Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Князьпа княгиня хӑйсен ҫемйипе килеҫҫӗ; князь кӑвак ҫӳҫлӗ старик, пергамент евӗрлӗ сарӑхнӑ питлӗ, тӗксӗм те чармак куҫлӑ, сарлака кукша ҫамкаллӑ, виҫӗ ҫӑлтӑрпа, ылтӑн табакеркӑпа, яхонт тыткӑчлӑ туяпа, бархат атӑпа; княгиня — сӑнӗпе те, пӗвӗпе те чипер хӗрарӑм, унӑн пилӗк ача пулин те, ун патне нихҫан та, никам та, князь хӑй те, ҫывӑхне пыман, ӑна ыталаса чуптуман пек туйӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине Верхлевӑри ҫурт та ҫулталӑк хушшинче ытларах пушӑ, питӗрӗнсе ларать, анчах ашкӑнчӑк ача час-часах унта кӗркелет те вӑрӑм пӳлӗмсемпе галерейӑсене, стена ҫинчи тӗксӗм портретсене курать, вӗсем тӳрккес мар, пысӑк та куштӑрканӑ алӑсемлӗ мар, — ывӑннӑ пек ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫсене, пудрӑпа сапнӑ ҫӳҫсене, ачаша тухнӑ шурӑ питсене, тулли кӑкӑрсене, чӗтресе тӑракан ҫӳхе манжетлӑ, шпагӑн эфесӗсем ҫине мӑнаҫлӑн хунӑ кӑвак юн тымарлӑ ачаш алӑсене курать; ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсен ним усӑсӑр киленсе пурӑннӑ несӗлне, ука та кӗмӗл, бархат та чӗнтӗрле тум тумланнӑскерсене курать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич тӗлӗкре тата ашшӗ-амӑшӗ килӗнчи пысӑк та тӗксӗм хӑна пӳлӗмне курать, унта — яланах ҫитӗпе витӗнсе тӑракан авалхи каврӑҫ кресласем пысӑк та майсӑр хытӑ диван, ӑна сарнӑ сенкер бархат тӗссӗрленнӗ, пӑнчӑн-пӑнчӑн вараланса пӗтнӗ; унтах пысӑк сӑран кресла пур.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйсенчен сакӑрвунӑ ҫухрӑмра «кӗпӗрне», урӑхла каласан, кӗпӗрне хули пуррине вӗсем пӗлеҫҫӗ; анчах хӑшпӗрисем ҫеҫ унта кайкаласа килнӗ; унтан инҫерех, лере, Саратов, Нижний хулисем пуррине пӗлеҫҫӗ, Мускав тата Питӗр пуррине, Питӗр леш енче французсем е нимӗҫсем пурӑннине пӗлеҫҫӗ, лерелле вара вӗсемшӗн, ӗлӗк-авалхи ҫынсенни пек, тӗттӗм тӗнче, аҫтахасем, икӗ пуҫлӑ ҫынсем, улӑпсем пурӑнакан паллӑ мар ҫӗршывсем пур пек туйӑнать; унтан тӗксӗм тӗнче пуҫланать те, юлашкинчен, ҫӗр чӑмӑрне ҫӗклесе тӑракан пулӑ патне ҫитсен, вӗҫленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑнах ӗнтӗ, унта тинӗссем, ҫӳлӗ тусем, чул тусемпе тӗпсӗр ҫырмасем, сӗм вӑрмансем те ҫук — пысӑк, тискер, тӗксӗм япаласем пачах нимӗн те ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сылтӑм аллинчи шӗвӗр пӳрнине темӗнле тӗксӗм куҫлӑ пысӑк ҫӗрӗ тӑхӑннӑ.На указательном пальце правой руки надет был большой массивный перстень с каким-то темным камнем.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак Алексеев, Васильев, Андреев, сире мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек хушаматлӑ этем, пӗтӗмпех халӑх ушкӑнӗн темле тулли мар, хӑйне евӗрлӗ сӑпачӗ, унӑн хупӑ сасси, унӑн тӗксӗм ҫути пулса тӑрать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вӑтӑр икӗ-вӑтӑр виҫӗ ҫулсенче, вӑтам пӳлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, тӗксӗм кӑвак куҫлӑ, анчах сӑнӗнче нимӗнле ӗмӗт те, нимӗнле тимлӗ шухӑш та палӑрмасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унан шӑрҫисем сарӑлса кайнӑ, ним хускалми хытса пӑхакан куҫӗсенче темле тӗксӗм сехӗрленӳ, чунне ҫавӑрса илнӗ темле асамлӑ вӑйсемпе ҫын ӑстӑнӗнчен те ҫӳлерехри пӗлӳсене ирӗксӗррӗн парӑнни палӑрса, курӑнсах тӑчӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Йӑлтӑртатса тӑракан тӗксӗм куҫӗсемпе таҫта аякалла тинкерсе, шухӑша кайса юрлать вӑл.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Техника обществинчи пӗр доклад хыҫҫӑн трибуна умне хура куҫлӑ, тӗксӗм сухаллӑ тата уссиллӗ, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын тухнӑ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ачасене хурахсем халь-халь ярса тытас чухне вӗсен умне таҫтан тӗксӗм симӗс Тойота сиксе тухрӗ.Когда уже казалось, что они проиграли, возле ребят вдруг притормозила темно-зеленая «Тойота».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Колькӑн тӗксӗм сӑн-питне тепре курасчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Завод ҫинче ҫаплах вутлӑ тӗксӗм пӗлӗт йӑсӑрланса юхать.По-прежнему сменяя друг друга, торопливо бежали над заводом огненно-тёмные облака.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ахаль ҫакӑн пек ҫеҫ шутлама пулать: вӗсем ӑшӗнче е ӑвӑсран тунӑ ҫын кӗлеткисем, е фокусникӑн тӗлӗнмелле сӗтелӗсем, е тӗксӗм куҫлӑ, йӳплӗ чӗлхеллӗ лаптак ҫӗленсем пулма пултараҫҫӗ.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Куҫӗсем унӑн халӗ хура мар, темӗнле шупка-кӑвак, вӗсене, вилнӗ вӑкӑрӑнни пек, тӗксӗм ҫурхах карса илнӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Портран тӗксӗм, хӑрушӑ сирена сасси илтӗнет.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн намӑсланнӑ пек пулнӑ вӗтӗ тарпа витӗннӗ тӗксӗм пичӗ патмар кӗлеткипе пӗртте килӗшмест.
XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл питӗ пысӑк, ҫурма тӗттӗм пӳлӗм тата тепӗр енчи тӑватӑ кӗтеслӗ чӳречесен тӗксӗм пӗчӗк мӗлкисене курчӗ.Он увидел громадный сумрачный воздух и мутные крошечные квадратики противоположных окон.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949