Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасат сăмах пирĕн базăра пур.
тасат (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ещӗке шӑлса тасат, михӗсенчи ҫӑнӑх тусанне силле те — акӑ сана валли хуратул икерчисем!

Сусеки обмести, из мешков пыль вытряхнуть — вот тебе и гречишники!

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Уса кур, Фроська, — тет, — ҫӗрӗ ҫавах йывӑҫ-курӑкпа ӳссе ларать. Тасат та, — тет, — вунӑ ҫул усӑ кур».

«Владей, — говорит, — Фрося, все равно земля зарастает. Расчисти, — говорит, — и владей на десять лет».

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вара каллӗ-маллӗ сӑтӑркаласа, вилка юпписем хушшине тасат, анчах асту — йӑлтӑртатса тӑтӑр.

Вот вилочку и чисть туда-сюда зубчиками, только чтоб ни соринки не оставалось.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сӑмах вӗҫтерсе ан тӑр халӗ, апатлан та вите ҫинчи юра тасат.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эсӗ юнне тасат, эпӗ лигатура илсе пырӑп.

Убирай кровь, я подведу лигатуру.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кай, ҫуса тасат ӑна.

Можешь теперь мыть ее и драить.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Анчах малтан хура вӑкӑра лайӑхрах шӑлса тасат та йӗнере хӗвел ҫине тухса хур.

Только сперва просуши на солнце седло и вычисти черного вола.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Верочка вунултта пусас умӗн амӑшӗ ун ҫине: «Ҫуса тасат пит-куҫна, цыганӑнни пек вӗт вӑл санӑн! Анчах ҫусан та ярас ҫук, катемпиех ҫав, кама пӑхрӗ-ши!» — тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.

Когда Верочке подошел шестнадцатый год, мать стала кричать на нее так: «Отмывай рожу-то, — что она у тебя, как у цыганки! Да не отмоешь, такая чучела уродилась, не знаю в кого».

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вара каллех кӗтӗве хӑвала ӑна, хӗлле валли апат хатӗрле, картине тасат, сарайне хӑмӑшпа е улӑмпа вит…

Опять же прогоняй ее, да корму ей в зиму готовь, да баз за ней вычищай, да сарай ей крой камышом или соломой…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хур та турӑш хыҫне, упра, а халӗ пус патне кай, хӑвӑн паттӑрлӑхна ҫуса тасат та хӑвна йӗркене кӗрт, атту санран выльӑх масарӗн шӑрши кӗрет».

Клади ее под божницу и сохраняй, а пока топай к колодезю, обмывай свое геройство и приводи себя в порядок, а то несет от тебя, как от скотомогильника».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, шӑлса тасат, тетӗп, мӗн пӑхса тӑратӑн? — терӗ Обломов.

— Ну, мети же, что стоишь? — сказал Обломов.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ан калаҫса тӑр! — хирӗҫлерӗ Илья Ильич: — эсӗ тасат лайӑхрах!

— Нечего разговаривать! — возразил Илья Ильич, — ты лучше убирай.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ шӑл, кӗтессенчи ҫӳп-ҫапа тасат — вара ним те пулмасть, — вӗрентрӗ Обломов.

— Ты мети, выбирай сор из углов — и не будет ничего, — учил Обломов.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗрӗс шухӑшпа пуҫа тасат.

С чистыми помыслами очисти душу.

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

17. Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх.

17. Освяти их истиною Твоею; слово Твое есть истина.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ.

Встань, крестись и омой грехи твои, призвав имя Господа Иисуса,

Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат.

26. Фарисей слепой! очисти прежде внутренность чаши и блюда, чтобы чиста была и внешность их.

Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру ил те Турӑ Ҫуртне тасат.

18. Так говорит Господь Бог: в первом месяце, в первый день месяца, возьми из стада волов тельца без порока, и очисти святилище.

Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Пӑру юнне ил те ӑна парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйраки ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, таврари карлӑк ҫине сирпӗтсе тух, парне вырӑнне ҫапла тасат, ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳр.

20. И возьми крови его, и покропи на четыре рога его, и на четыре угла площадки, и на пояс кругом, и так очисти его и освяти его.

Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?

14. Смой злое с сердца твоего, Иерусалим, чтобы спастись тебе: доколе будут гнездиться в тебе злочестивые мысли?

Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех