Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунта виҫӗ пӗчӗк усламҫӑран иккӗшӗ тем тесен те пӗчӗк контрабандист шутланаҫҫӗ: ҫак промысла вӗсенче хӑрушӑлӑха систерекен темле инстинктла хастарлӑха ҫуратать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Джон Мангльсӑн «Британи» ҫинче пулнӑ боцмана ӗненмелле мар тесе систерекен туйӑмӗ татах та ӳсрӗ.Недоверие, которое Джон инстинктивно питал к бывшему боцману «Британии», получило новую пищу.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл тӳремлӗхӗн шавӗсене итлеме пикенчӗ, унта ӑна ыйӑхран вӑратнӑ темӗнле кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасӑ пур пек туйӑнать, Талькавӑн яланхи пек лӑпкӑ тӑракан пичӗсем ҫинче часах темӗнле хӑрушлӑха систерекен ӗмӗлке ярӑмланса иртрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван инкек пулассине систерекен туйӑмсемпе асапланать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Отряд малалла куҫса пынӑ май тӳремлӗх хӑй сӑнне ҫухата пуҫларӗ; сӑртсем ҫывӑхрине систерекен вырӑнсем тӗл пулма пуҫларӗҫ, ҫӗре ҫурса пӗтернӗ пӗчӗк ҫырмасемпе хытӑ юхакан шывсем пуҫланчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсенче ӗнерхи пулӑма систерекен пӗр паллӑ та ҫук.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Аркадий музыкӑна чӑнах юратнӑ пулин те, ун хыҫӗнчен ирӗксӗртерех утрӗ: ӑна Одинцова хӑй ҫумӗнчен юри ӑсатнӑн туйӑнчӗ; унӑн чӗринче, ҫак ҫулсенчи ытти ҫамрӑк ҫынсенни пекех, темӗнле уҫах мар, тунсӑхлаттаракан туйӑм, юратӑва систерекен туйӑм пекки вӗреме тытӑннӑ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Петро вилтӑприйӗ ҫинче нумай пулмасть лартнӑ тирек ҫамрӑк тураттисене чӳхентерсе кашлать; ҫывхарса килекен кӗркунне ун тӑрринчи ҫулҫӑсене ӗмӗрӗ кӗскелсе килнине хурлӑхлӑн систерекен сарӑ тӗспе сӑрласа ӗлкӗрнӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑй пухса, вӑл кунӗ-кунӗпе хӑй ачаран пӗлекен вӗтлӗхсенче ҫӳренӗ, тусем хушшине аякка кӗрсе кайнӑ, ҫурхи шыва ҫӳлтен урӑм-сурӑм хӑвалакан юхан шыв ырми-канми кӗрлесе юхнине итленӗ, ҫуркунне кӗҫех ҫитессине систерекен хӑмӑр кӑвак кандык чечекӗсем илсе таврӑннӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку ӗнтӗ Германирен илсе тӑракан ҫар хатӗрӗсене Дон правительстви Добровольчески ҫарпа пӗрле уйӑрнине, ҫавна май вӑл Дона пӑхӑннине йӗкӗлтесе систерекен сӑмах вырӑнне пулать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Т-ссс! — вӑрттӑнлӑха систерекен сӑнпа хӑтланса, пӳрнине ҫӳлелле тӑратрӗ Золотухин.— Т-ссс! — Золотухин таинственно, с предостерегающим видом поднял палец кверху.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫакӑнта шӑпах хӑйне систерекен Колчо пулмарӗ-ҫке!
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку таранччен вӑл ҫураласса систерекен уйрӑм ҫынсем кӑна пулнӑ; вӗсем питӗ сайра пулнӑ, сайра пулнӑ пирки пӗччен те вӑйсӑр пулнӑ, ҫавна пула нимӗн ӗҫлемесӗр е кулянса пурӑннӑ, е ытлашши савӑннӑ, пулас ҫук япаласем ҫинчен шухӑшланӑ, тем те пӗр ӗмӗтленнӗ, урӑхла каласан, вӗсен ҫак типӑн тӗп палли пулман, практикӑра тӗплӗн шухӑшласа пӑхса, яланах пӗр пек ӗҫлеме, ӗҫленӗ чухне пуҫпа шухӑшласа пӑхма пултарайман.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн эпӗ хам ӑҫта тата мӗн тума васкаса хыпаланнине те пачах мана-мана кайнӑ; ӑнра пурӗ те темле тӳрлетсе пӗтермелле мар, ухмахла та хӑрушӑ япала пулса иртнине систерекен сӗмлӗх ҫеҫ тӗтреленсе юлнӑ, — уҫҫи-хуппи ҫук сивчир тӗлӗкӗпе аташакан ҫынна тепӗр чух ним сӑлтавсӑрах ҫавӑрса илекен йывӑр сехӗрленӳ евӗр сӗмлӗх.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Халӗ те-ха, тӗттӗм пӳлӗмре юлсан е вилнӗ ҫынна курсан, ача чухне чӗрине тӑрса юлнӑ усала систерекен кичемлӗхрен чӗтресе тӑрать; хӑй хӑранинчен ирхине кулать пулсан та, каҫхине каллех шурса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта пурӑнакансенчен никам та пӗлӗт ҫинчи усала систерекен паллӑсене те, вут ҫӑмхисене те, сасартӑк тӗнче тӗттӗмленнине те курман, курнине те астумасть, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем ӗрчемеҫҫӗ; саранча вӗҫсе ҫитеймест; хытӑ мӗкӗрекен арӑслансем те, тигрсем те, упасемпе кашкӑрсем те пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта вӑрмансем ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑллӑ хумсем ахӑрни, кӗмсӗртетни хавшак хӑлхана ачашламасть: вӗсем тӗнче пуҫланнӑранпах хӑйсен ӑнланса илмелле мар пӗр кичем юррине тӑсаҫҫӗ; вӑл кӗвӗре ҫав йынӑшӑвах, асап тӳсме пӳрнӗ хӑрушӑ чӗрчунӑн ӳпкевлӗ шавӗ, такамӑн усала систерекен хаяр сасси илтӗнсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ароматпа пӗрлех канӑҫсӑррӑн кӗттерекен те тӗтреллӗн систерекен ҫурхи тунсӑх та, пылак та ачашскер, юхса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ манӑн чуна, — мӗнпур хӗрарӑма; хӑвӑр куҫӑр умӗнчех илемлетсе яракан, иртнӗ ҫуркуннесем тӗлӗшпе яланах темле, ӑнланса пӗтермелле мар ӳкӗнӗҫпе шутлаттаракан ярӑлти ҫунатлӑ тунсӑх.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку шава систерекен япала — рельсӑсем хуллен ҫеҫ чӗтрени, вӗсенчен туймалла мар сасӑ илтӗнни.Это как бы предчувствие шума, тончайшая дрожь рельсов, наполняющихся неощутимым звуком.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949