Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытсан (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тытсан, тен, айӑплӗҫ те.

— Поймают, — может, и отвечать прийдется.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ экономика енчен Лузгина пӑхӑнса тӑратӑн, ку вара акӑ мӗне пӗлтерет: эсӗ руле кирек ӑҫталла тытсан та, хӑвӑн машинна пурпӗрех Лузгин патне илсе ҫитеретӗн.

Ты экономически зависишь от Лузгина, а это значит, куда бы ты ни зарулил, все равно приведешь свою машину к его личности.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах, тулашӗнчен йӳнесӗр те мӑран пулнӑ пулин те, Никодим яланах вылянӑ пек ҫӑмӑл ӗҫленӗ, кирек мӗн тытсан та, унӑн хӑнӑхнӑ ӑста аллисем пурне те тума пултарнӑ.

Но, несмотря на внешнюю неуклюжесть и неповоротливость, работал брат всегда с завидной легкостью, как бы играючи, и, за что бы он ни брался, все спорилось в его умелых и умных руках.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ӗҫе кайнӑ пек мар, хӗрпе тӗл пулма васканӑ пек утать, хӑй Ксение коридора мӗнле чӗнсе тухассине, ун яланах кӑшт шӑннӑ аллисене хӑйӗн ывӑҫ тупанӗсемпе тытсан, Ксени вӑтанса, айккинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна: «Ан тив, Кеша! Кунта ҫынсем йӗри-таврах вӗт», — тесе пӑшӑлтатассине курса пырать.

Шел он словно не на работу, а спешил на свидание, с замиранием сердца представляя, как вызовет Ксению в коридор, возьмет в свои ладони ее всегда немного зябкие руки, а она будет застенчиво оглядываться и шептать: «Не надо, Кеша! Тут же кругом люди!»

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Шульӑка вӑрӑпа тытсан, унӑн вара чӗри начартарах пулсан, эпӗ хам куншӑн тӑнран кайса ӳкместӗп.

— Когда жулика ловят с поличным, а он на сердчишко окажется слабоват, то сам я от этого в обморок падать не буду.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Арҫынсем ҫыпҫӑнма тӑрӑшни ӑна кӳрентернӗ, кам та пулин ун аллине палӑртмаллах ачашшӑн тытсан, унӑн, аллине туртса илсе, ҫав ҫынна ҫупкӑ парас килнӗ.

Назойливое внимание мужчин оскорбляло ее, и, когда кто-либо с подчеркнутой нежностью задерживал в своей руке ее руку, ей хотелось выдернуть ее и дать пощечину.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑн пек ҫынна вӑрӑпа тытсан е шульӑкла хӑтланнине пӗлсен, ҫынна ҫирӗп алӑра тытма пулнӑ.

Уличив такого человека в мелком воровстве или жульничестве, потом можно было держать его в крепкой узде.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакна пурне те пӗр алла ярса тытсан, ӗҫлеме те, хӑвӑра кӑтартма та пулать вара.

А если все это ухватить в одни руки, будет где развернуться и себя показать.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сана кирек хӑш енчен тытсан та, эсӗ йӑлтах яп-яка, саваланӑ пек!..

— С какой стороны тебя ни возьми — гладкий весь, обструганный!

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хам эпӗ сан пата района миҫе ҫул пырса ҫӳрейместӗп ӗнтӗ, Егора мӗн чухлӗ каланӑ кӗрсе кур тесе, анчах ӑна каласа итлеттеретӗн-и, хӑй пӗр шут тытсан.

А сама я к тебе в район уже какой год не могу выбраться, Егору сколь раз говорила — зайди проведай, но ему если что втемяшится, сроду не повернешь!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кирек-мӗн ҫинчен шухӑшланӑ чух та, кирек хӑш ӑҫе тытсан та, шухӑшӗпе ялт вӑл Григорий ҫумӗнче пулчӗ, унран хӑпма пултараймарӗ, ӑна пӗтӗм чунӗпеле парӑнса юратрӗ.

И о чем бы ни думала, что бы ни делала, всегда неизменно, неотрывно в думках своих была около Григория.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Сердобсксем ярса тытсан, часрах кӑларма.

— Чтобы скорее достать, ежели сердобцы схватят.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӑсмастчӗ пуль, Григорий Пантелевич, пӗрне тытсан.

— Вот бы, Григорь Пантелеевич, подвалить дикого гусака.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кондратьевпа алӑ тытсан, Сергей ытлашши сӑмах хушмасӑр, комисси акчӗсемпе тултарнӑ папкӑна ун умне уҫса хучӗ.

Поздоровавшись с Кондратьевым, Сергей без лишних слов развернул перед ним папку с актами и выводами комиссии.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла ҫав, ҫак ыйту ҫине политика куҫӗпе пӑхсан, ҫирӗп шухӑш тытсан

Да тут, если подойти к этому факту с политической точки зрения и сделать соответствующий вывод…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑк хӑлӑпӗнчен тытсан, куҫӗпеле йӗплесе, ҫапла хушса хучӗ:

Уже держась за щеколду, стрельнул глазами в люльку, сказал:

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ хӑвӑнне ют арӑмпа тытсан, ай шарламан пулӑттӑн? — сӑмахсене ерипен вырнаҫтарса ыйтрӗ вӑрӑм шалча пек ҫӳллӗ арӑм — Кашулин Матвейӑн кинӗ.

— Ты б своего прихватила с чужой, аль смолчала бы? — медленно расставляя слова, спросила длинная жердястая баба — сноха Кашулина Матвея.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пан ҫуллахи ӗҫсем валли рабочисем тара тытсан, апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗн.

— Стряпать будешь, когда рабочих на лето наймет пан.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр вырӑнта тапӑртаткаласа тӑркаларӗ те, алӑк хӑлӑпӗнчен тытсан кӑна тепӗр сӑмах хушрӗ:

Григорий потоптался на месте и, уже держась за дверную ручку, сказал:

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кирек епле ӗҫе тытсан та ҫавӑрттарать кӑна: алӑ ӗҫне те пултарать, кил-ҫурт таврашӗнче те хӑй еплине ӗнтӗ эсир, ырӑ ҫынсем, хӑвӑрах куратӑр пулӗ, — Пантелей Прокофьевичпа тутине тӑснӑ Ильинична еннелле ҫаврӑнса, кӗрнеклӗ аллисемпе сулса кӑтартрӗ вӑл, — каччи те ытармалла мар.

Работа варом в руках: что рукодельница! что хозяйка! И собою, уж вы, люди добрые, сами видите, — Она разводила с приятной округлостью руками, обращаясь к Пантелею Прокофьевичу и надутой Ильиничне, — Он и женишок хучь куда.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех