Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Езд 4

Пай: Библи –> Ездрӑн пӗрремӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 18:36

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 493

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иудӑпа Вениамин тӑшманӗсем ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннисем Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне тума пуҫлани ҫинчен илтнӗ; 2. вара вӗсем Зоровавельпе ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: эпир те сирӗнпе пӗрле ӗҫлӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир те сирӗн Туррӑра пуҫҫапатпӑр, эпир Ӑна хамӑра Сири патши Асардан ҫакӑнта куҫарса килнӗренпех парне кӳрсе тӑратпӑр, тенӗ. 3. Зоровавельпе Иисус, Израиль ӑрӑвӗсен ытти пуҫлӑхӗсем каланӑ вӗсене: сирӗн пирӗнпе пӗрле пирӗн Туррӑмӑрӑн Ҫуртне лартасси пулас ҫук; хамӑра Перси патши Кир хушнӑ пек, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, Ҫуртне эпир хамӑрах тӑватпӑр, тенӗ. 4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.

6. Патшара Ахашверош ларнӑ чухне, вӑл тин кӑна патшана ларсассӑн, вӗсем Иудейӑпа Иерусалимра пурӑнакансене айӑпласа ҫырса янӑ. 7. Артаксеркс вӑхӑтӗнче Бишлам, Мифредат, Табеел тата вӗсен юлташӗсем Перси патши Артаксеркс патне ҫыру ҫырнӑ. Ҫырӑвне Сири саспаллийӗсемпе, сирилле ҫырнӑ пулнӑ, ӑна куҫарса панӑ. 8. Ҫавӑн чухне Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ Артаксеркс патша патне Иерусалима хирӗҫле ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: 9. «Рехум канашҫӑ, Шимшай ҫыруҫӑ тата вӗсен юлташӗсем — динейсем, афарсафхейсем, тарпелейсем, апарссем, арехьянсем, вавилонсем, сусансем, дагсем, еламсем 10. тата ытти халӑхсем — аслӑ та мухтавлӑ Аснафар [Сеннахирим] куҫарса килсе Самари хулисемпе юханшыв леш енчи хуласене вырӑнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑхсем» тата ытти те. 11. Ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Артаксеркс патшана — санӑн чурусем, юханшыв леш енче пурӑнакансем» тата ытти те. 12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».

17. Вара патша Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ патне, вӗсен Самарире тата юханшыв леш енчи хуласенче пурӑнакан юлташӗсем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире»... тата ытти те. 18. «Эсир пирӗн пата янӑ ҫырӑва ман умӑмра ӑнланмалла вуласа пачӗҫ; 19. хушрӑм та — шыраса тупрӗҫ, пӗлчӗҫ: чӑнах, ку хула мӗн авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑнине, унта пӑлхавсемпе пӑтравсем пула-пула иртнине, 20. Иерусалимра хӑватлӑ патшасем пулнине, вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗре тытса тӑнине, вӗсене хырҫӑ, куланай тата ытти тӳлев парса тӑнине пӗлтӗмӗр. 21. Апла ҫав ҫынсене ӗҫлеме чарӑр, эпӗ каламасӑр вӑл хулана ан туччӑр. 22. Астӑвӑр, пурне те тӗплӗ тӑвӑр, тимлӗ пулӑр; ҫав сиене пула патшалӑхӑн шар курмалла ан пултӑр».

23. Артаксеркс патшан ҫырӑвне Рехумпа Шимшай ҫыруҫӑ умӗнче тата вӗсен юлташӗсем умӗнче вуласа панӑ хыҫҫӑнах вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалима иудейсем патне тухса кайнӑ та вӗсен ӗҫне пысӑк ҫар вӑйӗпех чарса лартнӑ. 24. Вара Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тӑвас ӗҫ чарӑнса ларнӑ, Перси патши Дарий патшана ларни иккӗмӗш ҫул ҫитичченех ҫак ӗҫ вырӑнтан хускалман.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех