Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типнӗ (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леня хӑйӗн типнӗ тутисене ҫуласа илчӗ, сӑрт айӗпе шӑнкӑртатса юхакан шыв сассине илтрӗ.

Лёня облизнул пересохшие губы и прислушался к слабому журчанию ручья под холмом.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

— Тарӗ типнӗ ӗнтӗ, ну юрӗ, уттарӑп-ҫке.

— Он уж высох, ну да ладно, повожу.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвелпе типнӗ, кӑшт тӗкӗннипех саланса каякан хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ тӑпра муклашкисене катмакпа тикӗссӗн ватса аппаланнӑ май, вӑл халӗ сахалтарах шухӑшларӗ, кӑштах канма, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса илме тата шыв ӗҫме тесе ҫеҫ теплерен пӗрре кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ.

Она меньше думала, равномерно опуская мотыгу на высушенные солнцем, рассыпающиеся в прах комки песчаного суглинка, изредка выпрямляясь, чтобы отдохнуть, вытереть пот с лица и напиться.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья, ҫав нимпе те илӗртмен ахаль чечеке пуҫласа курнӑ пек, ун ҫине пӗр тӗсесе те тӗлӗнсе пӑхрӗ; кӑлт-кӑлт сиккелекен сӑмса ҫунаттисене саркаласа шӑршларӗ те ҫилпе кушӑрхаса типнӗ ҫӗр ҫине асӑрханса хучӗ.

Дарья смотрела на него с жадностью и изумлением, словно впервые видела этот простенький и невзрачный цветок; понюхала его, широко раздувая вздрагивающие ноздри, потом бережно положила на взрыхленную, высушенную ветрами землю, сказала:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Калатӑп халь ӑна, Вёшкине каятӑп, тетӗп», — шухӑшларӗ те вӑл ҫавӑнтах Степанӑн типнӗ кӗпи-йӗмӗ тӗмсем ҫинчех ҫакӑнса тӑнине аса илчӗ.

«Сейчас скажу ему, что пойду в Вешки», — подумала она и тотчас вспомнила, что еще не сняла высохшее Степанове белье.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий ӑшри вӗри сывлӑш хумӗ пырса ҫапнипе типнӗ тутине ҫулласа илчӗ, куҫне тӳпе тӑрӑх шутарса ҫӳлелле пӑхрӗ.

Григорий облизал спекшиеся от внутреннего жара губы, повел глазами по небу.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурри таран ҫара кукуруза пуҫӗсем, питӗ пысӑк хӗрлӗ кӑшмансем, тулӑран ҫыхнӑ пӗчӗк кӗлтесем, урпа кӗлтисем, сӗлӗ кӗлтисем, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан хӗрлӗрех вир ҫиххисем, типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсем, ҫӗрулми — Голубева звени мӗн акса ӳстерни пурте кунта пулнӑ.

Тут были и связки до половины оголенных кочанов кукурузы, и огромные головы кормовой свеклы, и снопики пшеницы, ячменя, овса и серебристо-красные связки проса, и сухие шляпы подсолнуха, и клубни картошки, — словом, все, что вырастило звено Голубевой.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирпе амӑшӗ, унӑн макӑрса типнӗ куҫӗсем ҫине шиклӗн пӑхса, ним тума пӗлмесӗр пуҫне сулкаласа илет.

Утром мать со страхом смотрела на ее сухие, выплаканные глаза и только сокрушенно качала головой:

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Уринче ун вӗр-ҫӗнӗ атӑ, каллех пуклак сӑмсаллӑскер, анчах халӗ ҫулла тӑхӑнса ҫӳрекен парусинӑран ҫӗленӗ атӑ мар, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗскер; ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, анчах кӗпи те леш Украинӑри пек айккинчен тӳмелекен ал тупанӗ сарлакӑш тӗрӗллӗ кӗпе мар, ҫӳллӗ ҫухаллӑ та кӑкӑрӗ ҫинче хутаҫ пек кӗсьеллӗ, пуставран ҫӗленӗ кӗпе; капюшонлӑ, шалти кӗсьеллӗ ҫӗнӗ плащпа, ку плащ ӗнтӗ ҫуллахи тусан тӗслӗ кӑвак плащ мар, ҫутӑ-хӑмӑр, типнӗ каштан ҫулҫи тӗслӗ…

На нем были новые сапоги, тоже тупоносые, только не из парусины, какие он носил летом, а из мягкой кожи; и не косоворотка с украинской вышивкой в ладонь, а суконная рубашка со стоячим воротником и с нашитыми на груди, в виде мешочков, карманами; новый плащ с капюшоном, с карманами вовнутрь, был не прежнего серого цвета, а ярко-коричневый, как сухие листья каштана…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тиенӗ курӑкпа типнӗ чечек шӑрши урамра тахҫанччен сирӗлмесӗр тӑчӗ.

Аромат травы и сухих цветов долго стоял над хатами.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ватти хӗрӗн типнӗ куҫҫуль йӗрӗсемпе хурлӑхлӑ куҫне, типсе хуралса кайнӑ питне курса, ҫапла шухӑшланӑ: «Мӗн пӳрнинчен иртеймӗн тесе ахаль каламан ҫав».

Старик видел ее тоскливые, с высохшими слезами глаза, почерневшее лицо: «Недаром же говорится, — думал он, — суженого и на коне не объедешь».

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫыранта шывпа тап-таса ҫӑвӑнса типнӗ пӗрене куписем выртнӑ, пӗрерӗн-пӗрерӗн те вырткаланӑ.

По берегу лежали в штабелях и вразброс уже высохшие, отлично вымытые бревна.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шаршансем хушшипе Сергей урам тӑрӑх утнӑ пек пырать, пур енчен те типнӗ смала шӑрши кӗрет.

Сергей проходил мимо штабелей, как по улице, ощущая острый и сухой запах смолы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тусем хушшинче тин ҫеҫ типнӗ курӑк шӑрши перет.

По ущелью тянуло свежим запахом сухой травы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ вӑрман ӑстаҫи Никифор Васильевич Кнышев вӑрман тӑрӑх пысӑк утӑмсемпе, тирпейлӗ хуҫа пек утса ҫӳрет, ун ури айӗнче типнӗ йывӑҫ тураттисем хыттӑн шатӑртата-шатӑртата илеҫҫӗ.

Никифор Васильевич Кнышев широким шагом, с видом рачительного хозяина расхаживал по лесу, и под ногами у него шумно потрескивал сушняк.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Амӑшӗ патне пырсан, Сергей Ирина куҫӗсемпе тӗл пулчӗ, вара ӑна унӑн куҫҫульпе йӗпенсе типнӗ сивӗ куҫӗсем ҫапла каланӑн туйӑнчӗҫ: шел, Ниловна чирлӗ, ун пек пулман пулсан, эпӗ мӗншӗн макӑрнине, халӗ те манӑн чӗрере мӗн вӗресе тӑнине сана тахҫанах каланӑ пулӑттӑм, эпӗ пурпӗрех калатӑп-ха ӑна…

Подходя к матери, Сергей встретился коротким взглядом с Ириной, и ему показалось, что ее суровые, с высохшими слезами глаза говорили: «Жаль, что Ниловна больна, а то бы я давно высказала тебе все, отчего я плакала и что кипит сейчас у меня на сердце, и я все одно это выскажу…»

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ерофей Кузьмич хӑраса ӳкрӗ, унӑн кӑвак куҫӗсем, хӗвел ҫинче типнӗ вӗтӗ чулсем пек, тӗксӗмленчӗҫ…

Ерофей Кузьмич замер, и серые глаза его потускнели, как серые гальки, высохшие на солнце…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Аялта шӑвакан пӗлӗтсем ҫинчен ӳкекен кӗрпе юр пӗрчисем типнӗ тал пиҫенсем ҫинче хуллен чӑштӑртатаҫҫӗ.

Сухая снежная крупа, то и дело принимавшаяся сыпать с низкого неба, легонько позванивала в сухих зарослях татарника, между которыми ползком продвигались разведчики.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя ашшӗ ҫине пӑхрӗ, хумханнипе типнӗ тутине ҫулласа, шӑппӑн: — Атте, эсӗ ӑҫта пурнӑҫна хӗрхенменнине эпӗ пӗлетӗп, — терӗ.

Володя взглянул в лицо отцу, облизал свои от волнения пересохшие губы и тихо сказал: — А я знаю, папа, где ты жизни не жалел…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл пӗшкӗнчӗ те пӗлтӗрхи типнӗ хӑмӑр курӑк тунине татса илчӗ, ӑна ӳрӗк-сӳрӗклӗн кавлеме тапратрӗ.

Он нагнулся, сорвал прошлогоднюю сухую коричневую былинку и стал рассеянно ее жевать.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех