Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗ (тĕпĕ: тӗплӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Премьер-министр йӑнӑшасран, ултавран сыхланма тепӗр хут регистрациленекенсене тӗплӗ тӗрӗслемелли пирки асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ара, ӗҫе тӗплӗ тума пӗлмен ҫынран кӑштах кулни те кирлӗ мар-и.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

«Труд» хуҫалӑхра бухгалтерта тӑрӑшакан Наталья Аверкинӑпа Светлана Прохорова (сӑн ӳкерчӗкре) шаннӑ ӗҫе тӗплӗ, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисепе тивӗҫлӗ ӗҫченсем // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b5%d0%bc/

Хӑйӗн службӑри тивӗҫӗсене тӗплӗ те яваплӑ пурнӑҫлать, - хӑйӗн шухӑшне каласа парать Пишпӳлекри тӗп больницан аслӑ медицина сестри Светлана Федоровна Хикматова опытлӑ специалист ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Кукшапуҫ чечекӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ интереслӗ те тӗплӗ иртнӗ, ачасем ҫак ӳсентӑран ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукшапуҫ - пире савӑнӑҫ валли парнеленӗ пӗчӗк хӗвел // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3766847

Ку юмах, тӗплӗ тишкерес пулсан, виҫӗ пайран тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Ҫакӑ юхӑннӑ тата тӗплӗ юсав кирлӗ ҫурт-йӗрӗн пуҫламӑш сыпӑкри тӳпине палӑрмаллах чакарма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

Кукӑр тӗплӗ шур хурӑн, Айлина та майлина, Кукри майӗ ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Раҫҫейре тӗрлӗрен хакланӑ, пӗрисем «Хӑйсене палӑртман тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем каласа панисене, историре те палӑртма пултарнӑ 20 страницӑллӑ тӗпчеве хатӗрленӗ май ыйтӑва тӗплӗ тишкерни курӑнать» хакланӑ пулсан, теприсем йӗкӗлтесе «Тепӗр тесен, Сай Хершӑн ҫӗнӗ вырӑнӗнче хӑйӗн лайӑх енӗ те пур. Халӗ вӑл редакторсене ӳкӗте кӗртмешкӗн вӑхӑта сая ямасӑр та пултарать, унӑн хӑйӗн тӗпчевӗсене Substack платформи ҫинчи харпӑр страници ҫинче пичетлесе кӑлармалла кӑна» ҫырнӑ.

Оценки публикации в России разнились от «Его почти 20-страничное расследование, изобилующее различными конфиденциальными признаниями источников и экскурсом в историю, свидетельствует о тщательной проработке вопроса» до саркастичного «Впрочем, в новом положении Сая Херша есть и свой плюс. Теперь он может не тратить время, уговаривая редакторов, а просто публиковать свои расследования на собственной странице на платформе Substack».

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ҫамрӑк специалистсене, чи малтанах ялта ӗҫлекенсене, пулӑшу памалли мерӑсен анлӑ комплексӗн витӗмлӗхне тата ҫителӗклӗхне тӗплӗ тишкерес ӗҫе малалла тӑсмалла.

Надо продолжить основательный анализ действенности и достаточности широкого комплекса мер поддержки молодых специалистов, прежде всего на селе.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тунтикун ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура республикӑн адреслӑ инвестици программи тавра тӗплӗ калаҫу пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Чупу валли ӑсталанӑ пушмак асӑннӑ пушмаксенчен чи лутрараххи тата чи хытӑраххи шутланать, ҫавна май урана меллӗ вырнаҫнине тӗплӗ суйлама тивет, тата, яланхи пекех, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна хушма майпа хатӗрлеме те тивет.

Беговой ботинок является наиболее низким и жёстким из вышеперечисленных, поэтому требует тщательного подбора под ногу, и, как правило, последующей подгонки.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

«Культура» наци проекчӗпе унта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл илемленнӗ, хӑтлӑланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Чӑнахах та, хӑй ӗҫне тӗплӗ пӗлет иккен.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗҫӗпе чикнӗ чухнех палланӑччӗ Ҫӗпритун шӑллӗне, анчах тӗттӗмре васканипе хӑй ӗҫне тӗплӗ тӑваймарӗ — ҫак упа тӑлӑпех чӑрмантарчӗ ӑна шӑллӗне чӗри тӗлӗнчен тӗллесе чикме.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунашкал тӗплӗ вырӑна вӑрланӑ япалана ҫеҫ пытарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та, илемлӗ калавсене тӗплӗ якатни аван.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Утар хуҫи вара шанса панӑ ӗҫсене тӗплӗ тума хистетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Савӑннӑ Иннокентий ҫавӑнтах шӑл катӑкне тӗплӗ, асӑрханса ҫуса типӗтрӗ те «Момент» клейпа ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Взвод командирӗ Ведерников аслӑ прапорщик мана: «Ачамккӑ, пӑхатӑп та, эсӗ тӑрӑшуллӑ салтак, хуть мӗнле ӗҫре те нормӑна тултаратӑн, тӗплӗ ӗҫлетӗн. Салтака киличчен лифтер пулнӑ, атя электрик ӗҫне кӳлӗн, — терӗ. — Эсӗ вырӑсла аран-аран пуплетӗн, саншӑн стройка ӗҫӗ чухах пулать. Професси ытларах илме тӑрӑш».

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех