Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытман (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, ӑна нихҫан та тытман.

Нет, он никогда не был в плену.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах вӑл хӑйне нихҫан та хальхи пек тытман.

Но никогда еще он не вел себя так, как сегодня.

18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Шӑллӗ, улпутран тахҫанах ирӗклӗх хучӗ илнӗскер, таҫти аякри кӗпӗрнере пурӑннӑ, чи аскӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ; ҫавӑнпа хӑй чӗрӗ чухне Наталья Савишна унпа пачах та ҫыхӑну тытман.

Брат ее, еще давно отпущенный на волю, проживал в какой-то дальней губернии и вел жизнь самую распутную; поэтому при жизни своей она не имела с ним никаких сношении.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Чӑнах та, ҫавӑнтан вара нимӗн те тытман, Антон Семеновичшӑн мар, хам ют япалана илме пултарайманнипе, — вӑрлани мӗн тери ирсӗр те путсӗр ӗҫ пулнине туйса илтӗм эпӗ.

И правда: никогда с тех пор не брал, и уже не ради Антона Семеновича, а потому, что невозможно мне было взять, — я это ощутил как мерзость и грязь.

36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Эс мана каҫар, Володя, анчах та ку — вӑрланӑ пекех, хӑвӑн аллусемпе нимӗн те тытман пулсан та.

— Ты меня извини, Володя, но, по-моему, это одно и то же, если ты даже своими руками и не брал ничего.

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Анчах та эпир тытман

Только мы не брали…

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кашнинех чарса тӑратать те — пурне те: «Эп тытман! Эпир илмен!» тет.

Ловит всех — и каждому: «Я не брал! Мы не брали!»

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Эсир нихҫан та нимӗн те тытман тесе шутлама та пулать! — мӑшкӑлламалла кулса илчӗ Репин.

— Можно подумать, что вы вообще никогда ничего не брали! — усмехнулся Репин.

28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Унӑн йӑли ҫавӑн пек: «Тытман вӑрӑ — вӑрӑ мар», тет вӑл.

Он такую привычку имеет: «Не пойман — не вор».

13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл хӑйне ыттисем пек тытман.

Повадки у него были совсем иные, чем у них.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

— Мӗн тенӗ-ха, тытман упа тирне сӗвиччен… — авмапикеннӗ турата лачӑрах хуҫса антарма меллӗрех сӑмахсем шырарӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн пурнӑҫӗ темле хӑрушла кичем пулнӑ; вӑл никампа та ҫыхӑну тытман, килӗнчен сайра тухнӑ, нимӗн те туман, йӗрӗнмелле хыткукар пулнӑ, ҫав хушӑрах вӑрттӑн, пӗр интерессӗр, йӳнӗлле аскӑннӑ.

Что-то страшно угрюмое было в его существовании, он ни с кем не знался, редко выезжал, ничего не делал, был скуп до отвратительности и скрытно, прозаически, дешево развратен.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Кулине пусма тӑрӑх ҫӳлелле ыткӑнчӗ, ҫӳле ҫитсе тискеррӗн кӑшкӑрса ярса вилнӗ ҫын пек пусма ҫине каялла кайса ӳкрӗ, ҫынсем те ӑна тытса чараймарӗҫ, пур кӗтессенчен те чупса тухнӑ ҫынсем ӑна ярса тытман пулсан, ҫавӑнтах ӳксе вилетчӗ вӑл.

Акулина бросилась на лестницу и, прежде чем успели ее удержать, взбежала и с страшным криком, как мертвое тело, упала на лестницу и убилась бы, если бы выбежавший изо всех углов народ не успел поддержать ее.

X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ман ҫинчен сире элеклесе кӑтартнӑ пулсан, апла тума кашни ҫын пиркинех пулать, эпӗ сирӗн сывлӑхӑра хирӗҫ нихӑҫан та киревсӗр шухӑш тытман пулас.

Коли на меня наговорили, так обвинить каждого можно, а я никогда ничем, кажется, противу вашего здоровья не мог и помыслить.

IV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Эпӗ, Егор, ун ҫинчен шухӑш та тытман, — тесе пӳлсе хучӗ улпут майри, ҫав вӑхӑтран тата хӑй Дутловсем Егора укҫа парса тытнӑ пулӗ тесе шухӑшласа илчӗ.

— Да я и не думала, Егор, — прервала барыня и тотчас же подумала, что он подкуплен Дутловыми.

I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Микитен хӑйпе хӑйӗн пит тавлашмалла пулнӑ: вӑл кӑштах стакана тытса эрехне хӑй ӑшнелле ӳплештермен, анчах Ваҫили Андрейч ҫине пӑхнӑ та, хӑй сӑмах панине, сутса ӗҫсе янӑ аттисене, катка-пичке ӑстине тата ывӑлне ҫуркуннепе лаша илсе парас тенине астуса илсе, сывласа илнӗ те эрехне тытман.

Была минута мучительной борьбы: он чуть не взял стаканчик и не опрокинул в рот душистую светлую влагу; но он взглянул на Василия Андреича, вспомнил зарок, вспомнил пропитые сапоги, вспомнил бондаря, вспомнил малого, которому он обещал к весне купить лошадь, вздохнул и отказался.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Пӗр утӑм ярса пуссан, унӑн сасартӑк пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ, надзиратель ӑна хулпуҫҫинчен тытман пулсан, вӑл аялалла тӑрӑнса аннӑ пулӗччӗ.

Когда он взошел на верхнюю ступеньку, у него закружилась голова, он пошатнулся и упал бы, если бы надзиратель не поддержал его за плечо.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Вӑл Сализи ялне те кайса курма ӗлкӗрнӗ, унтан таврӑнсан вара хӑйне лӑпкӑн тытман, ҫынсемпе те калаҫман.

Он успел побывать в Сализи и вернулся оттуда неразговорчивый, неспокойный.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ҫакӑн пек вӗҫес шухӑша Чкалов тӳрех тытман.

На этот полет Чкалов решился не сразу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Буровой скважина никӗсӗн ҫирӗплӗхне ӳстерес пирки панӑ сӑпайлӑ сӗнӗвӗ Васильев пек чаплӑ инженера хӑйӗн малашнехи ӗҫӗсене татса парас тӗлӗшпе ҫӗнӗ ҫул уҫса пама пултарасси ҫинчен Мариам асра та тытман.

Мариам не могла представить себе, что ее скромное предложение по увеличению прочности основания бура вдруг подскажет такому инженеру, как Васильев, новое решение в направлении его дальнейших работ.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех