Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытман (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри, пӳртре тытман йытӑ, армак-чармакскер, ҫав тери тӑнсӑр, сӑнӗнчен пӑхсан та тӑнсӑрри курӑнса тӑрать, хӑй пырать вара урампа пуҫне каҫӑртса, ун ҫине пурте пӑхаҫҫӗ тет пулас.

Иной преаляповатый, дворняга, глуп страшно, на лице написана глупость, преважно идет по улице и воображает, что он презнатная особа, думает, что так на него и заглядятся все.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Ӑна теплерен ҫеҫ хӗрлисем ярса тытман.

Его едва не сцапали красные.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапах та чӑтрӑм-ҫке-ха, ачасене те пӑхса ӳстертӗм, килтен те нихҫан пӗрре тухса каяс шут тытман.

А ить выжила же, и детей воскормила, и из дому ни разу не счиналась уходить.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр тесен, тытман вӑрӑ — вӑрӑ та мар.

А раз непойманный, — значит, не вор.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Крыльца ҫине тухсан, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ — картишӗнче (хӳме тытман, юр хӳсе лартнӑ кил вырӑнне картиш теме юрать пулсан) халӑх тулли иккен: пӗрисем хыттӑн та хавассӑн темскер каласа кӑтартакан Ромкӑ патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ; теприсем хулпуҫҫипе хапха юпине тӗревлесе тӑракан Никодим патне пуҫтарӑннӑ; виҫҫӗмӗшӗсем Иван мучи патне пухӑннӑ — кусем, Иванпа пӗр ҫулти кӑвак сухаллӑ стариксем, туратлӑ туйисем ҫине тайӑнса тӑраканскерсем, йӑл кулса, старик каланипе килӗшсе, пуҫӗсене сула-сула илнӗ.

Выйдя на крыльцо, он удивился — весь двор, если можно было назвать двором заваленную снегом, неогороженную усадьбу, был полон народу: одни толпились около Ромки, громко и задорно вещавшего о чем-то; другие сгрудились возле Никодима, подпиравшего плечом воротный столб; третьи собрались вокруг деда Ивана — седобородые старики, его сверстники, стояли, опершись на суковатые палки, и, улыбаясь, согласно кивали ему.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кермен лартса курмарӑм, имени те тытман

 — Хором не нажил, именья — тоже…

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр канаш тытман, планпа лартатпӑр, тетӗп…

Говорю ему, что не сговорились, а так, строим по плану…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ларасса вӗсем хӑйсен вырӑнӗнчех ларнӑ, анчах алла хут тытман: «Кам-ши вӑл?

Они, конечно же, сидели на своих местах, но руки к бумагам не прикасались: «Кто же он?

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тар шӑрши шӑршласа курман вӑл, алла винтовка тытман, ҫапах та герой пуласшӑн: тылри ӗҫсене ҫирӗплетсе пынӑ-ҫке!..

Так что пороху он не нюхал, винтовку в руках не держал, а тоже лезет в герои: дескать, тыл крепил!..

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кӑшт та тытман, — Анфиса кӳреннӗ пек аялти тутине ҫыртрӗ.

— И ни чуточки, — Анфиса обиженно закусила хорошенькую нижнюю губку.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Следователь ку хутра та хӗвел тӗрленчӗкӗсем ҫине хӑйӗн мӑянпа симӗсленсе пӗтнӗ ботинкисемпе малтанхи пекех пусса пычӗ, картузне кӑна ку хутра аллине тытман вӑл, шупка хӑлха кимӗрчекӗсем ҫине шанчӑклӑн пусса лартнӑ.

Следователь так же наступал на них ботинками, обзелененными лебедой, только фуражку не в руке нес, а надежно нахлобучил на бледные хрящи ушей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хуть мӗн калӑр та эсир мана, хӗрарӑмсем пирӗнтен кулма шухӑш тытман пулсан, вӗр-ҫӗнӗ ҫӗлӗке хурса паратӑп.

— Я тут же ставлю новую шапку, если бабам не вздумалось посмеяться над нами.

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ каҫару ыйтрӑм, сунас ӳсӗрнӗ чух сирпӗнтернӗшӗн… мӑшкӑлассине эпӗ асра та тытман.

Я извинялся за то, что, чихая, брызнул-с… а смеяться я и не думал.

Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.

Хӗрарӑмсем ман патӑма уставщика илсе пычӗҫ, пытармах мана шут тытнӑ; илтетӗп: вӑл ют тӗнлӗ ҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ, хӗр-арӑмсемпе ҫӳренӗ, ҫынсем вӗлернӗ, типӗ тытман, балалайкӑпа вылянӑ, теҫҫӗ.

Привели ко мне бабы уставщика, хоронить меня хотели; бают: он мирщился , с бабами гулял, души губил, скоромился, в балалайку играл.

XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Нихӑшӗ те вӗсенчен, калам сире, йыттӑпа кушакӑн пӗр кунне те пулин, ну пӗр кунне ҫех пултӑр, тимлӗн тишкерсе, йӗрлесе тухмашкӑн тавҫӑрман, тӗллев тытман.

Никто из них, некоторым образом, не догадался задаться целью — ну хоть бы проследить внимательно один только день собаки или кошки.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫук, урӑххипе, хамшӑн ют ҫынна калаҫнӑ чух урасене пӗрле тытман эпӗ тата темӗскер каланӑ.

Нет; говоря с другим, посторонним мне человеком, я не держал ног вместе и что-то сказал.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах эпӗ, тискер этемсен ушкӑнне (калӑпӑр, вуннӑн е вуниккӗн килнӗскерсене) пӗтерсен, ыран, е тепӗр эрнерен, е, тен, тепӗр уйӑхран вӗсен тата ҫӗнӗ ушкӑнӗпе ҫапӑҫмалла пулассине пӗрре те пуҫра тытман.

Я не сообразил тогда, что если даже и перебью всех приехавших ко мне дикарей (положим, их будет десять или двенадцать человек), то на другой день, или через неделю, или, может быть, через месяц мне придется иметь дело с новыми дикарями.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Эпир пӗри те пӑшал тытман, — терӗ виҫҫӗмӗшӗ.

— Никто из нас не держал, — сказал третий.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун чух вӑл хир сыснисене тытман пулсан, мӗнех вара, халь пӗри те ҫур ҫул ҫиме ҫитнӗ пулӗччӗ вӗт, килйыш та кунсеренех ҫимелли пирки пӑшӑрханса лармӗччӗ.

Он всех перебил, хоть бы один остался — его хватило бы на полгода, и не пришлось бы изо дня в день заботиться о пище.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Вӗсем мана тӳрех вӗлернӗ пулсан, — эпӗ вӗсене вӗчӗ тытман пулӑттӑм.

Ежели бы они убили меня сразу, — я бы на них сердца не держал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех