Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа малашлӑх ҫинчен шухӑшлар, пирӗн патшалӑхӑмӑрта пурте тӑнӑҫлӑ та савӑнӑҫлӑ пурӑнччӑр, улшӑнусем ан пулччӑр, тумалли ӗҫсене кирлӗ пек тӗплӗ те асӑрхануллӑ тӑвар.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Артаксеркс патша Ездра священника, Израильре Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсемпе саккунӗсене вӗрентнӗ кӗнекеҫӗне, панӑ ҫырура ҫапла каланӑ: 12. «Артаксеркс, патшасенӗн патши, — Ездра священника, тӳпери Турӑ саккунне тӗплӗ пӗлекене» тата ытти те.
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. «Эсир пирӗн пата янӑ ҫырӑва ман умӑмра ӑнланмалла вуласа пачӗҫ; 19. хушрӑм та — шыраса тупрӗҫ, пӗлчӗҫ: чӑнах, ку хула мӗн авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑнине, унта пӑлхавсемпе пӑтравсем пула-пула иртнине, 20. Иерусалимра хӑватлӑ патшасем пулнине, вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗре тытса тӑнине, вӗсене хырҫӑ, куланай тата ытти тӳлев парса тӑнине пӗлтӗмӗр. 21. Апла ҫав ҫынсене ӗҫлеме чарӑр, эпӗ каламасӑр вӑл хулана ан туччӑр. 22. Астӑвӑр, пурне те тӗплӗ тӑвӑр, тимлӗ пулӑр; ҫав сиене пула патшалӑхӑн шар курмалла ан пултӑр».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иерусалимра пурӑннӑ священниксем: Иедаия, Иоиарив, Иахин, 11. Азария, вӑл Хелкия ывӑлӗ пулнӑ, Хелкия — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ; Азария Турӑ Ҫуртӗнче пуҫлӑх пулнӑ; 12. унта тата Адаия пулнӑ, вӑл — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ; унта тата Маасай пулнӑ, вӑл — Адиел ывӑлӗ, Адиел — Иахзер ывӑлӗ, Иахзер — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Мешиллемиф ывӑлӗ, Мешиллемиф — Иммер ывӑлӗ; 13. вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, — пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн, — Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ ӗҫне тӗплӗ туса тӑракан ҫынсем пулнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ахаз патша Ассири патшипе Феглаффелласарпа тӗл пулма Дамаска кайнӑ, унта вӑл Дамаскри чӳк тумалли парне вырӑнне курнӑ; парне вырӑнӗн тытӑмне ӳкерсе унӑн тӗплӗ ӳкерчӗкне Ахаз патша Урия священника ярса панӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм; 5. вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асту, тилҫе ҫыпҫӑнсассӑн, хӑвӑра левит священниксем вӗрентес пӗтӗм [саккуна] тӗрӗс тытса, тӗплӗ пурӑнӑҫласа тӑр; эпӗ вӗсене мӗн хушнине тӗплӗн пурӑнӑҫласа тӑрӑр; 9. хӑвӑр Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа Турру Мариама ҫул ҫинче мӗн тунине асӑнта тытсах тӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кашниех харпӑр хӑй ӗҫне юратса тата тӗплӗ пурнӑҫлать.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ӗҫе тӗплӗ тумаллине ваттисем те каланӑ.
Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html
Ҫӗр ӗҫне ялан вӑхӑтра, тӗплӗ тума тӑрӑшать.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечӗн деканӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Геральд Тобоев палӑртнӑ тӑрӑх – утар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене тӗплӗ сӳтсе явса йышӑнусем тума вӑхӑт.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Тӗп тӗллеве туса пыракан следовательсемсӗр пуҫне пирӗн ведомствӑна пырса тивекен уголовлӑ ӗҫсене тӗплӗ те вӑхӑтра, тӗрӗс тишкернине тӗрӗслекен должноҫсем те пур-ҫке.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Тӗплӗ юсав ӗҫӗсен тапхӑрӗ ҫитиччен вара тата уйӑх ытла-ха — унччен Шупашкарӑн хӑшпӗр кӗтесӗнче асфальт вуҫех те юлмасть мар-ши?
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ҫавна май пирӗн пушшех тирпейлӗ, перекетлӗ пулмалла, пур-ҫук укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курса пӗтӗм ӗҫе тӗплӗ тумалла пек.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Тӗплӗ юсавшӑн кинемей иртнӗ ҫул укҫа тӳлемен.
Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html
Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html
Халӑх тӗплӗ юсавшӑн тӳлевсем хывасси те ӳснӗ.
Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе тӗл пулса эконом-класлӑ ҫурт-йӗр ҫӗклес, «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑна пурнӑҫа кӗртес, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсассипе взноссем пухас, граждансене ҫӗрӗшнӗ ҫурт-йӗртен куҫарас, вӑрҫӑ участникӗсене хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Вӗсене пурне те тӗплӗ хурав панӑ.
Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10