Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

систерекен (тĕпĕ: систер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн сулхӑнӗпе кӗркунне ҫывхарнине систерекен ирхи ҫил те пачах чарӑнчӗ.

Легкий утренний ветер, свежестью своей напоминавший, что дело все-таки идет к осени, теперь совершенно упал.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Машук тӑрринче хаяра систерекен шурӑ пӗлӗт выртать, уйӑх хӗвелтухӑҫӗнче хӑпарать, юрпа витӗннӗ тусем катаран кӗмӗл тӗслӗ ҫуталаҫҫӗ.

На вершине Машука лежало зловещее облачко; месяц подымался на востоке; вдали серебряной бахромой сверкали снеговые горы.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ку шӑршӑ, ирӗлекен юрӑн таса та уҫӑ шӑрши ҫумне хутшӑннӑ вичкӗн те йывӑр тата шиклӗхе систерекен шӑршӑ — ҫакӑнтисем вӑрманшӑн ют.

К свежему аромату талого снега примешивались острые, тяжелые и опасные запахи, чуждые этому дремучему лесу.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унтан вӑл пӑртак вӑтаннӑ пек пулчӗ, унтан унӑн пуҫне ырӑ мара систерекен шухӑш пырса кӗчӗ, — пырса кӗчӗ те тухса кайрӗ — унтан каллех пырса кӗчӗ.

Потом слегка огорчилась; потом у нее возникло смутное подозрение — появилось, исчезло и возникло снова.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне канлӗ тумашкӑн куллен тӑрӑшатпӑр, — тет Станислав Николаевич. — Кунта инвалидсем те пуррине тӗпе хурса пандуссем лартрӑмӑр. Территорие тирпей-илем кӗртрӗмӗр. Пӳлӗмсене юсарӑмӑр, пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ыйтнипе килӗшӳллӗн электро- тата хутса ӑшӑтакан хатӗрсене ҫӗннисемпе улӑштартӑмӑр, вут-ҫулӑм тухнине ҫийӗнчех систерекен автоматсем вырнаҫтартӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех