Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахӑр (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла тӑвӑпӑр: эпӗ сире питӗрсе илетӗп, эсир тӗттӗмре вӗсене сыхласа ларӑр, килсенех пурне те персе пӑрахӑр; ыттисем кунта пулччӑр; йӗри-тавра саланӑр та итлесе ҫӳрӗр: килмеҫҫӗ-и вӗсем.

Вот что: я запру вас тут, а вы сидите в темноте, подстерегите их и перестреляйте всех, когда явятся; а остальные пускай тут будут: рассыпьтесь кругом и слушайте, не идут ли они.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Тархасшӑн, кӗтесрен кӗтессе утма пӑрахӑр, — терӗ вӑл, сигарӗн кӗлне силлесе.

— Перестаньте, пожалуйста, шагать из угла в угол, — промолвил он, отряхая пепел с сигары.

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Кусене, — терӗ вӑл, вилӗ нимӗҫсем ҫинелле кӑтартса, — илсе кайса пӑрахӑр аяккарах.

— А этих, — он показывает на трупы немцев, — уберите куда-нибудь в сторону.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫурт хыҫне илсе тухӑр та персе пӑрахӑр!

 — За дом — и к стенке!

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Тытӑр вӗсене, театртан кӑларса пӑрахӑр, кашнине ҫирӗм пилӗкшер хут саламат парӑр! — кӑшкӑрчӗ Голуб.

— Взять их, выбросить из театра и всыпать каждому по двадцать пять горячих! — прокричал Голуб.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӑрахӑр эсир ун пек калаҫма, унсӑрӑн ҫиленетӗп сире, — тарӑхса каларӗ Тоня.

— Бросьте наконец эти разговоры, или я окончательно рассержусь! — вспылила Тоня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Хӑть ҫакӑнтах ҫапса пӑрахӑр мана, — илтрӗ вӑл пӗринче лавкка патӗнче пӗр хӗрарӑм ыттисене каланине, — Яхруҫӑн Маюкӗ Петруҫран мар, хулара чух пӗр каҫлӑх «упӑшкаран» ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чӳречесене уҫса пӑрахӑр!

Распахните окна!

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Нихӑҫан та ан пӑрахӑр манӑн мӗскӗн Николая!

Не покидайте никогда моего бедного Николая!

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Кунтах персе пӑрахӑр, — сӑмахсене шӑл витӗр сӑрӑхтарса каларӗ Женя.

— Стреляйте тут! — сквозь зубы проговорила Женя.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хама ирӗксӗрленипе хушатӑп: — часрах тӑварӑнӑр та пушатса пӑрахӑр

По подневолью приказываю: выпрягайтесь скоренько и разгружайте…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Михеич аллине илчӗ те: — Ну, юрӗ… Ҫыхса пӑрахӑр мана, Катерина Ивановна… — терӗ татӑклӑн.

 — Михеич опустил руки и решительно проговорил: — Ну, ладно… Вяжите, Катерина Ивановна…

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Тимофей Силыч, эсир нимӗҫсен старости, тата вӗсен десятникӗ пулсан та хӗрӳленме пӑрахӑр.

«Сдержите пыл, Тимофей Силыч, хотя вы и староста немецкий и десятник ихний.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Турӑ пулӑр, ан пӑрахӑр мана!

Не бросайте меня тут, ради Христа!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑрахӑр ку юрра!

— Оставьте эту песню!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сӗтӗрсе кайса пӑрахӑр эсреле!

— Тяни его к черту!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хамӑр хушӑрах пӗтет, анчах ҫапла килӗшер: казаксене пӑлхатма пӑрахӑр.

— Помрет между нами, но с уговором, чтоб вы перестали казаков мутить.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Акӑ мӗн, тӑвансем: кӑларса пӑрахӑр пуҫран ӗнерхи калаҫӑва, пӗр-пӗрин хушшинче пӑшӑлтатма та чарӑнӑр, унсӑрӑн япӑх пулать сире!

— Вот что, братцы: выкиньте из головы вчерашний разговор и не шуршите, а то погано вам будет!

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑрахӑр! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса тӑкрӗ Мишка.

— Кончайте! — яростно крикнул Мишка.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑрахӑр, атьсем!

— Отставить, ребята!

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех