Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитеймерӗм-ҫке, пӗрне те пулин касса пӑрахам тесеттӗм те.
IV. Ҫӑлӑнӑҫ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ут валли курӑк ҫулса килес тесеттӗм… — тинех чӗлхе кӑларчӗ Тухтар.— Да я только для лошади малость, — наконец развязался язык и у Тухтара.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпӗ — хохол килте пулӗ, тесеттӗм.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗр уйӗнче пултӑмӑр, темиҫе хӳме урлӑ сиксе каҫрӑмӑр (малтанах эпӗ сикме хӑраттӑм, анчах атте хӑравҫӑсене юратмасть те — эпӗ шикленме пӑрахрӑм), Мускав шывӗ урлӑ икӗ хут каҫрӑмӑр; эпӗ ӗнтӗ киле таврӑнатпӑр пуль тесеттӗм, атте ман лашам ывӑннине те астутарчӗ, анчах Крым каҫҫи патӗнче сасартӑк аяккалла пӑрӑнчӗ те ҫыран тӑрӑх сиктерсе кайрӗ.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пуҫӑма чиксех малалла иртсе каясшӑнччӗ, анне мана каплапа паллаймӗ-ха тесеттӗм.Я опустил глаза и попытался пройти мимо, надеясь, что мама не узнает меня в таком виде.
V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Корсар кӑкаркӑҫне пула турткаланса тӑрӗ тесеттӗм эпӗ.Я думал, что Корсар начнет вырываться, почувствовав веревку.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Кунта Оська пулӗ тесеттӗм эпӗ…
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Никам ҫук ҫӗрте, шӑплӑхра ывӑлӑма пӑхса ҫитӗнтерем тенӗччӗ, тӑшмана тавӑрмалӑх ӳстӗр тесеттӗм…
XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпӗ хама ҫеҫ миххе пытарчӗ пуль тесеттӗм… вӑт сана Солоха!»
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Халь, акӑ, куҫ хупӑнмасть, пӗрмай шухӑшлатӑп: ӳстертӗм ӑна, чиперех пурӑнатпӑр, тесеттӗм, халь вӗт тухса каять те — пӗтет-каять!
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сана ҫаплах тарӑхтарнӑшӑн халех хулана пыратӑп та санран каҫару йӑлӑнӑп тесеттӗм…Я хотел идти в город, чтобы просить у тебя прощения… за эту жестокость…
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кунта пӑлхав хускалчӗ пуль тесеттӗм.
XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ сиртен пӗр литература ӗҫӗ пирки канаш ыйтса пӗлес тесеттӗм…Я пришел больше для того, чтобы попросить у вас совета по поводу одной литературной работы…
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗррехинче каласаттӑм-ха ун ашшӗне: «Ҫав кӗрт йытти Рачко хӑвӑн хӗрӳ патне пырасса сыхласа тӑр та, пырсанах тытса минчет тутар, ӗҫӗ те пӗтет», — тесеттӗм.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Курса калаҫас тесеттӗм унпа…
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнпа эпӗ вӑл кам иккенне ыйтса пӗлес тесеттӗм.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗнтӗ каласа парасах тесеттӗм, вара эсӗ: «Вӑт мӗнле ҫӑткӑн этем ку», — тейӗн тесе шутларӑм.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Итле, Михей Андреич, хӑтар мана хӑвӑн юмахунтан: эпӗ сана хам ӳркеннипе, хам пӑшӑрханманнипе нумай итлерӗм: эсӗ кӑшт та пулин намӑса пӗлетӗн пуль, тесеттӗм эпӗ, анчах санӑн намӑс-симӗс ҫук.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксене тӑвасси маншӑн кирлех пек туйӑнчӗ, поезд кӗтмеллӗх юлнӑ тӑватӑ-пилӗк сехет хушшинчи пурнӑҫӑма шӑпах ҫак тертленӳсемпе ирттерес тесеттӗм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Теплерен ӑна эпӗ сан кунҫулна ӗненетӗп тесеттӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951