Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIV. Чун патӗнчи калаҫу

Пай: Пусмӑрта –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.07 16:12

Пуплевӗш: 109; Сӑмах: 898

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Огнянов паян Стефчов ятне пӗрремӗш хут илтрӗ те сӗлкӗшрӗ.

— Ҫав пӗтме маннӑ чун халь те сывлать-и-ха?

— Пӗтме маннӑ чун тетӗн-и? — пӳлчӗ ӑна тухтӑр. — Стефчов халь пирӗн чи ӑслӑ ҫын, тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗрскер… савӑнса тӑмалла вӑл пурришӗн! Юнне ӗҫсе пулмарӗ-ҫке манӑн, ҫавӑншӑн тарӑхатӑп… Эпӗ хам енчен Клеопатрӑна ҫавна ҫурса тӑктарасшӑнччӗ. Стефчов халь Юрдан чорбаджипе пӗрле рехетленсе пурӑнать. Ӑна халь ҫӗршыва хӑтаракан тесе хисеплеҫҫӗ. Пире ак, тупайсан, йытта вӗлернӗ пек, пурсӑмӑра та пӑва-пӑва тухаҫҫӗ…

— Йӗксӗк тесен йӗксӗк!.. Мӗскӗн Лалка ытла телейсӗр ҫав.

— Эс мӗн, Лалка вилнине пӗлместӗн те-и?

— Вилнӗ тетӗн-и? Мӗн калаҫан эс?

— Апрелӗн вун саккӑрмӗшӗнче вилчӗ, — хуллен ҫеҫ каласа хучӗ тухтӑр.

— Ҫак кӗске хушӑрах мӗн чухлӗ инкек пулчӗ иккен! Ӑна Стефчовах вӗлерчӗ ӗнтӗ, путсӗр! — хыттӑн каларӗ Огнянов.

— Вӑл пулмасӑр, кам пултӑр тата.

Тухтӑр вара Огнянова куҫҫуль витӗр Лалка мӗнле чирлесе вилни ҫинчен каласа пачӗ.

Йӗрес патне ҫитнӗ Огнянов ӑна аллинчен тытрӗ.

— Тӑванӑм, иксӗмӗр те телейсӗр ҫав.

Соколов ӑна тинкерсе пӑхса илчӗ.

— Лалка санӑн савнӑ тусуччӗ, вилчӗ иккен, — хурлӑхлӑн каларӗ Огнянов, — тепӗр хӗрарӑма эпӗ савса тӑраттӑм, вӑл та… вилнӗ… ман тӗле вилнӗ.

— Ҫук, санӑн Раду пурӑнать, вӑл Бяла Черкварах! — терӗ тухтӑр.

— Пурӑнать… Пурӑнасса пурӑнать те маншӑн вилнӗ вӑл.

Соколов тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна.

— Ӗмӗрлӗхех вилнӗ ҫав, — тепӗр хут та салхуллӑн каласа хучӗ Огнянов. — Мӗскӗн Кандов… Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах!.. Мӗншӗн эп унран малтан вилмерӗм-ши?

Соколов тӗлӗннипе куҫне чарса пӑрахрӗ.

— Кала-ха, Бойчо, Клисурӑра эс Кандовпа хирӗҫмерӗн пуль?

— Ятлаҫрӑмӑр… Вилес патне ҫити.

— Радӑшӑн-и?

Огнянов салхуланчӗ.

— Тинех ун пирки калаҫар та мар, — терӗ вӑл.

— Эс мӗн, ӑсран каймарӑн пуль, Бойчо! Радӑна шанмастӑн-и? Тарӑхтаратӑн та эс капла.

— Тарӑхтаратӑп пек-и? Йӑнӑшатӑн, тӑванӑм. Тахҫан эпӗ те Рада таса хӗр тесе шухӑшлаттӑм; кайран мӗн пулса тӑчӗ?.. — Огнянов сывлӑшне тарӑн ҫавӑрчӗ. — Шанса тӑраттӑм эп ӑна, саваттӑм! Ҫав кунсенче тӑван ҫӗршыв та мана пит ҫывӑхчӗ, хам вӑй-хӑватӑма та ытларах шанаттӑм, паттӑрлӑхӑм та чака пӗлместчӗ… Анчах мӗнле ҫапса хуҫрӗҫ мана! Ҫавна эс тавҫӑрса та илеес ҫук. Кайран эп Клисурӑра та тӑшмана ҫӗнтерес тесе мар, тӑшман пулинчен хам вилес тесе ҫапӑҫрӑм. Ҫакна та пӗлтерем эппин сана… Тинех мана Рада ҫинчен ан асӑнтар та.

Огнянов кулянса пуҫне чикрӗ.

— Тӗрӗс мар, эс пӗтӗмпех йӑнӑшнӑ! Рада сана чӑннипе юратнӑ, халь те юратать, анчах вӑл ытла телейсӗр. Ӑна элеке хывнӑ, пӗрремӗш элеклекенӗ — эсӗ! — тарӑхса каласа хучӗ тухтӑр.

Огнянов ӑна кӳренсе пӑхса илчӗ.

— Тухтӑр, текех ҫав хурлӑхлӑ истори пирки асӑнар та мар, мӗскӗн Кандовӑн сӑнарне хуратар мар ҫапла асӑнса.

— Тӗрӗс мар, асӑнӑпӑр та: Кандова асӑнсах ҫапла калаҫӑпӑр, сан ӑна шанмасӑр тӑма сӑлтаву пулман тетӗп эпӗ… вӑл хӑйне йӗркесӗр тыткаланӑ тенӗ шухӑшу та ан пултӑр санӑн… Радӑна вӑл чӑнласах юрататчӗ… Вӑл мӗнле ҫын пулнине хӑвах пӗлетӗн ӗнтӗ. Вӑл ӑсран каяс пек шухӑш вӗҫҫӗн илӗртӗнме пултаракан ҫынччӗ. Хӑйӗн чун хавалне пула вӑл общество ӗҫӗнчен те, комитет ӗҫӗнчен те пӑрӑнса кайрӗ… Анчах ун чун хавалӗ Рада сана савса тӑнине сивӗтме пултарайман: Кандов ӑна нимӗнле кӳрентерес сӑмахпа та мӑшкӑл кӑтартман. Рада сана ҫавӑн ҫинчен калама вӑтаннӑ, анчах Кандов ӑна хӑй ӑсӗ тӗллӗн ҫеҫ ӑшшӑн пӑхни ҫинчен Лалкӑна темиҫе хут та ӳпкелешсе кала-кала кӑтартнӑ… Чим-ха, юрать, ак тинех аса илтӗм, ак ил-ха Кандов ҫырӑвне, вӑл ӑна апрелӗн вун тӑххӑрмӗшӗнче Рада хыҫҫӑнах Клисурӑна кайнӑ кун ҫырнӑ пулнӑ. Ку ҫырӑва мана Недкович пачӗ.

Соколов ҫавӑнтах Кандов ҫырӑвне кӑларса Огнянова тӑсрӗ.

Бойчо ӑна васкавлӑн вуласа тухрӗ, куҫне йӑлтӑр куҫҫуль карса илчӗ. Сӑнарӗ пӗр самантрах телейлӗн курӑнса кайрӗ.

— Тем пек тавтапуҫ сана, Соколов! Эс пӗтӗмпе ӑнлантарса патӑн, тинех пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑм пуҫӑмран сирӗлчӗ. Чунӑма ҫӗнетсе ӑшӑтрӑн-ҫке эс, тӑванӑм!

— Эх, Рада, — тесе хучӗ Соколов. — Вӑл ҫакна пӗлсен мӗнле телейлӗ пулать. Ман курнӑҫса пулмарӗ те унпа, анчах вӑл мӗнле хуйхӑрнине витӗрех пӗлсе тӑратӑп… — саншӑнах ӗнтӗ. Эпир сана пурсӑмӑр та вилнех тесе шутлаттӑмӑр, вӑл та ҫаплах шухӑшлать… Ҫыру ҫыр-ха ӑна, виҫ сӑмах та пулин пӗлтер ҫакӑнтан тухса кайиччен, хаваслантар ҫав мӗскӗне.

— Ман ҫырмаллах тесе шутлатӑн-и вара эс?

— Ҫырмалла пулмасӑр, кӑмӑлна та пулин хирӗҫ ан пул.

— Кӑмӑл тивӗҫӗ урӑххине тума сӗнет: ҫыру мар ӑна, халех тӑмалла та ун патне каймалла, ун умӗнче чӗркуҫленсе тӑрса, каҫар мана, тесе йӑлӑнмалла. Лушах эп Радӑна макӑртрӑм, кӑлӑхах макӑртрӑм! — терӗ Огнянов.

— Эп те сана ун патне кайма канашланӑ пулӑттӑм та, халь апла тума май ҫук.

— Майӗ ҫукки тӗрӗс вӑл, анчах пур пӗрех каятӑп! — татсах каласа хучӗ Огнянов.

— Епле? Бяла Черквака каясшӑн-и? — кӑшкӑрсах ыйтрӗ тӗлӗннӗ тухтӑр. — Халь ун пек хӑтланни вӑл ӑсран кайнӑ пек пулса тухать! Бяла Черквара халь вут та ҫиҫӗм вӗркесе тӑрать… Юрданпа Стефчов хулана ҫӑлам пек туса хӑтланаҫҫӗ… Эс шӑпах вилӗм шырама каясшӑн.

— Чыса сыхлас тенӗ чух пурнӑҫӑма хӗрхенсе тӑмастӑп эпӗ, ҫавна эс пит аван пӗлетӗн, тухтӑр. Тосун-бей кӗтӗвӗ пӗтӗмпех хама тапӑнсан та чарса тӑраймӗ. Радӑран ман каҫару ыйтмалла… Клисурӑ ишӗлчӗкӗнче вилесшӗн пулнӑ иккен те вӑл, хамах ӑна ҫавӑн пек хӗн-хур кӑтартрӑм-ҫке.

Огнянов пӗр-ик сӑмахпа Радӑна мӗн пулни ҫинчен Соколова каласа пӗлтерчӗ.

— Апла пулсан эппин текех чарса та тӑмастӑп, — терӗ хутне кӗресшӗн пулнӑ тухтӑр.

Кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн Огнянов хуллен ҫеҫ сӑмах хушрӗ.

— Ҫакна та пӗлтерем эппин сана… Рада — ман арӑм. Эпӗ унпа ҫакӑнтан юлашки хут кайнӑ чух минчетре пултӑм; унпа… турӑ умӗнче минчетленнӗ эпир; ҫӗрӗ тавраш улӑштарса тӑхӑнмарӑмӑр, тупа турӑмӑр… Эп ӑна пӑрахса хӑварма пултараймастӑп. Пӗлтӗн-и ҫавна? Румыние чипер ҫитсенех ӑна хам пата чӗнсе илӗп те, вара хурине те, шуррине те пӗрле уйӑракансем пулӑпӑр, эмигрант пурнӑҫне мӗн йывӑр кӳрет — пӗрле уйӑрса ирттерӗпӗр… Вӑл хаваслансах манпа пӗрле пурӑнма пырӗ, кунта та вӑл ҫавӑн пекех килесшӗнччӗ… Вӑл чӑнласах паттӑррӑн савма пултарать, хаклӑ тухтӑрӑм: ун чӗрине эп пӗтӗм тӗнчепе те улӑштарман пулӑттӑм.

Тухтӑрӑн сӑн-пичӗ хаваслӑн ҫуталчӗ.

— Тӗттӗм пулсанах каятӑп, — терӗ малалла Огнянов, — кӗҫӗрех каялла таврӑнӑп… Сана шантарсах калатӑп, сыввӑнах кунта килӗп. Вилессӗм килмест манӑн, тухтӑр вилессӗм килмест. Рада маншӑн пурӑнать-ҫке, Болгари те ирӗке тухман-ха!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех