Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саманта (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫулӑн синкерлӗ кунне аса илме ыйтсан: — Эп хам та вӑл саманта ытлашши астумастӑп.

Попросив вспомнить прошлогодний злополучный день говорит: - Я и сам не очень-то и помню эти моменты.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

— Тӗрӗссипе, вӑл саманта тӗпӗ-йӗрӗпе аса илейместӗп.

- По правде, это мгновение не могу вспомнить в точности.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

– Шӑпах таварсем кӳрсе килнӗ саманта лекрӗм, ҫавӑнпа та каярах юлтӑм.

Я попала в магазин во время поступления товара, вот и задержалась.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Анчах тепӗр саманта та манман.

Но и другой момент не забыл.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

— Пурнӑҫри кашни саманта хаклатӑп.

— Ценю каждый момент жизни.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Путишле саманта та пурте астӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шкул стени ҫине Асӑну хӑми ҫакнӑ саманта ӳкерсе илтӗмӗр, — терӗ Владимир Васильев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хаҫат-журнала илес пулсан, «Чӑваш хӗрарӑмне», «Саманта», «Тӑван Атӑла» юрататчӗ халӑх.

Если взять газеты-журналы, народ любил "Чувашскую женщину", "Мгновение", "Родную Волгу".

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Республикӑра яваплӑ ҫак саманта мӗнле хатӗрленнӗ?

Как готовились в республике к этому ответственному моменту?

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫавна пула чылай саманта тӗрлӗ ҫулта якатнӑ, кӑларса пӑрахнӑ, «ҫемҫетнӗ».

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

16. Мӗнпур тӑшману, сан ҫине пӑхса, ҫӑварне карса пӑрахнӑ, шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ те шӑлне шатӑртаттарса ҫапла калаҫҫӗ: «ҫӑтса ятӑмӑр ӑна, ҫак саманта ҫеҫ кӗтсе тӑраттӑмӑр, кӗтсе илтӗмӗр, куртӑмӑр!» тееҫҫӗ.

16. Разинули на тебя пасть свою все враги твои, свищут и скрежещут зубами, говорят: «поглотили мы его, только этого дня и ждали мы, дождались, увидели!»

Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эй Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннисем, Ӑна мухтаса юрлӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр: 6. Унӑн ҫилли — саманта анчах, ырӑ сунни — ӗмӗр тӑршшӗне: каҫхине йӗртет, ирхинех савӑнтарать.

5. Пойте Господу, святые Его, славьте память святыни Его, 6. ибо на мгновение гнев Его, на всю жизнь благоволение Его: вечером водворяется плач, а на утро радость.

Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫак саманта видео ӳкернӗччӗ.

К этому моменту сняли видео.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Гузелия Хатыповна ҫак саманта аса илсен тӗлӗнсе: «Танзельӑсӑр мӗнле пурӑннӑ-ши?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

- Йӗркелӳҫӗсем кашни саманта, вак-тӗвеке шута илни тӳрех курӑнчӗ.

- Сразу было видно то, что организаторы учли все моменты, каждую мелочь.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех