Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Нав 2

Пай: Библи –> Иисус Навин кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.30 08:56

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 578

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ. [Икӗ яш ача] тухса кайнӑ, вӗсем [Иерихон хулине] ҫитнӗ те Раав ятлӑ пӗр аскӑн арӑм килне [кӗнӗ], унтах ҫӗр выртма юлнӑ. 2. Ӗнтӗ Иерихон патши патне хыпар ҫитернӗ: акӑ кӗҫӗр Израиль ывӑлӗсем хушшинчен темӗнле ҫынсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килчӗҫ, тенӗ. 3. Иерихон патши Раав патне ҫынсем янӑ, патша хушнипе вӗсем: хӑв патна килнӗ ҫынсене тытса пар, вӗсем сан килне [ҫӗрле] ҫитсе кӗнӗ, вӗсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килнӗ, тенӗ. 4. Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм; 5. вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ. 6. Хӑй вара ҫав икӗ яш ачана ҫурт тӑррине ертсе улӑхнӑ та унта сарса хунӑ йӗтӗн ҫурӑмӗсем хушшине пытарнӑ. 7. Патша янӑ ҫынсем вӗсем хыҫҫӑн Иордан ҫулӗпе кӗре каҫӑ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; хапхине вара хӑвалама тухса кайнисем хыҫҫӑнах хупса хунӑ. 8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ. 14. Ҫав ҫынсем ку арӑма каланӑ: [халӗ] пирӗн ҫинчен никама та пӗлтермесессӗн, эсир пӗтес вырӑнне пирӗн чун пӗтмелле пултӑр; Ҫӳлхуҫамӑр ҫак ҫӗре пире парсассӑн, эпир сана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх кӑтартӑпӑр, тенӗ. 15. Вара арӑм вӗсене чӳречерен вӗрен вӗҫҫӗн антарса янӑ: унӑн килӗ хула хӳми ӑшӗнче пулнӑ, вӑл ҫапла хӳме ӑшӗнче пурӑннӑ; 16. вӑл вӗсене каланӑ: йӗрлекенсем хӑвӑра ан тӗл пулччӑр тесе эсир ту ҫинелле кайӑр, [хӑвӑр хыҫҫӑн] хӑваласа кайнисем таврӑниччен унта виҫӗ кун пытанса тӑрӑр; кайран хӑвӑр ҫулӑрпа кайӑр, тенӗ. 17. Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18. эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19. эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20. ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ. 21. Арӑм: эсир каланӑ пек пултӑр! тенӗ. Ӗнтӗ ҫыннисене кӑларса янӑ, лешӗсем кайнӑ, вӑл вара чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса ҫакнӑ. 22. Вӗсем кайнӑ, ту ҫине ҫитнӗ те хӑйсем хыҫҫӑн хӑваласа пынисем каялла таврӑниччен унта виҫӗ кун тӑнӑ. Хӑвалаканӗсем вӗсене пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе шыранӑ, анчах тупайман. 23. Ҫапла вара ҫав икӗ ҫын каялла кайнӑ, ту ҫинчен анса [Иордан] урлӑ каҫнӑ та Нав ывӑлӗ Иисус патне ҫитнӗ, хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 24. Вӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] ҫак ҫӗре пӗтӗмпех пирӗн аллӑмӑра панӑ, унта пурӑнакансем пурте пирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех