Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑтраштарса (тĕпĕ: пӑтраштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш вӗренекен йӑлтах пӑтраштарса калама тытӑнчӗ, хӑйӗнчен мӗн ыйтнине вӑл та ӑнланаймарӗ.

Третья ученица ответила невпопад: она тоже не поняла вопроса.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑма панӑ… пӗтӗм пурнӑҫӑма… — сасартӑк ватӑ ҫын пек мӗскӗнӗн, тӗлсӗр хыпаланса ӳкрӗ, сӗтел ҫинче тем шыраса, аллипе хыпашлама пуҫларӗ, сӑмаххисене пӑтраштарса, васкавлӑн, ӑнланмалла мар мӑкӑртатма пуҫларӗ:

Я всю жизню свою вложил… всю жизню… — и вдруг старчески-жалко и бестолково засуетился, зашарил по столу руками, путаясь в словах, торопливо и невнятно забормотал:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ ӗнтӗ, сӗм-ҫӗрле пулса ҫитсен те, ҫуртсен кӑвакрах шуррине мӗлкӗсен хура кӑваклӑхӗпе тата йывӑҫсен шупка симӗслӗхӗпе пӑтраштарса хутӑштарса, Силоам ҫийӗн уйӑх хӑпарсан, хӑйӗн качака ҫӑмӗнчен тунӑ кӗҫҫи ҫинчен тӑнӑ та тӑнлама пуҫлана Суламифь.

И вот, когда наступила ночь и луна поднялась над Силоамом, перемешав синюю белизну его домов с черной синевой теней и с матовой зеленью деревьев, встала Суламифь с своего бедного ложа из козьей шерсти и прислушалась.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Амӑшӗсем те, ҫынсем те пӑтраштарса пӗтерӗҫ.

Их и матеря будут путать, и люди.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апла пулсан, вӑл пӗрре, кӑнтӑр кунӗнче, хула ҫине вӗҫсе улӑхӗччӗ те, хурҫӑ рычаг пек аллисене аялалла тӑсса, хулари мӗнпур ӑпӑр-тапӑра, кирпӗчсемпе хаклӑ йышши чулсене, ылттӑнпа чура какайне, кантӑкпа миллионерсене, пылчӑкпа тӑр ухмахсене, чиркӳ таврашсене, пылчӑкпа вараланса чире ернӗ йывӑҫсене, ҫак нумай хутлӑ ухмахла «пӗлӗт хырчӑкӗсене» пӗтӗмпех, пӗтӗм хулана, пӗр купа туса, пылчӑкпа этем юнӗнчен ҫӑрса тунӑ чуста ӑшне путарса, йӑлтах пӑтраштарса пӗтерӗччӗ.

Это для того, чтобы однажды днем подняться над городом, опустить в него руки, как два стальных рычага, и смешать в нем все в груду мусора и праха — кирпич и жемчуг, золото и мясо рабов, стекло и миллионеров, грязь, идиотов, храмы, деревья, отравленные грязью, и эти глупые, многоэтажные «скребницы неба», всё, весь город — в кучу, в тесто из грязи и крови людей — в скверный хаос.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.

Тонкий, режущий ухо свист прорывает своим дрожащим острием все звуки улиц, он тянется бесконечно, как ослепительно белая, холодная нить, он закручивается вокруг горла, путает мысли в голове, бесит, гонит куда-то и, не смолкая ни на секунду, дрожит в гнилом запахе, пожравшем воздух, дрожит насмешливо, злобно пронизывая эту жизнь в грязи.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

— Старостах учета пӑтраштарса янӑ, ун пирки присяга тытма та пулать…

— А что староста набрехал в учете, это я хоть под присягой…

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Тен, ку пӑртаках, Обломовсӑр пуҫне, ыттисем пурте уйӑхсен ячӗсене тата хисеп йӗркисене пӑтраштарса янинчен те килнӗ пулӗ.

Может быть, это происходило частью и оттого, что, кроме самого Обломова, прочие всё путали и названия месяцев, и порядок чисел.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӑйне ача евӗрлех тыткаланӑ: унта асӑрхайман, кунта мӗнле те пулин вак-тӗвеке чухлайман, е пӗр-пӗр ӗҫе туса ӗлкӗреймесӗр, ҫуррине ҫитсен чарӑннӑ, е ӑна вӗҫӗнчен тума тытӑннӑ, ҫав териех пӑтраштарса янӑ, кайран ниепле те йӗркине тупма пулман, ҫитменнине тата вӑлах кайран вӑрҫма пикеннӗ.

Точно ребенок: там недоглядит, тут не знает каких-нибудь пустяков, там опоздает и кончит тем, что бросит дело на половине или примется за него с конца и так все изгадит, что и поправить никак нельзя, да еще он же потом и браниться станет.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗлӗк эпӗ ҫырнӑ чухне пӑтраштарса хураттӑм, астуса ҫитерейместӗм, ҫыру ҫине пачах урӑх шухӑш е урӑх закон ҫырса хураттӑм, — нимӗн те каламастчӗ: ҫӗнӗрен ҫырма урӑх ҫынна паратчӗ ҫеҫ.

Бывало, напутаешь в бумаге, не доглядишь, не то мнение или законы подведешь в записке, ничего: велит только другому переделать.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Маргаритӑна панӑ чух васканипе иккӗшне пӑтраштарса янӑ, хамӑн теттене ӑна тыттарнӑ.

и когда передала Маргарите игрушку, то перепутала и в суматохе отдала своего Чебурашку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Э-э, хаклӑ хӗрӗм, эс пӑтраштарса янӑ.

— Э, милая моя, ты все перепутала.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах мӗн те пулин пӑтраштарса патӑн пулсан, сан пирки эпир ҫухалса кайсан, асту — пирӗн костёра ан лек!

Смотри только, если напутала нам со звездами и мы из-за тебя заблудимся, не попадайся к нам на костер!

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑнпа та, ҫав хӗрпе пӑтраштарса, мана кунта илсе килчӗҫ пуль.

И вот они меня заманили, спутав с ней.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл эпӗ унӑн куҫӗсемпе тӗл пулса е хӑлхинчен шӑппӑн кӑна пӑшӑлтатса мӗн ҫинчен каласа пама юрани тата следствие пӑтраштарса яма мӗнле каласа пама кирли ҫинчен систеричченех шарламарӗ.

Но он не говорил до тех пор, пока мне не удавалось сказать ему или хотя бы дать понять взглядом, что можно говорить и как это нужно сделать, чтобы запутать следствие.

1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӗсем унӑн чунне ҫӗнӗрен пӑлхатса, пӑтраштарса ячӗҫ.

Они внесли новое смятение в его душу,

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Владимир Дубровский ҫак пӑтраштарса ҫырнӑ йӗркесене темиҫе хут та калама ҫук хумханса вуласа тухрӗ.

Владимир Дубровский несколько раз сряду перечитал сии довольно бестолковые строки с необыкновенным волнением.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав хӑямат хӗрарӑмӗсемех, Алёха, ман пуҫа пӑтраштарса ячӗҫ, ним тумалли те ҫук, пӑтраштарса ячӗҫ!

Заморочили мне, Алеха, эти самые чертовы бабы голову, ну просто навовсе заморочили.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл кунсен шутне те пӑтраштарса янӑ.

Счет времени он потерял, все слилось.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Малтанах вӑл, суран ыратни ҫинчен хытах шутлас мар тесе, утӑмӗсене суса пыратчӗ, анчах пилӗкҫӗр утӑм кайсан, хисеп шутне пӑтраштарса ячӗ те туртса, ҫунса ыратакан суран ҫинчен шутланисӗр пуҫне, урӑх ним ҫинчен те шутлаймарӗ.

Он пытался переключить свое внимание на подсчет, чтобы ослабить боль, но, пройдя пятьсот шагов, начал путать, врать и уже не мог думать ни о чем другом, кроме жгучей, дергающей боли.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех