Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саманта (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коробин, куна кӗтменскер, пӗр саманта шухӑша кайрӗ, пресс-папьепе папкине пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре илсе хучӗ.

Коробин на минуту задумался, захваченный немного врасплох, переставил с места на место пресс-папье, переложил с одного конца на другой папку.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр саманта пӳлӗмре йывӑр шӑплӑх пулса тӑчӗ.

На минуту в горенке наступила гнетущая тишина.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней пӗр саманта чарӑнчӗ.

Корней на мгновение замялся.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Меллӗ саманта кӗтсе пӗр-икӗ сехет патне выртрӑм.

Часа два лежал, выжидал момент.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, тискер кайӑка вӑрттӑн пытанса сыхлакан сунарҫӑ пек, пурне те тӗплӗн шутласа, виҫсе-танлаштарса пӑхса, майлӑ саманта кӗтрӗ.

Он, как зверобой в засаде, ждал момента расчетливо и выверенно.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юр ҫине тӑсӑлса ӳкнӗ чух Григорий Румынире, Трансильвани тӑвӗсем патӗнче, хӑйсен 12-мӗш полкӗ наступление кӗрсе кайнӑ саманта аса илчӗ.

Лежа, Григорий вспомнил наступление 12-го полка в Трансильванских горах, в Румынии, когда получил ранение в руку.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Майлӑрах саманта кӗтсе илсен, Кривошлыков шӑппӑн пӑшӑлтатса систерчӗ:

Выждав время, Кривошлыков тихо шепнул:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр саманта!

На минутку!

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Крымов корпуса Петроград патне вӑхӑтра илсе ҫитереймест, чи кирлӗ саманта ӗлкӗреймесӗр юлатпӑр.

Крымов не сможет во-время стянуть корпус к Петрограду, момент будет упущен.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл халӗ, калаҫӑва пӗр сӑмахпа пӗтерсе, казаксене уйӑрса кайма май килнӗ саманта ирттерсе янӑшӑн кулянчӗ.

Он с тоскою думал, что напрасно упустил момент, когда можно было словом одним кончить переговоры и увести казаков.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казака чӗнсе илсе пӗр пытармасӑр каласа пама ыйтни асӑрханмасӑр тунӑ айванла пулса тухать, ҫавӑнпа та Листницкий майлӑрах саманта кӗтсе илме шутласа хучӗ.

Вызвать казака на откровенный разговор было бы глупо и неосторожно, поэтому Листницкий решил выжидать.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Февраль хыҫҫӑн ак йӑвашланма тиврӗ, мӗншӗн тесен ун чух, эпӗ пӗр-пӗр тӑмпай ҫине алӑ ҫӗкленӗ пулсан, майлӑ саманта кӗтмесӗрех, ҫавӑнтах мана, окопсенчех, пуҫтарса тирпейленӗ пулӗччӗҫ.

А после февраля пришлось свернуться, потому что, если бы я ударил какого-нибудь дурака, — меня убили бы здесь же, в окопах, не дожидаясь удобного момента.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунта пӗр саманта та вӗҫертме юраман, пӗренесене пакурпа хытӑ тӗртсе ярса, шыв юхӑмӗн варрине кӑлармалла, — пӗтӗм ӗҫ ҫакӑнтан килнӗ.

Тут надо было не упустить и минуты, чтобы сильно толкнуть бревна, направить их на быстрину, — в этом был ключ к успешному разбору всего залома.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тӑхта-ха пӗр саманта, — терӗ.

— Погоди-ка на-часок.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тух-ха пӗр саманта.

— Выдь на-час.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таврида ҫыннисене хыҫран хӑвалас саманта ирттерсе ячӗҫ.

Момент для погони за тавричанами был упущен.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кухня пӗр саманта, куҫа шартарса яракан симӗс ҫутӑпа ҫуталса, шӑпланса ларчӗ: чӳрече хупписене ҫумӑр качӑртаттарни илтӗнчӗ, унтан аслати янӑраса кайрӗ.

В кухне на секунду стало ослепительно-сине и тихо: слышно было, как ставни царапал дождь, — следом ахнул гром.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Контрнаступлени ҫинчен шухӑшласа, ӑна пурнӑҫа кӗртмелли саманта тимлӗн кӗтсе, Сталин ҫав кунсенче Мускав патӗнчи фронтӑн тӗрлӗ участокӗсенчи лару-тӑрупа хӑй паллашма пынӑ.

Размышляя о контрнаступлении и тщательно выжидая момента для его воплощения в жизнь, Сталин в те дни лично прибывал знакомиться с ситуацией на разных участках фронта под Москвой.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Арми штабӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ ҫак саманта.

В штабе армии давно ждали этого момента.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Генералсем вара ҫак саманта канашлури кану вӑхӑчӗ вырӑнне йышӑнчӗҫ.

Генералы сочли это передышкой в совещании.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех