Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрех сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрех (тĕпĕ: тӳрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӳрех пристане касса кӗрсе каяссӑн туйӑнать.

Казалось, вот-вот врежется он в пристань.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мӑйӑхлӑ ҫын куҫлӑхсӑр, аллисене кӑсъисене чиксе, сандалине хытӑ чӗриклеттерсе тӳрех матрос патне тӗллесе утса пырать.

А усатый шел прямо на него, без пенсне, руки в карманах, отчетливо скрипя «скороходами».

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ашшӗ гостиницӑна кӗрсе чарӑнмасӑрах, тӳрех пристане илсе кайма хушрӗ.

Отец велел, не останавливаясь в гостинице, ехать прямо на пристань.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Картузне пусарах лартса, вӑл, виноград тӗмӗсене ватса, тӳрех чуптарчӗ те часах куҫран ҫухалчӗ.

Пришлепнув фуражку, он помчался, ломая виноградные кусты, напрямик и вскоре скрылся из глаз.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Вӗсем Аккермана каяҫҫӗ, унтан тӳрех пароход ҫине — Одессӑна.

— Они в Аккерман едут, а там прямо на пароход — и в Одессу.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем кӗтӗвӗпех тӳрех Петя патнелле ишсе пынӑ.

Они плыли стоймя, прямо на Петю.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Поездран тӳрех Шур тинӗсри ҫар флотилийӗн штабне пырсан акӑ мӗн пӗлтӗм эпӗ: ҫул тӑршшӗпех хам ятланӑ Лопатан Географическин управленинче кадрсен начальникӗччӗ иккен, халӑх комиссариатне кӗрсе тухкаланӑ чух ҫав хушамата илтнӗ иккенне тинех аса илтем эпӗ.

Вот что я узнал, явившись прямо с поезда в штаб Беломорской военной флотилии: Лопатин, которого я ругал всю дорогу, оказался начальником отдела кадров Гидрографического управления — лишь теперь я припомнил, что в наркомате слышал эту фамилию.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нева патне тухрӑм та ирӗксӗрех адмиралтейск шпильне асӑрхарӑм, вӑл авалхи, гравюра ҫинчи пек, йӑлтӑртатмасӑр тӑрать — мӗн калассине те пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫавӑнта эпир Катьӑпа вӑрҫӑ пуҫлансан сывпул тесе каларӑмӑр, анчах мана Испание каяс умӗнхи сывпул тени тӳрех асӑма килчӗ.

Я вышел к Неве, невольно нашёл глазами адмиралтейский шпиль, и не знаю, как передать, но это было Катино — то, что он потускнел, как на старой гравюре. Мы не простились, когда началась война, но другое прощание, перед Испанией, так живо вспомнилось мне,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«М-овран тӳрех Ленинграда вӗҫсе кайма сирӗншӗн кансӗр-ха. Эпӗ сире ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ пулӑттӑм та», тенӗччӗ мана.

«Жаль, что вы не можете прямо из М-ова лететь в Ленинград. Я бы могла вас устроить».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— М-овран тӳрех Ленинграда вӗҫсе кайма май ҫукки кансӗр-ха.

— Досадно, что вы не можете прямо из М-ова лететь в Ленинград.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумай пулмасть ҫеҫ ялкӑшса тӑран лӑпкӑ хурӑн катине вут хыпса илнӗ, мӑкӑрланса тухан хура тӗтӗм ҫилпе тӳрех пирӗн ҫинелле юхрӗ.

Берёзовая роща, которая ещё так недавно была лёгкой, сияющей, спокойной, теперь горела, и ветер гнал прямо на нас тёмные, шаткие столбы дыма.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара — тӳрех шкула.

И — прямо в школу.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапах станцинчен тӳрех кунта килтӗм.

А все-таки прямо со станции непосредственно сюда направился…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ тӳрех комсомол райкомне кайрӑм.

Я отправилась в райком комсомола.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Никам та Мускава тӳрех килсе кӗрес ҫук.

Никто не застанет Москву врасплох.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрремӗш тата тӑваттӑмӗш ротӑсем — сулахай алӑкран, иккӗмӗш рота — тӳрех малти алӑкран, виҫҫӗмӗш — сылтӑм алӑкран.

Первая и четвертая роты — через левые двери, вторая рота — через центральный проход прямо, третья — через правые.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӳррине тӳрех калас, ун вырӑнӗнче пулсан, эп хам та подвалта ларас ҫук.

Я бы на его месте тоже в подвале не сидел, скажу вам откровенно.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем тӳрех лерен килнӗ.

Они приехали прямо оттуда.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Шалавар ҫунать, эй, халдей! — кӑшкӑрчӗ Жмырев, унтан кӗтмен ҫӗртен пӗчӗк Игоре ярса тытрӗ те, тӳрех шывлӑ каткана печӗ.

— Штаны горят, ты, халдей! — закричал Жмырев и, подхватив маленького Игоря, с размаху посадил его задом в чан с водой.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Акӑ ӑна халех тытатӑп, — куҫ хӗссе илчӗ Дёма, унтан тӳрех хыттӑн: — Жмырь, мӗншӗн эс пирӗн нӳхрепе кӗтӗн? — тесе хучӗ.

— Сейчас я его поймаю, — сказал Дёма, подмигнув нам, и с таинственной значительностью громко спросил: — Жмырь, ты зачем к нам в погреб лазил?

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех