Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑртсен (тĕпĕ: сӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ун ҫинчен сире каласа тӑмарӑм, мӗншӗн тесен унпа индеецсен кӗтӳҫӗсем ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, выльӑхсене хӗвелтухӑҫ енчи сӑртсен тайлӑмӗнчен ҫавӑн урлӑ каҫарса ҫӳреҫҫӗ.

Я не говорю о нём потому, что только индейцы пастухи пользуются им для прогона скота с восточного склона гор.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпӗ икӗ перевал пӗлетӗп, сӑртсен кунти пайӗсенче ҫавсенчен ҫеҫ каҫса кайма пулать, — терӗ вӑл.

— Я знаю только два доступных перевала в этой части хребта, — ответил он.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малалла сӑртсен вашмӑк тайлӑмӗсемпе анатпӑр, Рио-Колорадоран иртсен пампассене ҫитетпӗр, унтан Салинас кӳлли пулать, Гуамини шывӗ тата сьерра-Тапальквен, тӗрӗссипе Буэнос-Айрес провинцийӗн чикки.

Далее, мы спустимся по отлогим склонам горы и, перейдя Рио-Колорадо, достигнем пампасов, озера Салинаса, реки Гуамини и Сьерра-Тапалькен, то есть границы провинции Буэнос-Айрес.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кам пӗлет, пӗр-пӗр индеецсем тӑракан вырӑнсенче, мӗнле те пулсан паллӑ мар шывӑн ҫыранӗнчи тӑвӑрланса тӑракан сӑртсен хушӑкӗнче вӗсем пулӑшу килессе кӗтсе тӑраҫҫӗ пулӗ; вӑл ҫынсене эпӗ тивӗҫсӗр мар хамӑр тусӑмӑрсем тесе калатӑп.

Может быть, там, в становище индейцев, на берегах какого-нибудь малоизвестного ручья, в ущельях сьерр, ждут помощи те, кого я вправе называть нашими друзьями!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан» нимӗн чухлӗ те иккӗленсе тӑмасӑр, кукӑр-макӑр выртакан тирпейлӗ ҫырансен хушшипе унчченхи пекех хӑвӑрт малалла пырать; яхта трубинчен мӑкӑрланса пыракан тӗтӗм чуллӑ сӑртсен тӑрнашкисемпе уйӑрӑлнӑ пӗлӗтсен таткисемпе пӗрлешсе каять.

«Дункан», не замедляя хода и не колеблясь, выбирал свой путь среди прихотливых береговых извилин; клубы дыма из трубы яхты смешивались с клочками разорванных скалами облаков.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Часах Глазго завочӗсем хула таврашӗнчи виллӑсемпе ылмашрӗҫ, вӗсем ҫыран хӗррисенчи сӑртсен ҫийӗпе картина ҫинчи пек курӑнса юлаҫҫӗ.

Вскоре последние заводы Глазго сменились пригородными виллами, живописно разбросанными по склонам прибрежных холмов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та ӑна Англи ҫарӗнчи служба нихӑҫан та илӗртме пултарайман, ахальтен мар майор чинне те вӑл пӗтӗмпех Шотланди ҫыннисенчен тӑракан хӗрӗх иккӗмӗш полкра, сӑртсен хушшинче тӑракан гвардире илнӗ.

Поэтому его никогда не соблазняла служба в английской армии, и свой майорский чин он получил в 42-м полку горной гвардии, состоявшем целиком из шотландцев.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сӑртсен кӑнтӑр еннелли тайлӑмӗсенче юр ирӗлсе пӗтрӗ те, пӗлтӗрхи курӑкпа сарӑхса хӑмӑрланнӑ ҫӗр кӑнтӑрласенче ҫӳхе ҫивиттиллӗ, витӗр курӑнакан ҫутӑ кӑвак пӑспа пиеленчӗ.

На южных склонах бугров потаял снег, и рыжая от прошлогодней травы земля в полдень уже покрывалась прозрачной сиреневой дымкой испарений.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах тул ҫутӑлнӑ майӗпе шур чуллӑ сӑртсен юпписем шупка кӗреннӗн курӑнма пуҫласанах анат енчен вӑйлӑ ҫил тухрӗ, юхӑма хирӗҫ хаяррӑн тулашса вӗрчӗ.

Но с рассветом, когда лишь чуть розовели меловые отроги гор, подымался низовой ветер, густой и мощный, он дул против течения.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑртсен курпун тӳписем уҫӑмсӑр симӗс шевлепе ҫуталса темиҫе ҫекунт курӑнса тӑчӗҫ те, унтан каллех вӗсене март каҫӗн ҫилӗм пек тӑсӑлакан хура сӗмӗ витсе хучӗ, вара пушшех уҫҫӑн та тӑтӑшшӑн, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ евӗр, артиллери залпӗсем кӗрӗслетме тытӑнчӗҫ.

На несколько секунд стали видны озаренные зеленым, призрачным сиянием горбатые вершины гор, а потом снова вязкая темень мартовской ночи покрыла горы, и еще отчетливее и чаще, почти сливаясь, загремели артиллерийские залпы.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий пӗчӗк арчинче темскер ухтарчӗ, Прохор ут кӗтевӗсемпе ула-чӑлаланнӑ сӑртсен ҫара тайлӑмӗсем ҫинелле чӳречерен сӳрӗккӗн пӑхса тӑчӗ.

Григорий рылся в своем сундучке, Прохор рассеянно смотрел в окно на голые склоны гор, усеянные конскими табунами.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл инҫетрен вӑйкӑнса килнӗ, ҫӗр хута кӑштах ырнӑ, анчах ир еннелле ҫав-ҫавах Каспи леш енчи пушхирсен вӗри сывлӑшне варкӑштарса ҫитернӗ те, сулахай ҫыран айлӑмӗнчи ҫаранлӑха ҫаврӑнса ӳксе, сывлӑма типӗтнӗ, тӗтрене сирсе салатнӑ, Дон ҫумӗнчи шурӑ чуллӑ сӑртсен юпписене хӗрлӗрех тӗслӗ пӑчӑ янкарпа пиелесе кӗптенӗ.

Он летел издалека, приустал за ночь, но к утру все же донес горячий накал закаспийских пустынь и, свалившись на луговую пойму левобережья, иссушил росу, разметал туман, розовой душной мглою окутал меловые отроги придонских гор.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗвеланӑҫ енчен хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксен юланутлӑ икӗ сотни Усть-Хопер станицине ыткӑнса кӗчӗ, Дон хӗрринчи сӑртсен кӑнтӑр енчи тайлӑмӗнчен казаксен пехоти анчӗ, ҫурма сотня хуралласа пыракан штабпа пӗрле пӑлхавҫӑ-казаксен 6-мӗш уйрӑм бригадин командирӗ Богатырев хорунжи ҫитрӗ.

С запада в станицу Усть-Хоперскую на рысях вошли две конные повстанческие сотни, с южного склона обдонских гор спускалась казачья пехота, под охраной полусотни съезжал со штабом командир 6-й повстанческой отдельной бригады хорунжий Богатырев.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвелтухӑҫӗнче, Дон хӗрринчи сӑртсен шупка шурӑ кукӑрӗсем хыҫӗнче, Усть-Медведица ҫучӗн тӳпи хӗрхӗлтӗммӗн картлашкаланса курӑнать.

На востоке, за белесым зигзагом Обдонских гор, в лиловеющем мареве уступом виднелась вершина Усть-Медведицкой горы.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрӑ пек йӑпшӑнса шӑвӑнать сӑртсен хыҫӗпе шартлама сивӗ каҫ.

Морозная воровски таилась за гребнем ночь.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ту урлӑ каҫсанах куҫ умне тип-тикӗс ҫӗр курӑнчӗ, инҫетре ҫурри таран кӑвак янкар ӑшне пулнӑ сӑртсен йӑранӗ тӑсӑлса выртни курӑнать…

Сразу же за горой открывалась равнина, а вдали чернел гребень гор, до половины скрытых сизым маревом…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дон таврашӗнчи курпун сӑртсен шурӑ юпписем ҫинче тӗтре ҫакӑнса тӑрать, ҫавӑнпа сӑрт тӑрри халлӗхе курӑнмасть-ха.

А над меловыми горбатыми отрогами обдонских гор теснились туманы, и пока еще не виден был покрытый ими гребень бугра.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав вашӑк сӑртсен тӑрӑхӗсем ҫинчен ҫурӑмпа ларса е выртса шуххӑн ярӑнса анма, хӗвел тухнине пӑхса, шухӑшласа тӑма кӑмӑллӑ.

Это ряд отлогих холмов, с которых приятно кататься, резвясь, на спине или, сидя на них, смотреть в раздумье на заходящее солнце.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах, мӗнле пулсан та, эпӗ лайӑх туятӑп: фронт кунтан инҫе мар, таҫта ҫакӑнтах, горизонт хыҫӗнчех, паянхи сивӗпе пасарнӑ сӑртсен, катасен леш енче.

И все-таки я чувствовала, что тут фронт где-то уже близко, вон за тем горизонтом, за холмами и перелесками с кустами, заиндевевшими в сегодняшних ранних заморозках.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.

Направо и налево чернели мрачные, таинственные пропасти, и туманы, клубясь и извиваясь, как змеи, сползали туда по морщинам соседних скал, будто чувствуя и пугаясь приближения дня.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех