Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Езд 6

Пай: Библи –> Ездрӑн иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 19:26

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 640

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине Аггей тата Аддо ывӑлӗ Захария, пророксем, Иудейӑпа Иерусалимра пурӑнакан иудейсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ятӗнчен пророкла сӑмахсем каланӑ. 2. Вара Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус Иерусалимра, Ҫӳлхуҫа пророкӗсен умӗнче, вӗсем пулӑшнипе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫӑннӑ.

3. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем пынӑ та каланӑ: 4. ку Ҫурта, ытти хуралтӑсене эсир кам ирӗк панипе тӑватӑр? Ҫакна тӑвакансем камсем? тенӗ. 5. Анчах Хӑйӗн халӑхӗ тыткӑнра мӗнле пурӑннине курнӑ Ҫӳлхуҫа Иудейӑн аслӑ ҫыннисене ырӑлӑх панӑ, 6. вара вӗсем ҫинчен Дарий патшана пӗлтериччен вӗсене Турӑ Ҫуртне тума чарман. Ӗнтӗ Дарий патшаран хурав ҫитнӗ.

7. Акӑ Сисинни Дарие ҫырса янӑ ҫырӑва ӳкерсе илни: «Сирипе Финикия ҫӗрне тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Сисинни, Сафравузан тата вӗсен юлташӗсем, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсем, Дарий патшана савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 8. Патша хуҫамӑр пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир, Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалим хулине кӗрсессӗн, Иерусалим хулинче иудейсен тыткӑнран таврӑннӑ аслӑ ҫыннисене куртӑмӑр, 9. вӗсем Ҫӳлхуҫа валли чутласа якатнӑ хаклӑ чулсенчен, стенисене йывӑҫ хывса, ҫӗнӗ пысӑк Ҫурт тӑваҫҫӗ; 10. ку ӗҫе тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, ӑнса пырать ӗҫ вӗсен аллинче, питӗ чаплӑ та тӗплӗ тӑваҫҫӗ. 11. Вара эпир ҫак аслӑ ҫынсенчен: «ҫак Ҫурта, ҫак ӗҫе эсир кам хушнипе тӑватӑр?» тесе ыйтрӑмӑр. 12. Сана пӗлтерес, вӗсен пуҫлӑхӗсем ҫинчен сан патна ҫырса ярас тесе ҫапла ыйтрӑмӑр эпир вӗсенчен, ертсе пыраканӗсен ячӗсене ҫырса пама каларӑмӑр. 13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире. 21. Эппин, патшан кӑмӑлӗ пулсассӑн, Кир патшан кӗнекисем упранса тӑракан ҫӗрте шыраса пӑхчӑр, 22. Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Кир патша ирӗкӗпе туни палӑрсассӑн, патша хуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, пире ҫакӑн ҫинчен пӗлтермелле пултӑрччӗ» тенӗ ҫырура.

23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех