Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирвайхи сивӗ шыв ҫине кӑштах тӗтре сарӑлнӑ пек, Обломов кӗлетки тӑрӑх ырӑ канӑҫлӑх сӑрӑлтатса саланчӗ, тӗлӗрнӗҫемен туйӑмсем кӑштах сӳрӗлме тытӑнчӗҫ, тепӗр минутранах шухӑш йӗрӗ татӑлатчӗ пулӗ, анчах Илья Ильич сасартӑк тӑна кӗрсе, куҫне уҫрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл халь тин хӑйӗн чӗринче улпута хисеплен туйӑмсем ҫуралнине сисрӗ, вара сасартӑк улпута куҫран пӑхма тытӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Паллах ӗнтӗ, ун чухне Саня ӗҫӗ ӑнӑҫманни ӑна ӑнран ярасса ҫитерни халӗ темле тӗлӗнмелле пек туйӑнать, мӗншӗн тесен халӗ пин хут ытла урӑхла вӑйлӑ туйӑмсем вӑрҫӑчченхи хамӑрӑн хаваслӑха та чечен шухӑшсене пӗтӗмпех пӳлсе хучӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Летчик-испытательсене пӗрре теветкелленни, тепре ответлӑхпа чун хавхаланнине пӗлтерекен профессиллӗ туйӑмсем питӗ те паллӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак туйӑмсем валли кашниншӗнех унӑн хӑйӗн рецепчӗ пур, никама пырса тӗкӗнмен туйӑм валли те вӑл рецепт тупнӑ курнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Итле-ха, каяр-ха ресторацине, унта выляҫҫӗ вӗт… маншӑн халӗ вӑйлӑ туйӑмсем кирлӗ.Послушай, пойдем лучше в ресторацию, там игра… мне нужны нынче сильные ощущения…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Коридортан хыттӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ, ку ӗнтӗ тӗрмере нимӗнле туйӑмсем те пулма пултарайманни ҫинчен аса илтерни пулчӗ.Из коридора раздался резкий окрик погонщика в мундире, – в тюрьме нет места чувствам.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫавӑнпа та, ҫав туйӑмсем ытлашши ӳссе каясран шикленсе, Алексей ун патне хӑйӗн Камышинра юратнӑ хӗрӗ пурри ҫинчен, амӑшӗпе Ольӑна хӑйӗн хуйхи ҫинчен каласа пама хӑяйманни ҫинчен ҫырса янӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ Камышинран килекен ҫырусем унӑн чӗринче ҫав тери тӗрлӗ тӗслӗ туйӑмсем ҫуратнӑ, — вӗсем савӑнтарнӑ, хуйхӑртнӑ, шанчӑк та панӑ, пӑлхатнӑ та, вӗсем пӗр вӑхӑтрах ӑна хавхалантарнӑ та, асаплантарнӑ та.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Владимир вӗсем ҫине пӑхса тӑрать, хӑрушӑ туйӑмсем ӑна пӑлхатаҫҫӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Капитан Енакиева илсен, ача унӑн чунӗнче нумай пысӑкрах туйӑмсем ҫуратнӑ.Что же касается капитана Енакиева, то мальчик пробудил в его душе более глубокие чувства.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Чун-чӗрере те сивлек, канӑҫсӑр туйӑмсем ҫуралнӑччӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Туйӑмсем ҫӗнӗрен вӑй илӗҫ.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Колхоз ӗҫӗсене тума утатӑн — каллех ырӑ туйӑмсем: икӗ бригада пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, утӑ ҫулнӑ чух та савӑк кӑмӑллӑх, улӑм пуҫтарнӑ чух те шӳт-кулӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче, укҫине нумаях памасан та чунра таса, ҫутӑ.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Туйӑмсем мӑкалаҫҫӗ.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ҫут ҫанталӑка, чӗрчунсене ачаранах юратнӑ та ҫав туйӑмсем ватлӑха ҫитичченех упранса юлчӗҫ.Природу, животных с детства любил, эти чувства сохранились и до старости.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Вӑл ялан ҫӗнӗлӗхсем шырать, кашни урок, мероприяти ачасен чунӗсенче ырӑ туйӑмсем хӑвартӑр тесе тӑрӑшать.
Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ҫак туйӑмсем ача чунӗнче ҫирӗппӗн тымарланччӑр тесе интереслӗ программӑсем хатӗрлет.
Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Пӗрремӗш кӗнеке «Ӑшри туйӑмсем» 1997 ҫулта пичетленчӗ.
«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№