Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнӑп (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗттӗм пулсанах каятӑп, — терӗ малалла Огнянов, — кӗҫӗрех каялла таврӑнӑп

— Пойду, как только стемнеет, — продолжал Огнянов, — и этой же ночью вернусь…

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑшӑрлӑх ӗҫки-ҫики вӗҫленсен, ҫамрӑк кӗрӳ ҫӗнӗ ҫынна ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа выртасшӑн пулнӑ, пике тархаслама тытӑннӑ вара куна: «Ӗлӗкрех савни шутланнӑскер пурнакан хулана кайса килме ирӗк парсамччӗ мана. Ан тив, тупана илтӗр вӑл ман ҫинчен, ун чух эпӗ сан патна таврӑнӑп та эс мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑвӑп!» — тенӗ.

Когда же по окончании брачного пира он повел ее в спальню и хотел лечь с нею, она стала умолять его: «Позволь мне сходить в тот город, где живет прежний мой возлюбленный. Пусть он снимет с меня клятву, тогда я возвращусь к тебе и сделаю все, что ты хочешь!»

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан каллех Стожара таврӑнӑп.

А потом опять в родные Стожары вернусь.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эп таврӑнӑп» тет вӑл, тата темле арпашӑннӑ ачаш сӑмахсем калать.

Он говорит «я вернусь» и ещё какие-то ласковые, перепутанные слова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таврӑнӑп — манмӑп!

Вернусь — не забуду!

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Александра Дмитриевна, эпӗ халех таврӑнӑп, — терӗм ӑна хыпаланса.

— Александра Дмитриевна, я сейчас вернусь, — сказала я быстро.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ вуласа тухнӑ ҫӗре эпӗ калле таврӑнӑп.

Я вернусь, когда ты прочитаешь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр ҫырӑвӗнче вара ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Эсир мана кӗтетӗр пулсан та эпӗ часах пырас ҫук. Халӗ тӗп задача - Гитлер йыттисене, юнӗҫенсене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫапса салатасси. Вара татах вӑрҫӑчченхи пек чечеклӗ, илемлӗ пурнӑҫ пуҫланӗ. Эпӗ те киле таврӑнӑп».

Куҫарса пулӑш

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

13. Вӗсем калаҫма чарӑнсан, Иаков калама пуҫланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! мана итлӗр-ха: 14. Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон каласа ӑнлантарчӗ; 15. пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗре килеҫҫӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: 16-18. «Ыттисем те, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсем те пурте Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнччӑр тесе, Эпӗ кайран каялла таврӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, унта мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна унчченхи евӗрлех туса ҫитерӗп» тет ҫакӑн ҫинчен ӗлӗкех пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа.

13. После же того, как они умолкли, начал речь Иаков и сказал: мужи братия! послушайте меня: 14. Симон изъяснил, как Бог первоначально призрел на язычников, чтобы составить из них народ во имя Свое; 15. и с сим согласны слова пророков, как написано: 16-18. Потом обращусь и воссоздам скинию Давидову падшую, и то, что в ней разрушено, воссоздам, и исправлю ее, чтобы взыскали Господа прочие человеки и все народы, между которыми возвестится имя Мое, говорит Господь, творящий все сие; Ведомы Богу от вечности все дела Его.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Хӑвна валли кӑштах ҫар хӑвар та ытти халӑха килне яр, эпир иксӗмӗр вара Птолемаидӑна кайӑпӑр, вӑл хулана эпӗ санӑн аллуна парӑп, ытти керемпе ытти ҫара та, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхӗсене те сана парӑп, хам эпӗ кунтах таврӑнӑп; килессе те эпӗ кунта юри ҫавӑнпа килнӗччӗ, тенӗ.

45. Итак отпусти их теперь в домы их, а для себя избери немногих мужей, которые были бы с тобою, и пойдем со мною в Птолемаиду, и я передам ее тебе и другие крепости и остальные войска и всех, заведующих сборами, и потом возвращусь; ибо для этого я и нахожусь здесь.

1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Кайӑп, Хамӑн вырӑнӑма таврӑнӑп, вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑничченех, Манӑн сӑнӑма шыраса тупичченех унта пулӑп.

15. Пойду, возвращусь в Мое место, доколе они не признают себя виновными и не взыщут лица Моего.

Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Вара Валаам Ҫӳлхуҫа Ангелне каланӑ: Эсӗ манӑн ҫула пӳлсе тӑнине пӗлмен эпӗ, ҫавӑнпа ҫылӑха кӗтӗм; ҫакӑ Саншӑн кӑмӑллӑ мар пулсассӑн, эпӗ каялла таврӑнӑп, тенӗ.

34. И сказал Валаам Ангелу Господню: согрешил я, ибо не знал, что Ты стоишь против меня на дороге; итак, если это неприятно в очах Твоих, то я возвращусь.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех