Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыруне денщикне пачӗ, хӑй садри сукмак тӑрӑх урама тухмалли алӑк патнелле утрӗ.Передав письмо денщику, он пошел по дорожке сада к калитке, выходящей на улицу.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ухутаран тавӑрӑннӑ чухне эпӗ садри аллея тӑрӑх утса пыраттӑм.
Салакайӑк // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 34–35 с.
Ӑна часах тупаймарӗҫ: вӑл садри чи чӑтлӑх вырӑна кӗрсе вырӑнаҫнӑ та, янаххине хӗреслетсе тытнӑ аллисемпе тӗревленсе, шухӑша путса ларнӑ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров темиҫе минут хушшинчех садри пӗтӗм ҫулсем тӑрӑх утса тухрӗ, выльӑх картине, витене кӗрсе тухрӗ, икӗ дворовӑй ачапа тӗл пулса ҫавӑнтах паллашрӗ те, вӗсемпе усадьбӑран пӗр ҫухрӑмри пӗчӗк ҫеҫ лачакана шапасем тытма кайрӗ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл пӳрт, ытти кирлӗ ҫуртсем тата ферма тунӑ, сад ларттарнӑ, пӗве, икӗ пусӑ чавтарнӑ; анчах садри ҫамрӑк йывӑҫсем начар ӳснӗ, пӗвинче шывӗ питӗ сахал пуҫтарӑннӑ, пусӑсенчи шыв тӑварлӑ пулнӑ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вара эпӗ тӑтӑм та, пӳртрен тухса, садри ҫулпа утрӑм, — вӑл та ҫак ҫулпах утни пирки эпӗ иккӗленмерӗм.
Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.
Пӗррехинче эпӗ садри хайхи хӳме патӗнчен иртсе пыраттӑм та Зинаидӑна курах кайрӑм: вӑл, пуҫне аллисем ҫине тайса, курӑк ҫине ларнӑ та йӑшӑлт та хускалмасть.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Сарлака картишне, йӗпе вӗрлӗке, садри йывӑҫсен йӑлтӑркка ҫулҫисене ялкӑштарса, ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ.Вспышка молнии озарила широкий двор, мокрое прясло, глянцево блестящую листву деревьев в саду.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Мӗн каласшӑнччӗ эсир, — терӗ Мажаров, ӑна ҫывӑх садри хӗвел ҫутинче ҫиҫсе-йӑлтӑртатса ларакан ҫамрӑк хурӑн ҫине кӑтартса.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Садри улмуҫҫисем айӗнче — тигр тирӗ пек сарӑ йӑрӑмлӑ мӗлкесем; утар шӑршипе шӑрӑхра типсе кайнӑ ҫӗр шӑрши кӗрет.В саду под яблонями — тигровые пятнистые тени, пахнет пчельником, выгоревшей землей.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакара пуҫланӑ шӗвӗр сухалне шӑлкаласа якатнӑ май вӑл садри каштансен ҫӑра ҫулҫисене ҫил сӗртӗнсе ҫулланине, хӗвел питтинче витӗр курӑнакан лутра курӑксене хумлӑн-хумлӑн чӳхентерсе варкӑштарнине йывӑр шухӑша кайса пӑхса тӑчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
«Кунта коммунистсен пысӑк мар ушкӑнӗ пулсанччӗ, — шухӑшлать Кондратьев, аллисене пуҫ айне хурса, садри сас-чӗвве итлесе выртнӑ май.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кубанӗн тури тӑрӑхӗнче пулӑр-ха эсир, икӗ Зеленчукӑн — Пӗчӗккин тата Пысӑккин ҫыранӗпе иртсе кайӑр, вара эсир, епле пулсан та, казаксемпе черкессен ялӗсем хутӑш вырнаҫса ларнине куратӑр: кашни ту хушшинчех аулсем сӑнчӑр пек тӑсӑлса выртаҫҫӗ, — вӗсене, темрен хӑранӑ пек, пӗр-пӗрин ҫумнех лартса тухнӑ; кашни шыв хӗрринчех казаксен авалхи станицисем симӗссӗн ешерсе лараҫҫӗ, — кукӑр-макӑрӑн Беломечетинская, Усть-Джегутинская, Красногорская, Кардоникская, Зеленчукская, Исправненская, Сторожевая станицӑсем вырнаҫнӑ, вӗсен йӗри-таврашӗнче — садри йывӑҫсем хупӑрласа илнӗ хутӑрсем…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӳрт-ҫуртсем тӑррине хӗвел халь-халь анчах хӑпарчӗ, ҫутӑ вӑйлӑ пулсан та ӑшши сахал-ха унӑн, ҫавӑнпа пӳрт умӗнчи садри нӳрлӗ ҫӗртен каҫхи сулхӑн ҫапса тӑрать.Солнце только-только поднялось над крышами, в палисаднике от сырой земли веяло ночной прохладой.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, аллисене кӑкӑр ҫумне тытса, чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ, вара унӑн чӗри сасартӑк шӑп пулчӗ: ҫатан, урапа пырса кӗнӗ пек, хытӑ ҫатӑртатса илчӗ, садри курӑк чаштӑртатрӗ, вара уҫӑ чӳречере Андрей пуҫӗ курӑнчӗ:
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тепӗр ӳкерчӗк ҫинче Минни Куртпа пӗрле сулхӑн садри площадка ҫинче тӑраҫҫӗ.На другой фотографии та же Минни стояла с Куртом на теннисной площадке.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӳме тепӗр енче, садри пӗчӗкрех сак ҫинче, Катя Лыкачева тӑра парать.Катя Лыкачева стояла по ту сторону забора на садовой скамеечке.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ялан тенӗ пекех, ҫакӑ служба хыҫҫӑн, ӗнтӗрӗк ҫапнӑ вӑхӑт тӗлнелле пулать, ун чухне вӑл садри ҫывӑрма пуҫланӑ йывӑҫсен ҫӑра лӑссисем айӗпе шӑппӑн-шӑппӑн уткаласа ҫӳрет, пӗчченскер те тунсӑхлаканскер, каҫхи нӑрӑсем сӗрленине итлет тата тӗттӗмленсе пыракан кӗрен лӑпкӑ тӳпенелле тинкерет.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Ыттисем ӑҫта тетӗн-и? — тет ҫутӑ сӑнлӑ хӗрарӑм-патша, — вӗсем пур ҫӗрте те; нумайӑшӗ театрта, хӑшӗсем актер, хӑшӗсем музыкант, теприсем курса ларакансем, кама мӗн килӗшет, ҫавна тӑваҫҫӗ; хӑшпӗрисем аудиторисене, музейсене саланнӑ, библиотекӑсенче лараҫҫӗ; хӑшӗсем, е пӗччен, е ачисемпе пӗрле, садри аллейӑсенче, хӑйсен пӳлӗмӗсенче канаҫҫӗ, анчах пуринчен те, пуринчен те ытлараххи вӑл — ман вӑрттӑнлӑхӑм.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн Макарушка Нагульнов ҫулталӑкри праҫниксенче, урӑхла каласан, Майӑн пӗрремӗшӗпе ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен тем таранччен сӳпӗлтетнине тата тӗрлӗ ӑнланмалла мар сӑмахсем каланине тӳсме пултараймастӑп эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна та, садри шӑпчӑка е автан ҫурҫӗр ҫитсен авӑтнине итленӗ пек, талӑкӗпех итленӗ пулӑттӑм.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.