Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Камран кулатӑр эсир? кама хирӗҫ ҫӑвар каратӑр, чӗлхе кӑларса витлетӗр? эсир усал ӗҫ ачисем, суя-ултав вӑрлӑхӗ мар-и? 5. кашни лаштра йывӑҫ айне йӗрӗхсем патне аскӑнма чупакансем, шывсем ҫывӑхӗнче, сӑртсен хушӑкӗсенче хӑвӑр ачӑрсене пусса паракансем мар-и эсир?
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр, 14. хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне, 15. авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне, 16. ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр; 17. вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл — сан аҫунӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пиллетӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрсен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе, 26. хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипетӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.