Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ

Автор: Л.ШУРЯШКИНА

Ҫӑлкуҫ: «Каҫал Ен», 2016.05.06

Хушнӑ: 2016.05.11 10:14

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 432

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

Район хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа кӑҫал 85 ҫул ҫитрӗ. Хыҫа юлнӑ ҫулсенче ҫӗршер ҫыннӑн шӑпи хаҫатӑннипе е питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ, е пӗр вӑхӑтлӑха хӗресленнӗ.

Ҫӗршыва Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вучӗ хыпса илсен «Октябрь ялавӗ» хаҫачӗн журналисчӗсем те тӑшмана хирӗҫ кӗрешме тухса кайнӑ. П.Архипов редактор, яваплӑ секретарь В.Викторов, С.Желудкин, К.Акчурин литсотрудниксем тата редакци бухгалтерӗ Григорьев вӑрҫӑ хирӗнчен ӗҫтешӗсене ҫыру ҫырсах тӑнӑ. Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ В.Викторовпа (Ҫиҫӗм Ваҫҫи) С.Желудкин (Хирти Выҫли) сӑвӑҫсене тӑван кӗтесне ҫаврӑнса ҫитме пӳрмен, иккӗшӗ те ҫапӑҫу хирӗнче пуҫӗсене хунӑ. Ҫиҫӗм Ваҫҫин ӗҫ кӗнеки паян та редакцире упранать. «1939 ҫулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцине яваплӑ секретаре ӗҫе илнӗ», тесе ҫырни ҫеҫ пур унта. 1942 ҫулхи приказсен кӗнекинче вара ҫапла ҫырнӑ: «Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ май В.В.Викторова 1942 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчен редакцирен тухса кайнӑ тесе шутлас...».

Ку номерте аслӑ ӗҫтешӗмӗрсенчен пӗрин, Корнил Александрович Акчуринӑн, пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарасшӑн. Материала ҫырнӑ чухне хӗрӗн, Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Нарспи Корниловна Васильеван, ҫырӑвӗпе усӑ курнӑ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел каччи Корнил Акчурин Патӑрьелӗнчи педагогика училищине пӗтернӗ, ӗҫ стажне Хирти Шӑхасан пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнчен пуҫланӑ. Шӑпа ӑна редакцие те илсе ҫитернӗ, 1939-1941 ҫулсенче вӑл «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗн ҫумӗнче, яваплӑ редакторӗнче ӗҫленӗ. Тен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланман пулсан, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне хаҫатпа ҫыхӑнтаратчӗ, пӗлме ҫук.

1941 ҫулхи августӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енрен 500 коммунистпа комсомолец хӑйсен ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче Корнил Акчурин та пулнӑ. Свердловскра вӗсене пӗр уйӑх ҫурӑ фронтра кирлӗ пулакан вӑрттӑнлӑхсене вӗрентнӗ-хӑнӑхтарнӑ. Унтан, теплушкӑсем ҫине лартса, Мускавран 60 ҫухрӑмри Кубинка станцине илсе ҫитернӗ. Ҫак тапхӑр тӗп хулашӑн питӗ кӑткӑс, йывӑр пулнӑ. Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ нимӗҫ фашисчӗсем ҫӗршывӑн чӗрине ярса илесшӗн талпӑннӑ. 127 ҫынна, ҫав шутра Корнил Акчурина та, суйласа илсе Мускаври ҫарпа политика училищин курсӗсенче вӗрентнӗ. Политбоецсем политруксен пӗрремӗш пулӑшаканӗсем пулнӑ, хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, хастарлӑхӗпе ыттисене тӗслӗх кӑтартса, хавхалантарса тӑнӑ. Часах пирӗн ҫарсем Мускав ҫывӑхӗнчи пӗтӗм участокра наступлени пуҫласа янӑ, тӑшман ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳссе каялла чакнӑ.

«Манӑн атте Берлина ҫитмен пултӑр, ҫапах вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулине тӑшманран хӳтӗленӗ, Мускав хулине ирӗке кӑларнӑ чухне паттӑрлӑхпа, хӑюлӑхпа палӑрнӑшӑн ӑна медальпе наградӑланӑ», - тет хӗрӗ Нарспи Корниловна.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӗҫленичченех Корнил Акчурин рота политрукӗ пулнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе фронт валли салтаксем хатӗрленӗ. Пушӑ вӑхӑтсенче вӑл килне, мӑшӑрне, хӗрӗпе ывӑлне ҫырусем вӗҫтернӗ. Хӗрне шӑрҫаланӑ ҫырусене яланах ҫапла пуҫланӑ: «Юратнӑ хӗрӗм Нарспи...». Пӗр ҫырӑвӗнче вара ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Эсир мана кӗтетӗр пулсан та эпӗ часах пырас ҫук. Халӗ тӗп задача - Гитлер йыттисене, юнӗҫенсене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫапса салатасси. Вара татах вӑрҫӑчченхи пек чечеклӗ, илемлӗ пурнӑҫ пуҫланӗ. Эпӗ те киле таврӑнӑп».

К.А.Акчуриншӑн киле таврӑнмалли вӑхӑт 1946 ҫулта ҫитнӗ. Фронтовикӑн кӑкӑрне Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» тата ытти медальсем илемлетнӗ. Киле таврӑнсан вӑл патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх, шалти ӗҫсен органӗсенче тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва Йӗпреҫри шалти ӗҫсен пайӗн начальникӗнчен кайнӑ (1954-1970 ҫ.ҫ.). 1982 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех