, тӳрех забор ҫине пырса тӑрӑнтӑмӑр.

Господь помог, наткнулись прямо на забор.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ утсене тӳрех ҫак пӗлмен япала ҫине тытма хушрӑм.

Я приказал ехать на незнакомый предмет.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Служба тени мана тӳрех темле ирӗке кӑларнӑ пек, Петербургри ырӑ савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пек туйӑнчӗ.

Мысль о службе сливалась во мне с мыслями о свободе, об удовольствиях петербургской жизни.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анне ун пек ӗҫсене юратмастчӗ, вӑл тӳрех аттене пӗлтернӗ.

Матушка шутить этим не любила и пожаловалась батюшке.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Даша инке тӳрех ун патне чупса пычӗ…

и тетя Даша подбежала к ней…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех