Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Ҫулс 9

Пай: Библи –> Ҫулсеренхи пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 16:33

Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 688

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Мӗнпур Израиль халӑхне ҫапла хӑйсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ, вӗсене пурне те Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртнӗ.

2. Иудейсене вара вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Вавилона куҫарнӑ. Хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене чи малтан каялла таврӑннисем Израиль ҫыннисем, священниксем, левитсем тата левитсене пулӑшса тӑракансем пулнӑ. 3. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем: 4. Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ; 5. Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем; 6. Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн; 7. Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ; 8. Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ; 9. хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.

10. Иерусалимра пурӑннӑ священниксем: Иедаия, Иоиарив, Иахин, 11. Азария, вӑл Хелкия ывӑлӗ пулнӑ, Хелкия — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ; Азария Турӑ Ҫуртӗнче пуҫлӑх пулнӑ; 12. унта тата Адаия пулнӑ, вӑл — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ; унта тата Маасай пулнӑ, вӑл — Адиел ывӑлӗ, Адиел — Иахзер ывӑлӗ, Иахзер — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Мешиллемиф ывӑлӗ, Мешиллемиф — Иммер ывӑлӗ; 13. вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, — пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн, — Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ ӗҫне тӗплӗ туса тӑракан ҫынсем пулнӑ.

14. Левитсенчен вара ҫак ҫынсем пулнӑ: Шемаия, вӑл Хашув ывӑлӗ пулнӑ, Хашув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ; вӗсем — Мерари ывӑлӗсем; 15. тата Вакбакар, Хереш, Галал, Матфания пулнӑ, Матфания вӑл Миха ывӑлӗ пулнӑ, Миха вара — Зихрий ывӑлӗ, Зихрий — Асаф ывӑлӗ; 16. унта Овадия пулнӑ, вӑл Шемаия ывӑлӗ пулнӑ, Шемаия вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ. Унта тата Берехия пулнӑ, вӑл — Аса ывӑлӗ, Аса ӗнтӗ нетофафсен ялӗнче пурӑннӑ Елкана ывӑлӗ пулнӑ.

17. Хапха хуралҫисем: Шаллум, Аккуб, Талмон, Ахиман тата вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем; Шаллум вара пуҫлӑхӗ пулнӑ. 18. Ҫак хапха хуралҫисем, Левий ывӑлӗсем, Патша хапхи патӗнче тухӑҫ енче тӑнӑ, халичченех ҫавӑн пек. 19. Шаллум вӑл — Коре ывӑлӗ, Коре — Евиасаф ывӑлӗ, Евиасаф — Корей ывӑлӗ; вӗсем тата хӑйсен йӑхӗнчи пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Корей ҫыннисем, хӑйсен тивӗҫӗ тӑрӑх, кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче хурал тӑнӑ, вӗсен ашшӗсем вара Ҫӳлхуҫа тапӑрне кӗмелли вырӑна хуралланӑ. 20. Ӗлӗк вӗсен пуҫлӑхӗ Елеазар ывӑлӗ Финеес пулнӑ, Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ. 21. Захария, Мешелемия ывӑлӗ, пуху чатӑрӗ умӗнчи хапха хуралҫи пулнӑ. 22. Вӗсем, хапха патӗнче тӑма суйланӑ ҫынсем, мӗнпурӗ икҫӗр вуниккӗн пулнӑ. Вӗсене пурне те хӑйсем пурӑнакан вырӑнта шута кӗртсе тухнӑ. Шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑран вӗсене ҫак ӗҫе Давидпа Самуил витӗркуран тӑратнӑ. 23. Вӗсем тата вӗсен ывӑлӗсем Турӑ Ҫурчӗн, кӗлӗ чатӑрӗн хапхи умӗнче хуралта тӑнӑ. 24. Хапха хуралҫисем тӑватӑ енче — тухӑҫ енче, анӑҫ енче, ҫурҫӗр тата кӑнтӑр енче — тӑнӑ. 25. Вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем хӑйсен ялӗсенче пурӑннӑ, вӗсем патне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫичӗ куна килсе тӑнӑ. 26. Хуралҫӑсен тӑватӑ пуҫлӑхӗ вара пӗрмаях ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсем левитсем пулнӑ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн хуралчӗсемпе мул управӑшӗсене те сыхланӑ. 27. Вӗсем ҫӗрле те Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчех ҫӗр каҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм хурал ӗҫӗ вӗсем ҫинче пулнӑ, вӗсен кашни ирех алӑксене уҫмалла пулнӑ. 28. Хапха хуралҫисенчен хӑш-пӗрисене тата кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан савӑтсене хураллама хушнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна шутласах йышӑннӑ, шутласах панӑ. 29. Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пӗтӗм таса япалана, — чи паха ҫӑнӑха, эрехе, йывӑҫ ҫӑвне, ливана, ырӑ шӑршӑлӑха, — шанса панӑ.

30. Священниксен хӑш-пӗр ывӑлӗсем ырӑ шӑршӑлӑхран мирӑ хатӗрленӗ. 31. Левит-сенчен тухнӑ Маттафияна, — вӑл Корей ҫыннин Селлумӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — ҫатма ҫинче пӗҫермеллине шанса панӑ. 32. Вӗсенӗн хӑш-пӗр тӑванӗсене, Кааф ывӑлӗсене, Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем, кашни шӑматкун улӑштарса тӑмалли ҫӑкӑрсем, хатӗрлесе тӑма хушнӑ. 33. Юрӑҫӑ левитсем вара, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсенче пурӑннӑ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсӗр пуҫне урӑхла нимӗнле ӗҫ те туман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлемелле пулнӑ. 34. Ҫаксем ӗнтӗ — левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗнчи тӗп ҫынсем. Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ.

35. Гаваонра ҫаксем пурӑннӑ: Гаваон ҫыннисен ашшӗ Иеил, — унӑн арӑмӗ Мааха ятлӑ пулнӑ, — 36. унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав, 37. Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф. 38. Миклофран Шимеам ҫуралнӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра пиччӗшӗ-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ. 39. Нертан Кис ҫуралнӑ, Кисран Саул ҫуралнӑ, Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ. 40. Ионафан ывӑлӗ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха ҫуралнӑ. 41. Миха ывӑлӗсем: Пифон, Мелех, Фарей [тата Ахаз]. 42. Ахазран Иаера ҫуралнӑ; Иаерӑран Алемеф, Азмавеф тата Замврий ҫуралнӑ; Замврийрен Моца ҫуралнӑ; 43. Моцаран Бинея ҫуралнӑ: Бинея ывӑлӗ — Рефаия; Рефаия ывӑлӗ — Елеаса; Елеаса ывӑлӗ — Ацел. 44. Ацелӑн ултӑ ывӑл пулнӑ, акӑ вӗсен ячӗсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан. Ҫаксем — Ацел ывӑлӗсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех